Пилсемпе кӗлӗсем

Каҫхи чӳк

 

397

Ырӑ Тур сулу ҫырлахтӑр. Сана пӗтӗм кил-йышӑмпа, ачам-пӑчампа, ӑшӑ кӑмӑлӑмпа, тутлӑ чӗлхемпе асӑнатӑп, ҫуртри чуна пурне те ырлӑх сывлӑх парӑсӑнччӗ. Ҫырлахтӑр. Калӑм пичӗкипе, ялӑм-йышӑмпа, пӗлӗш-тантӑшпа ӗҫсе-ҫиме парӑсӑнччӗ. Тутлӑш — Турра, йӳҫҫӗш — пире. Йӳҫӗ ӗҫсе тутлӑ калаҫма парӑсӑнччӗ. Аминь! Пӗр пӗрчӗ акса пин пӗрчӗ пулинччӗ, сутма хакне паринччӗ. Илме йӳнӗ пулинччӗ. Тӗпӗ хӑмӑш пек, тӑрри чакан пек пулинччӗ! Ывӑҫ туса ывӑҫ перекетне паринччӗ. Ывӑҫ туса, кӗлте туса кӗлте перекетне паринччӗ. Кӗлте туса-пухса, тӗм туса тӗм перекетне паринччӗ. Тӗм пӑсса, ҫӗмел туса ҫӗмел перекетне паринччӗ. Ҫӗмел пӑсса, урапа туса урапа перекетне паринччӗ. Урапа пӑсса, капан туса капан перекетне паринччӗ. Капан пӑсса, авӑн хурса авӑн перекетне паринччӗ. Авӑн хурсан Турӑ вутӗнчен-кӑварӗнчен сыхлинччӗ. Ӗҫме-ҫиме хушинччӗ. Авӑн пӑсса, сарӑм сарса сарӑм перекетне паринччӗ. Сарӑм туса, кӑшӑл туса кӑшӑл перекетне паринччӗ. Кӑшӑл пухса лав тиесен лав перекетне паринччӗ. Лав тиесен, пӳлмене хурсан ҫич тӗслӗ тырӑран тӑватӑ валлине пӳлмене хума, виҫӗ валлине сутма парӑсӑнччӗ. Сутма хакне, илме йӳнне парӑсӑнччӗ. Ашлӑхне-тутлӑхне, перекетне парӑсӑнччӗ. Аминь!

Турра асӑнатпӑр калӑм пичкипеле. Ҫичӗ тӗслӗ выльӑхӑм-чӗрлӗхӗм пӗр вӗҫӗ шывра, тепӗр вӗҫӗ картара пулинччӗ. Тӑнӑ ҫӗре тӗмӗ пулинччӗ. Выртнӑ ҫӗре мамӑк пулинччӗ, тӗпелелле кин паринччӗ, алӑк патне кӗрӳ паринччӗ... Пурне те кил-йышшӑн тӑватпӑр...

Статьясем

Шырав

Пайсем

Ҫавӑн пекех пӑхӑр