Пилсемпе кӗлӗсем

Учук кӗллисем

Учук (уй чӳкӗ, вӑкӑр чӳкӗ) — ял-йышпа ирттерекен пысӑк йӑла. Ӑна ҫимӗк хыҫҫӑн е каярахпа ҫинҫе вӑхӑтӗнче акатуйсемпе пухӑсем умӗн ирттернӗ.

Ҫӗр ӗҫӗпе пурӑнакан халӑхшӑн тыр-пул пулӑхӗ тӗп вырӑнта тӑнӑ. Сухана тухнӑ — тырӑ ҫинчен шухӑшланӑ, акана тухнӑ — тыр-пул ҫинчен шутланӑ. Калча ҫӗкленнӗ вӑхӑтра уншӑн пӗтӗм ял-йышпа ятарласа кӗлӗсем хывнӑ, парнесем панӑ. Пӗр ҫулӗнче шыв чукӗпе ҫырлахнӑ, тепӗр ҫулӗнче уй чукӗпе, виҫҫӗмӗшӗнче мӑн чукпе е чӳклемепе ҫырлахнӑ. Шӑрӑх ҫулсенче учука ҫумӑр чӳкӗ хыҫҫӑнах ирттернӗ.

Уй чӳкӗ хыҫҫӑн тӑван киле килсен кил-йышпа тепӗр хут кӗлӗсем каланӑ, вӑй киллине, чӳк йывӑҫне парне хывнӑ.

Чӳксен тӗсне, вӑхӑтне, унта илсе тухмалли ҫимӗҫсемпе чунсен шутне ялти ваттисен канашӗ татса панӑ. Пӗрле йышӑннӑ хыҫҫӑн кашни ялӑн, урамӑн, килӗн мӗн чухлӗ япала памаллине палӑртнӑ. Вара ятарлӑ ҫынсем, ачасем, яш-кӗрӗм килӗрен ҫимӗҫ, укҫа-тенкӗ пухса тухнӑ.

Апат-ҫимӗҫе уйрах пӗҫерсе хатӗрленӗ. Пухӑннӑ укҫипе выльӑх-чӗрлӗх туяннӑ. Унтах юнпа чӳкленӗ. Ку ӗҫсем пурте ҫирӗп йӗркепе пулса пынӑ.

Чӳкӗн пӗлтерӗшне кура лашаран пуҫласа автан таранах илсе тухма пултарнӑ.

Мӑн чӳке таврари чылай ялсенчен, пӗтӗм ҫӗрлӗхрен пухӑннӑ. Ҫурхи чӳклеме пӗлтерӗшӗ тата пысӑкрах, унта халӑх темиҫе вулӑсран пухӑннӑ. Чӳксем, учуксемпе мӑн чӳксем утӑ ҫине тухса кайиччен пулса иртнӗ.

Чӳк сӑмахӗсен пӗтӗмӗшле никӗсӗ пӗрех. Учук кӗллисем ҫапах та хӑйне майлӑ. Вӗсем йышлӑ, тӗрлӗ енлӗ. Унта Турра тав туни, тархасласа ыйтни, ҫав хушӑрах сӗнни-ыйтни те пур. Мӑн чӳкре, чӳклемере халӑхпа калаҫса илнӗ, малашне мӗн-мӗн туса ирттермеллине пӗлтернӗ. Тӗпрен илсен, чӳксенче хуҫалӑх хутшӑнӑвӗсем ҫинчен сӑмах хускатнӑ. Унта тыр-пул пирки кӑна мар, выльӑх-чӗрлӗхпе ҫут тӗнче, этемпе халӑх ырлӑхӗ ҫинчен те евитленӗ.

Чӳк кӗлли сӑмахӗсен пӗлтерӗшӗпе тӗллевӗ пурин те пӗрре — тыр-пулпа выльӑх-чӗрлӗх тата пурнӑҫ йӗркеллӗ пултӑр тесе Турра, ытти мӗнпур вӑйсене ҫырлахтарасси. Аслӑ Турра, Пулӗхе парне пысӑкки (лаша е ӗне), кӗҫӗнреххисене вӗтӗрех чун (така, хур) тивӗҫнӗ. Парне мӗнлине кура кӗлӗ сӑмахӗсем вӑрам е кӗске пулнӑ.

