Пилсемпе кӗлӗсем

Пӗтрекке кӗлли

 

394

Ҫырлаха пар, ырӑ Туррӑмӑр. Кӑтра така парса чӳк тӑватпӑр. Сана асӑнатпӑр, витӗнетпӗр.

Кил-йышӑмпа, тӑвансемпе пӗрле ҫичӗ тӗслӗ выльӑхран пӗрне Сан ятупа чӳке паратпӑр. Ҫичӗ тӗслӗ тыр-пулӑран виҫӗ тӗсӗпе апат-ҫимӗҫ туса Сана чӳк тӑватпӑр. Ҫичӗ тӗслӗ сӑра-шерпетпе ӳсен-тӑраншӑн чӳк тӑватпӑр.

Ырӑ Турӑ, савса панине савса ил. Ӗҫ ӗҫлеме вӑй-хал пар. Пӗртен пине ҫитер. Акни-лартнине пухса илмелле ту, упра, ан аркаттар. Хура халӑха, айван ывӑла-хӗре хапӑл ту. Тырра-пулла тулӑхна пар. Выльӑх-чӗрлӗхне пар. Тӑрӑшни пулса пытӑр, ӗмӗтленни ҫитсе пытӑр. Ҫырлах, Иминь!

Статьясем

Шырав

Пайсем

Ҫавӑн пекех пӑхӑр