Пилсемпе кӗлӗсем

Килте асӑнни

 

299

Малтанхи икерчӗ пиҫсе тухсан ӑна алӑк умӗнчи сак ҫине хурса ак ҫапла калаҫҫӗ:

Эй, ваттисем! Эпир паян сире асӑнатпӑр, эсир пире ҫиленнӗ пулсан каҫарса ҫак пӗлӗме ҫисе ярӑр.

Асатте, асанне, пил ту, атте, анне, пил ту. Пӗр турам пӗр ҫӑк пултӑр.

Сӗт кӳл ҫинче пул, мамӑк минтер ҫинче пул!

Унтан тата кӑшт тӑрсан витрене сӑра ярса икерчӗ тураҫҫӗ те урама пӗр кӗтесе тухса тӑкаҫҫӗ. Ҫав тӑкнине пӗр-пӗр йытӑ пырса ҫисен пире ваттисем хапӑл илсе ҫисе ячӗҫ теҫҫӗ. Тата ҫырмана, вилнисене тӑхӑнма тесе, пӗр-пӗр кивӗ кӗпе пӑрахаҫҫӗ.

— Эй, ватӑ ҫынсем, эсир пире ан пӑрахӑр, эпир асӑннине хапӑл илӗр, эсир кайнӑ ҫӗре никам та каймасӑр юлмасть, — теҫҫӗ.

Ҫапла кӗлтусан ҫиме пуҫлаҫҫӗ.

Статьясем

Шырав

Пайсем

Ҫавӑн пекех пӑхӑр