Учук хыҫсӑнах килсерен килӗш (кил-йыш) чӳкӗ ирттернӗ. Ӑна така пусса чӳкленӗ. Чӳк йывӑҫӗ е вирӗм юпи кутӗнче кил-йышшӑн, выльӑх-чӗрлӗхшӗн Турра кӗлтунӑ. Сӑмахӗсем учукра каланисемех пулнӑ.

 

352

Шурӑ-шурӑ лаша пусатӑп. Шурлӑх ҫинчен илсе килсе хӗрлӗ ҫыра ҫыхап. Ҫак хӗрлӗ ҫыр, эс ӗҫле юсава (уй-хире) шӑвар! Аслати, эс ан ҫӗмӗр пӑрпа, яла-йыша йывӑрлӑхна ан яр, канлӗ пурнӑҫ кӑтарт, патшалӑха вӑрӑсенчен сыхла, яла-йыша инкек ан кӳрт! Ҫӗр хуҫи, Нухай, эсӗ пурне те тытса тӑр!

353

Ирхине ирех анкарти хыҫне Шорти ҫерем ҫине халӑх кӗрлесе тухрӗ. Пурте шап-шурӑ кӗпе-йӗм тӑхӑннӑ. Тихасем мӑйӗнчен кӑкарнипе тӑраҫҫӗ. Шап-шурӑ сухаллӑ, шап-шурӑ ҫӳҫлӗ, шур кӗпе, шур йӗм тӑхӑннӑ, ҫара уран тӑракан Патши Михали тихасен пуҫӗсем ҫине куркаран шыв ячӗ.

Пӳлӗхҫӗм, йышӑнсам пирӗн Сопар халӑхӗн парнине, лашу ватӑлчӗ пулӗ, парсам пире ҫумӑр, ан вӗлер выҫӑпа хура халӑха!

Пысӑк сӑра хуранӗ вырнаҫтарса лартрӗҫ, вучахсем турӗҫ, вут чӗртсе ячӗҫ. Хӗвел тухӑҫнелле тӑрса пурте тем-тем каласа пуҫҫапрӗҫ, унтан кӑнтӑралла, хӗвел анӑҫнелле, ҫурҫӗрелле ҫаврӑнса пуҫҫапса тепӗр хут хӗвел тухӑҫнелле ҫаврӑнса ҫитрӗҫ те пил ыйтрӗҫ.

Ваттисем малти ретре, Патши Михали, Самар Павӑлӗ, Тихон Йӑванч, Савиле, Йӑван Гаврилӑч ҫапла каласа пуҫҫапаҫҫӗ:

Хӗвел тухӑҫӗнчи шур кӳлӗри шур Турӑ, Санран эпир ҫумӑр тархаслатпӑр, Сана пиллесе виҫӗ тиха, тӑхӑр така, виҫӗ хур халаллатпӑр, пирӗн мӗскӗн чӑвашсен парнине йышӑнсам, халӑха выҫӑ ан вӗлер.

Какай-аш пиҫсе ҫитсен кӑларса вакласа мӑн йывӑҫ тирӗксем ҫине хучӗҫ, пурте ура ҫине тӑчӗҫ: икҫӗр-виҫҫӗр ҫын та пулӗ хӑйсем, хӗвел тухӑҫнелле пӑхса пуҫҫапма пуҫларӗҫ.

Унтан ерипен кӑнтӑра ҫаврӑнса, унталла пӑхса ӑшӑ енчи ырӑ кӑмӑллӑ Турӑран (ҫав сӑмахсенех каласа) ҫумӑр ыйтрӗҫ. Унтан, хӗвел анӑҫнелле ҫаврӑнса, хӗвел анӑҫӗнчи ырӑ кӑмӑллӑ Турӑран нӳрӗ сывлӑшпа ӑшӑ ҫумӑр ыйтрӗҫ, юлашкинчен ҫурҫӗрелле пӑхса унти Турӑран: «Сивӗ хаяр пӑрлӑ ҫумӑр ан яр, хаяр уяр, сивӗ ҫилпе ҫӗре типӗтсе ан яр», — тесе тархасласа парнесем кӳчӗҫ.

