Уяв (вӑйӑ) вӑхӑтӗнче ҫумӑршӑн чӳк туни
340
Уяв вӑхӑтӗнче ҫумӑршӑн чӳк тӑваҫҫӗ, вӑл чӳке ачасем тӑваҫҫӗ. Арҫын ачасем, хӗр ачасем пӗр ҫӗре пухӑнса килӗрен ҫу, сӗт, кӗрпе, пӗр пашалу пуҫтарса аната шыв хӗррине пӗр хуран илсе анаҫҫӗ. Ҫав хуранта пӑтӑ ҫара ҫу, сӗт ҫинче пӗҫереҫҫӗ, ҫӑмарта та нумай яраҫҫӗ. Пӑтӑ пиҫсен чӳклеме пӗр старике е карчӑка ҫавӑтса анаҫҫӗ. Кӗлле халь ахаль тӑма юрамасть, сӑхман тӑхӑнса, ҫӗлӗк хул хушшине хӗстерсе. Вара кӗлӑ пуҫлать:
Хура халӑх асӑнать, витӗнет, чӳк, ҫырлах! Ӑшӑ ырӑ ҫумӑрна пар, ҫанталӑк уяра каясран сыхласа тӑр, чӳк, ҫырлах! Акнӑ тырӑ-пулӑ ҫине ӑшӑ ҫумӑрна ҫутар, чӳк, ҫырлах! Ырӑ чӳк, кӗлӗ хапӑл ил, тытнӑ-тунине ҫырлах! Турӑ, ҫумӑр пар пире, вӑйлӑ ҫил кӑлар, хумлантарса ҫумалла пар, тырӑ аван пултӑр.
Ачасем ҫисе тӑрансан шывпа выля пуҫлаҫҫӗ. Урама улӑхса пурте, ватти-вӗттипех, шывпа выляҫҫӗ. Ҫумӑр чӳкӗ ҫапла пӗтет.
- Кӗлӗ тата пил сӑмахӗсем
- Ӑрӑмлӑ сӑмахлӑх: пилпе халал, тупа, кӗлӗ-сӑрман тата вӗсене каламалли йӗркесем
Шырав
Пайсем
- Харкам сӑвап, сунӑм, тупа
- Тӗнче хӑвачӗсене чыслани
- Ҫурхи тата ҫуллахи уявсемпе чӳк кӗллисем
- Хӗле кӗнӗ йӗркепе калакан кӗлӗсем
- Кил-йышри кулленхи йӑласемпе кӗлӗсем
- Пытару йӗркипе сӑмахлӑхӗ
- Асӑну йӗркипе сӑмахлӑхӗ
- Хресчен ӗҫӗн кӗллисем
- Мӑчавӑрсем халӑха каланинчен