Пилсемпе кӗлӗсем

Аслӑ (мӑн) чӳк кӗллисем

 

316

Эй, Турӑ, ҫырлах пире! Эсӗ каҫар пире! Сана асӑнатпӑр эпир, Ху панӑ святой сывлӑшпала, Ху калаҫма панӑ чӗлхепеле. Сана асӑнатпӑр, пуҫҫапатпӑр; эсӗ Ху вӗрентнӗ заповедьпеле, ваттисене-асаттесене кӑтартнипеле. Ҫав асаттесен сӑмахӗпеле паянхи кунтан асӑнатпӑр, витӗнетпӗр, ваттисем вӗрентнӗ сӑмахпала, асаттесем кӑтартнӑ йӑлапалан.

Эй, Турӑ, Сана эпир паянхи кун хура халӑхсен парнине: пӗр вӑкӑр, пӗр тына, виҫӗ сурӑх — кӳретпӗр, авалхи ваттисем кӑларнӑ йӑлапалан, хамӑр йӑла кӑлармастпӑр, ваттисен йӑлисене пӑрахмастпӑр.

Эй, Аслӑ Турӑ, Аслӑ Пӳлӗх, эсӗ кӑтартнӑ йӑлапала Сана асӑнатпӑр, Сана витӗнетпӗр; ҫӳлти-ҫӗртипеле, ҫут тӗнчене тытакан Турӑ, эпир Сана асӑнатпӑр, пуҫҫапатпӑр.

Эй, тӗнчене тытса тӑракан Турӑ, каҫар пире. Эпир Сана асӑнатпӑр, пуҫҫапатпӑр, ҫылӑхли пур, ҫылӑхсӑрри пур, каҫар пире, Турӑ. Усал аллине ан пар пире, Турӑ, страшнӑй сута ан кӳрт пире, ӗмӗрхи асапран ҫӑл пире, Турӑ. Ҫак ҫут тӗнчере ырӑ ҫынсем, ятлӑ ҫынсем, чинлӑ ҫынсем пур, ҫавсем кӗлтунипе те пулин каҫар пире, Турӑ. Ҫав пирӗншӗн кӗлтӑвакан ҫынсемшӗн Сана пуҫҫапатпӑр, каҫар пире, Турӑ, Ырӑ тӳре, патша Турӑ, Сана асӑнатпӑр, Сана пуҫҫапатпӑр, ҫак ҫӗр ҫинчи тӗнчере пӗтӗм халӑха пӑхса тӑракан патшашӑн, унӑн ҫумӗнчи аслӑ ятлӑ ҫынсемшӗн тата ҫак эпир пурӑнакан ҫӗре-шыва шыраса тупакансемшӗн, авалхи ватӑ ҫынсемшӗн асӑнса тата кӗлтӑватпӑр. Ҫав ватӑ ҫынсемшӗн пире пехил парса хӑварнӑшӑн асӑнатпӑр, ҫӑтмахра, ырӑ вырӑнта пулччӑр, йывӑр тӑприсем ҫӑмӑл пулччӑр, выртнӑ вырӑнӗсем мамӑк пулччӑр, чунӗсем Турӑ умӗнче ырлӑхра пулччӑр пире пехил парса хӑварнӑшӑн; тата вӗсем те пире пур усалтан-хаяртан сыхласа тӑччӑр, эпир асӑнатпӑр, пуҫҫапатпӑр, Эсир пирӗншӗн кӗлтӑвӑр; ытла калаҫнӑ сӑмахран Эсир каҫарӑр, пӳкле вилӗмрен Эсир сыхлӑр, пирӗн суя сӑмах чӑн пултӑр, чӑн сӑмах Турра юрӑхлӑ пултӑр, каҫар пире, Турӑ.