Вара яшкапа аш ҫиме тытӑнчӗҫ. Кам мӗн чухлӗ ҫиет, ҫавӑн чухлӗ параҫҫӗ, пурте ҫерем ҫине ларнӑ, апатланаҫҫӗ. Пӗтӗм ашне ҫисе ярсан пур шӑммисене пӑрахса ҫунтарса ячӗҫ, тепре тӑрса кӗлтуса килӗсенелле саланчӗҫ, ҫумӑр кӗте пуҫларӗҫ.

354

Пӑтӑ пиҫсен вара чи ватти пӗчӗк тӑм тирӗк ҫине пӑтӑ хурса халӑх еннелле ҫаврӑнса:

«Ял-йышсем! Пехиллер Аслӑ Туррӑмӑра ҫак чӳк пӑттипе, тилмӗрсе ыйтар унтан пире ырӑлӑх пама!» — тесе пӑтӑ тирӗкне ҫӳле ҫӗклесе кӑтартса айккинелле лартатчӗ.

Вара пурте чӗркуҫҫи ҫине ларса хӗвел тухӑҫ еннелле пӑхса кӗлӗ сӑмахӗсене мӑкӑртататчӗҫ. Ваттисенчен пӗри вара вӗсенчен кӗлтума пуҫлатчӗ:

Ҫӳлти Туррӑмӑр, Аслӑ Пӳлӗхҫӗм! Эпир, Сана чӗререн пӑхӑнса тӑракан ачусем, паян Сана тав туса парнелеме пухӑнтӑмӑр.

Пӳлӗхҫӗм, йышӑнсам пирӗн чун-чӗререн хисеплесе хатӗрленӗ ҫӑкӑр-тӑвара. Эпир, санӑн ачусем, санран чӗререн тилмӗрсе ыйтатпӑр: пирӗн ҫителӗклӗ пурнӑҫшӑн уҫсам хӑвӑн ырӑ кӑмӑлна. Эпир хамӑр ҫӗре ырӑ тырӑ пӗрчисем хунӑ. Эсӗ, Турӑҫӑм, ҫумӑр памасан вӗсем типсе каяҫҫӗ. Шеллесем пире, Пӳлӗхҫӗм! Выҫӑ вилӗмпе вилесрен хӑтар пире! Санӑн умӑнта айӑпа кӗнӗ пулсан каҫарсам, Туррӑмӑр! Хӑвӑн ырӑ кӑмӑлна уҫса ярсам пирӗн анасем, улӑхсем ҫине ӑшӑ ҫумӑр. Ислентӗр пирӗн тарпа кӑпшӑклатнӑ ҫӗр, тырӑ пӗрчисем шӗвенсе шӑтса тухчӑр, анасем ҫинче тырӑ хӑмӑш пек кашласа пирӗн чӗрене савӑнтартӑр. Пулӑшсам пире, Пӳлӗхҫӗм! Кашни килте пӳлме тулли тырӑ пултӑр, кашни кил картинче тулли выльӑх пултӑр, пулӑшсам пире, Аслӑ Турӑ! Эпир, Аслӑ Туррӑмӑр, Санӑн ачусем, пурте Санӑн умӑнта хамӑр пуҫсене тайса, куҫҫулӗпе тилмӗрсе ыйтатпӑр: хапӑл ту пирӗн парнене, тимлесем пирӗн ыйтӑва, пулӑш пире телейлӗ пулма!

Ҫак сӑмахсене пӗтерсен вара пурте темиҫе хут пуҫӗсене хӗвел тухӑҫ еннелле таятчӗҫ.

355

Эй, Ҫӳлти Турӑ, Пӳлӗх Турӑ, Ҫӗр ашшӗ, Ҫӗр амӑшӗ, Хӗрлӗ ҫыр Турӑ, Ҫуратан Турӑ, пире выҫӑ ан вӗлерӗр, уйри тырра-пулла ҫумӑр памасӑр ан пӗтерӗр.

