Пилсемпе кӗлӗсем

Чӳк вӑкӑрӗ умӗнчи сӑмах

 

313

Турӑсемпе ырӑсем валли ӳстернӗ вӑкӑр! Аслӑ чӳк валли ҫитӗнтернӗ вӑкӑр! Эсӗ — таса чун, ӳт-пӗвӳ те сан тап-таса, эсӗ — сӑваплӑ чун, ӳт-пӗвӳ те сан ҫап-ҫутӑ. Сан ҫинче пылчӑк ҫук, сан ҫинче хура ҫук. Сан пуҫу ҫине куркапа шыв сапатпӑр, сан ҫурӑму ҫине куркапа шыв тӑкатпӑр, сан пилӗкӳ ҫине куркапа шыв яратпӑр, сан тӑрӑх тӑрӑ шыв юхать. Эсӗ — таса чун, ӳт-пӗвӳ те сан тап-таса, эсӗ — сӑваплӑ чун, ӳт-пӗвӳ те сан ҫап-ҫутӑ. Чӳк картине ятарласа тӑратнӑ вӑкӑр! Таса ҫӗр ҫине килнӗ сӑваплӑ вӑкӑр! Пирӗн турӑсем валли хисеплӗ парне пул, ҫырлах! Пирӗн ырӑсем валли сӑваплӑ парне пул, ҫырлах! Тухӑҫалла пӑхса карӑнса ил, ҫырлах! Пирӗн аслӑ чӳкӗн таса чунӗ пул, ҫырлах!

Статьясем

Шырав

Пайсем

Ҫавӑн пекех пӑхӑр