Пилсемпе кӗлӗсем

Учук кӗлли

 

334

Эй, мӗн таран ҫут ҫанталӑка туса, тытса тӑракан ырӑ Турӑ! Эпир Сана пӗтӗм ял халӑхӗпе, ваттисенчен пуҫласа чи ҫамрӑккисене ҫитиччен, пурсӑмӑр та Санӑн мухтавлӑ ятна асӑнса тархаслама, авалтан тухнӑ йӑлапа кӗлтуса йӑлӑнса ыйтатпӑр. Эсӗ пирӗн акнӑ тыррӑмӑрсене ӳетерме сиплӗ те сиплӗ ҫумӑрсем парса ӳстерсе ӳлӗмрен тата ҫапла Хӑвна, Хӑвӑн туррусене ӗмӗр-ӗмӗрне мухтаса кӗлтума хуш. Хамӑра, выҫлӑх-тутлӑхсене упра! Эпир сана пӗтӗм халӑхпа, пӗтӗм кӑмӑлӑмӑрпа тархасласа, чӗрӗ выльӑхсене пусса, вӗсен ашӗсемпе Сана чӳклесе кӗлтӑватпӑр. Ҫырлах! Аминь! Пирӑн авалтан тухнӑ кӗлле ил!

Турӑ Ашшӗпе Турӑ Амӑшне, Пӳлӗхҫе, Кепене, Пихампара, Пирӗштие, асла тухнӑ Аслӑ ырӑсене, Вӑталӑх ырӑсене, Кӗҫӗн ырӑсене, Вылра выртаканнисене, Хӗрлӗ ҫыра — пурне те ҫапла асӑнса тата тепӗр хут ӳксе пуҫҫапатпӑр.

Кӗлтуса пӗтерсен харкам хӑй тиркине илсе урапи патне васкаса каять. Кӳлсе хунӑ лашисем ҫине ларса килне чуптара пуҫлаҫҫӗ. Учука пухӑннӑ ҫынсем пурте ҫапла килне таврӑнса учук ҫимӗҫӗсене ҫисе пӑхаҫҫӗ.

Статьясем

Шырав

Пайсем

Ҫавӑн пекех пӑхӑр