Аслӑ Пихампар, сурӑх ашшӗ, картари Турӑ, хирти Турӑ, шыври Турӑ, пире ан манӑрсам, пирӗн хута кӗрӗрсем. Эпир Сире яланах асра тытатпӑр, Сире хисеплесе, сума суса, ырӑ сунса ӑшӑ пӑтӑ пӗҫерсе ӑша илетпӗр. Эй, Аслӑ Киремет, хамӑр айванлӑха пула Сана та ҫиллентертӗмӗр пулӗ, ҫырлах, каҫар.

Эй, вырӑс Турри, Сана та кӗлтӑватпӑр, ҫак пуҫтарнӑ япаласенчен Сан валли ҫурта укҫи уйӑрса хуратпӑр.

Вылӑри ырӑсем, Сурӑм Аслӑ Киремечӗ, ҫырлахӑр, ҫиллентӗр пулсан та каҫарӑр, ҫак чӳке сирӗн ятпа чӳклетпӗр. Ӑҫтан та пулсан эпир ӳкӗннине илтсе пире хӗрхенсемӗр, уйри тырра-пулла ҫумӑрсӑр ан хӑварсамӑр.

356

Кӑҫалхи ҫул нумай вӑхӑт хушши ҫумӑр ҫумарӗ. Ун пек чухне пирӗн чук тӑваҫҫӗ. Кӑҫал та ҫапла турӗҫ. Ял пуссинчен хӗрарӑмсем тӑватӑ витре шыв ӑсрӗҫ те масар ҫине кайрӗҫ. Витресем ҫине чиркӳрен илсе килнӗ шыва ячӗҫ. Ун хыҫҫӑн кашни вил тӑпри ҫине шыв сапрӗҫ юрӑ юрласа.

— Эпир, ҫылӑхлӑ мӗскӗн ҫынсем, паян Турӑ Амӑшӗ патне пуҫтарӑнтӑмӑр, Ҫылӑхран ӳксе, ӳкӗнсе пуҫҫапса тархаслар. Эй, пире пӑхса усракан Турӑ Амӑшӗ, пулӑшсам пире, тӑрӑшса пирӗн хута кӗр. Эпир Сан ҫине анчах шанса тӑратпӑр.

Чӳк тунӑ хыҫҫӑн вара тепӗр куннех ҫумӑр ҫурӗ. Ҫумӑр ҫуман чухне ялти карчӑксем ращара пытарнӑ сакӑр хӗрлӗ армеец вил тӑпри ҫине те кайса кӗлтӑваҫҫӗ. Хӗрлӗ армеецсене кунта «чаппан» вӑрҫи вӑхӑтӗнче вӗлернӗ, ращана пытарнӑ. Ячӗсем вӗсен паллӑ мар.

357

Эй, Ҫӳлти Турӑ, вӑрлӑх пӑттипе асӑнатпӑр. Пӗр пӗрчӗ акса пин пӗрчӗ илме пар. Хӑмӑлӗ хӑмӑш пек, тырри пӑрҫа пек пултӑр. Каҫхи сулхӑнран та, ирхи тӑмран та сыхла, пӑртан-юртан сыхла. Ҫил-тӑвӑлтан упра, усал ҫумӑртан упра. Ҫӗрти шӑрчӑкран, хурт-кӑпшанкӑран та сыхла. Усала сирсе яр. Кӗлте перекетне пар, ҫӗмел тусан ҫӗмел перекетне пар. Анкартине кӗртсен капан перекетне пар. Капан пӑсса авӑн хурӑпӑр, авӑн перекетне пар. Авӑн ӑшне вут хурӑпӑр, вут-хӗм сикесрен хӑтар. Виҫӗ тӗслӗ тырра виҫӗ пурана хумашкӑн парӑсӑнччӗ: пӗри — ҫимешкӗн, тепри — акмашкӑн, виҫҫӗмӗшӗ — сутмашкӑн. Сутас япалана хакла сутма, илес тавара йӳне илме парӑсӑнччӗ. Патша саккунӗпе памалли пур, ҫавна парса татмалӑх тырӑ-пулӑ пар. Сана, Мӑн Турӑ, виҫӗ тӗслӗ выльӑх-чӗрлӗхпе пуҫҫапатпӑр. Виҫӗ тӗслӗ выльӑха виҫӗ карта тытма пар. Кӗсре ҫумне тиха хуш, ӗне ҫумне пӑру хуш, урай тулли путек пар. Карманта укҫа тытма пар, хӑймалатса мул пар, ҫӳпҫелетсе пыл-ҫу пар, кивви ҫине ҫӗнни ҫитсе пытӑрччӗ.