Эй, ырӑ пирӗштисем, чун сыхлаканнисем, пӗв сыхлаканнисем, эсир пиртен усала сирӗр, эсир пире пур усала-тӗселе хӑваламашкӑн, хӑратмашкӑн святой хӑват парӑр. Ҫилтен-тӑвӑлтан, туллӑх шывран, вутран-кӑвартан Эсир сыхлӑр, пур сиентен-сурантан, йывӑр хуйхӑран эсир сыхлӑр. Яла-йыша, пур халӑха ҫут тӗнчери ырӑ ҫынсен пехиллӗхӗпеле пурне те сыхла, каҫар пире, Турӑ. Пӗлни пур, пӗлменни пур, ҫитни пур, ҫитменни пур, каҫар пире, Турӑ. Ҫак ҫутӑ тӗнчере куҫсӑрри пур, хӑлхасӑрри пур, алӑсӑр-урасӑрри пур, ытти чирпе асапланаканнисем пур, ҫавсем Турра кӗлтунипе, ҫавсен телейӗпеле ҫӗкле пире; ҫав асапланакансене, Турӑ, тӳсӗм пар.

Эй, Турӑ, уя кӳлсе тухнӑ ака ҫӑмӑл пултӑр, янаварсене хӑватне пар, Турӑ; янаварсем туртнӑ ҫӗре акнӑ тырӑ-пулӑ пултӑр, тутӑ пултӑр, тӗпӗ питӗ пултӑр, тӗпӗ хӑмӑш пек пултӑр, тӑрри чакан пек пултӑр, пӗр пӗрчӗ акнӑ ҫӗре пин пӗрчӗ пултӑр; панӑ ҫӗрте ан палӑртӑр, илнӗ ҫӗртен ан иксӗлтӗр, парас парӑмран, илес тулӑкран парса илмешкӗн ырӑ ӑс-хакӑл пар, юсми пил пар, йӑнӑшми чӗлхе пар пире, Турӑ. Акнӑ тырӑ хирте тикӗс лартӑр, хир илемӗ килтӗр, тӗнчене савӑнтартӑр, пур ватти-ҫамрӑкки-мӗнӗпелен ҫавна курса Турра кӗлтуччӑр. Каҫхи сулхӑнтан, ирхи тӑмран, пур ҫилтен-тӑвӑлтан сыхла, Турӑ.

Эй, Турӑ, пурте Сан ҫумӗнчисем, тӗнчене тытса пулӑшса тӑраканнисем, аҫа-ҫиҫӗм тытаканнисем, святой пророксем, асӑнатпӑр, сыхлӑр пире.

Эй, святойсем, эсир пирӗншӗн кӗлтӑвӑр Турра,эпир ҫылӑха кӗнине пирӗштисем пӗлеҫҫӗ, тулькӗ каҫар пире, Турӑ. Эсӗ, Турӑ, каҫармасӑр кам каҫарӗ ху ҫуратнӑ чунна. Усал аллине ан пар пире, эпир Сана асӑнатпӑр, Сан ҫине шанса тӑратпӑр. Пире Эсӗ усрамасӑр кам усрать, пурте Санӑн аллӑнта, ҫӳлти-ҫӗртипеле, вутри-шыврипеле Санӑн аллӑнта. Сантан иртекенни нимӗн те ҫук, Сантан хӑватли, Сантан ырӑ кӑмӑлли ҫук. Сантан пуҫне урӑххи ырлӑх кӑтартаканни никам та ҫук. Эпир Сана тархаслатпӑр, каҫар пире, Турӑ, айвансене.

317

Эй, ҫӳлти Турӑ, Пӳлӗхҫӗ! Акӑ Ху пултарнӑ ҫыннусем Сан умӑнта пуҫӗсене тайса тӑраҫҫӗ, Сана тархасласа ырлӑх кӗтеҫҫӗ. Ху пире хӗрхенех, Ху пире каҫарах, пирӗн енне тӳртӗн ан тӑрах! Санран пур чунлӑ япаласем те хӑраса-чӗтресе тӑраҫҫӗ. Пурте Эсӗ ырлӑх парасса кӗтеҫҫӗ.

Эй, ҫӳлти Турӑ! Эсӗ пӗлӗте Ху аллунта тытса тӑратӑн. Унтан ҫӗр ҫине, ҫӗр пичӗ енне ҫумӑр ҫутаратӑн.