Эй, Турӑ, хура халӑх тайӑлать Сана Айван ашак пуҫӑмӑрпа йӑлӑнатпӑр, ҫырлах. Эпир, айвансем, нимӗн те пӗлместпӗр, пӗр Сан ҫине анчах шанатпӑр. Пирӗн кӗллӗмӗре илт. Эпир кӗнекеллӗ ҫынсем мар, пӗлни пулӗ, пӗлменни пулӗ, ҫырлах. Сана пуҫ пурӑнсан ҫулталӑкран тата чӳклӗп. Пирӗн ӗмӗтленнӗ ӗмӗте ҫитер.

358

Чӳкре халӑхран пухнӑ ҫӑмартасенчен апат пӗҫернӗ. Хуппине ҫӗмӗрмен, ҫамрӑк шӗшкӗ е хурӑн турачӗсем ҫине тирӗнтерсе лартнӑ. Турачӗсем авӑнсах аннӑ.

Тыр-пул ҫуратакан Турӑ Амӑшӗ, Хӗвел Турӑ, Ҫумӑр Турӑ, Пӳлехҫӗ, пирӗн тыр-пул ҫакӑн пек ӑнса пултӑр, тулли пучах усӑнса тӑтӑр, тырӑ-пулӑ хушшинче усра пире. Ҫырлах, ҫырлах, ҫумӑр чӳкӗ, ҫумӑр пар пире.

359

Ырӑ киреметсем, перекет парӑр, этеме ҫӑмӑллӑх парӑр, тыр-пул вӑйлӑ илме парӑр, пире ырӑ-сывӑ пурӑнмалӑхне парӑр, ҫумӑр ҫутарса тӑрӑр! Шыври чӗр чунсем, эсир пире ҫумӑр парӑр, шыв пек тасалса пурӑнма пулӑшӑр!

360

Эй, Туррӑмӑр, ма пире ҫиллентӗн, ҫумӑр памарӑн, ҫырмасем, ҫӑлсем типрӗҫ. Сана, Турӑ, сӑра туса асӑнатпӑр, сана — пылакӗ, пире — йӳҫҫи. Тата мӑн хуранпа пӑтӑ пӗҫерсе асӑнатпӑр, пырса хапӑл ту. Акӑ сана, Турӑ, вӗҫен кайӑк та тархаслать, шыва кӗрес тет. Ҫырлахах пире, Турӑ, ҫумӑр пар, акӑ ҫавӑн пек шывпа выляма пар пире.

Турӑ, ҫумӑр пар пире, вӑйлӑ ҫил кӑлар, хумлантарса ҫумалла пар, тырӑ аван пултӑр. Чипер кайӑк чӗкеҫ, ҫӳлти патшалӑха вӗҫсе хӑпар та ҫӳлти патша Турра ҫапла кала: «Эй, ҫӳлти патша Турӑ! Пирӗн ҫӗр-шыв типсе кайрӗ, пур ҫӗр ҫинче ҫитӗнекен япала та типсе ӗнсе кайрӗ. Ырӑ ҫумӑрна яр, пире выҫӑ ан вӗлер». Хура халӑх асӑнать, витӗнет. Чӳк, ҫырлах! Ӑшӑ, ырӑ ҫумӑрна пар, ҫанталӑк уяра каясран сыхласа тӑр.

Чӳк, ҫырлах! Акнӑ тырӑ-пулӑ ҫине ӑшӑ, ырӑ ҫумӑрна ҫутар.

Чӳк, ҫырлах! Ырӑ чӳк кӗлӗ, ҫутар.

Чӳк, ҫырлах! Ырӑ чӳк кӗлӗ, хапӑл ил, тытни-тунипе ҫырлах!

Статьясем

Шырав

Пайсем

Ҫавӑн пекех пӑхӑр