Эй, Турӑ, пӗлӗт пиртен мӗн чул ҫӳлте тӑрать, Санран пит тӗлӗнмелле. Акӑ чӳк кӳретпӗр Сана, Турӑ, Ху пултарнӑ выльӑхран-чӗрлӗхрен. Пирӗн ҫине хӗрхенсе пӑх, пирӗн кӗлле илт. Пире вутран-кӑвартан сыхла, чир-чӗр ересрен, пур инкек-синкекрен, хӗҫ-пӑшалтан сыхла. Ҫӗр ҫине Ху ырлӑхна яр; ҫӗр питне ӳсекен япалапа тултар: этем валли тырӑ-пулӑ, выльӑх валли курӑк-ҫимӗҫ ӳстер. Пур тӗрлӗ усал ҫил-тӑвӑла, пӑр ҫӑвакан пӗлӗтсене пиртен сирсе яр. Хурт-кӑпшанкӑран, ют халӑхран, сасартӑк килес вилӗмрен сыхла пире. Пур ҫӗлен-калтаран, пур тискер кайӑк-кӗшӗкрен сыхла пире, Турӑ!

318

Лаша Турри, Ӗне Турри, Сурӑх Турри, ҫырлахӑрсам! Эпир Сире пӗтӗм кӑмӑлтан пӗрер лашапа, вӑкӑрпа, такапа чӳк кӳретпӗр; ҫаксемпе, туррӑмӑрсем, ҫырлахӑрсам, ҫырлахӑрсам... Пире выҫлӑхран, вут-кӑвартан, вӑрӑ-хурахран, ют халӑх килсе пусмӑрласран е ытти инкек-синкекрен те сыхласа тӑрӑрсам! Ҫак кӳрекен чӳкпе ҫырлахӑрсам, ҫырлахӑрсам.

319

Эй, Мӑн ырӑ ҫут ҫанталӑка туса тытса тӑракан ҫӳлти Турӑ! Эпир Сана пӗтӗм ял халӑхӗпе пурсӑмӑр та, Санӑн мухтавлӑ ятна асӑнса, тархасласа, авалтан тухнӑ йӑлапа кӗлтуса йӑлӑнса ыйтатпӑр: Эсӗ пирӗн акнӑ тыррӑмӑрсене чипер ӳстерме, сиплӗ ҫумӑрсем парса ӳстерсе ӳлӗмрен тата ҫапла хӑвна мухтаса кӗлтума хуш! Эпир Сана пӗтӗм халӑхпа, пӗтӗм кӑмӑлӑмӑрпа, пӗтӗм чӗремӗрсемпе тархасласа, чӗрӗ выльӑхсем пусса унӑн ашӗпе Сана чӳклесе кӗлтӑватпӑр. Ҫырлах, аминь! Пирӗн авалтан тухнӑ кӗлле хапӑл ил!

320

Вӑкӑр чӳкӗн йӗрки ак ҫапла: ирхине ирех вӑкӑра пусма вӑрмана ҫавӑтса каяҫҫӗ. Пӗр пашалу пӗҫерсе килтен илсе пыраҫҫӗ. Сакӑр витре кӗрекен хуран е улттӑ-ҫиччӗлли те юрать. Пысӑк ратнелли пысӑкрах илсе каять ҫав ентӗ.

Вӑрмана ҫитсен лашисене тӑвараҫҫӗ. Вут чӗртсе хурана ҫакса яраҫҫӗ. Вӑкӑра пӗри мӑйракаран пӑявпа тытса тӑрать, тепри витрене шыв илсе ҫӑпалапа пуҫӗ ҫинчен пуҫласа ҫурӑмӗ тӑрӑх шыв ярса тухать. Ҫапла ярсан вӑл калать:

Чӳк, ҫырлах! Пӳлӗхҫӗ, ҫырлах! Пуснӑ шурӑ вӑкӑрӑмпа, чӳк, ҫырлах.

Килӗшпе, ачам-пӑчампа, выльӑхӑм-чӗрлӗхӗмпе, Пӳлӗхҫӗ, чӳк, ҫырлах. Ырӑ чӳк-кӗлӗ, Пӳлӗхҫӗ, хапӑл ил.

Статьясем

Шырав

Пайсем

Ҫавӑн пекех пӑхӑр