Пилсемпе кӗлӗсем

Ача-пӑча калакан сӑмахсем

 

324

Чӳк, ҫырлах, ан пӑрах, эпир паянхи кун атте-асаттесен йӑлипе хамӑра кирлине ыйтса ҫӳретпӗр. Кам пире майлӑ пулсан пирӗнпе пӗрле чӳке пырса куртӑр, курма пыма май пултӑр тесе пӑртак ҫу, тӑвар, ҫӑнӑх-кӗрпе парса ятӑр тетпӗр. Кам та кам памасан ӑна чӳк пуҫлӑхӗ тыткалатӑр.

325

Чӳк тума пуҫличчен ваттисем ачасене ҫапла каланӑ:

— Акӑ, ачасем, эсир халӗ пирӗнтен юласскерсем, чӳк таврашӗнче лайӑх, йӑвашшӑн ҫӳрӗр, чӳк вучӗ вырӑнне ан пусӑр, унта пусакан тепӗр ҫулччен хӑй пуснӑ вӑхӑт ҫитсен типсе-хӑрса вилет, йаваш, тӳлек ҫӳремесен чӳк ҫырлахмасть.

Чӳк, ҫырлах, ан пӑрах, сана вӑкӑрпа чӳклетпӗр, хӑвна юрӑхлӑ выльӑхна хапӑл ил! Чӳк, ҫырлах, ан пӑрах.

Мӑн Турӑ Амӑшӗ, ан пӑрахах, сана кӗлтӑватпӑр, витӗнетпӗр, сана вӑкӑрпа тав туса витӗнетпӗр. Чӳк, ҫырлах, ан пӑрахах, Мӑн Турӑ Амӑшӗ, ан пӑрахах, усал-тӗселе ан парах, чир-чӗре аяккалла сирсе ярах, выльӑх- чӗрлӗхе тӗрӗс-тӗкел тӑрат, ача-пӑчана тӗрӗс-тӗкел пӑхса тӑр. Чӳк, ҫырлах, ан пӑрах, Мӑн Турӑ Амӑшӗ, ан пӑрахах.

Чӳк, ҫырлах, ан пӑрах, ҫил ҫуначӗ, ан пӑрахах, тырра-пулла ҫил-тӑвӑлпа ҫаптарса-ҫӗмӗрсе кайма ан парах. Чӳк, ҫырлах, ан пӑрахах, Сана эпир хурпала, такапала чӳклетпӗр. Чӳк, ҫырлах, ан пӑрах, Сана пуҫҫапатпӑр-витӗнетпӗр, Сана, ҫумӑр паракан Ҫил амӑшне, хурпала чӳклетпӗр. Чӳк, ҫырлах, ан пӑрах. Эсӗ пире хӗн ан пар, ҫилпеле пӗрле тӗрлӗ усал чир таврашне илсе килсе вӗлерсе ан пӗтер, Сана эпир хурпа чӳклетпӗр, акӑ Сана хур ҫунатне паратпӑр, ку хур ҫуначӗпеле Ху чир-чӗре аяккалла илсе кай, ҫак хур ҫуначӗпеле мӗнле вӗҫсе ҫӳрет, ҫавӑн пекех пире тивес ҫил-тӑвӑл та пирӗн урлӑ вӗҫсе иртсе кайтӑр.

Чӳк, ҫырлах, ан пӑрах, Сана хурпа, хур ҫуначӗ парса Сана пуҫҫапатпӑр. Чӳк, ҫырлах, ан пӑрах. Эс пире кунтан малашне тепӗр ҫак вӑхӑтчен тӗрлӗ чир-чӗрпе, тӗрлӗ ҫил-тӑвӑлпа асаплантарса-выҫӑхтарса ан аптӑрат.

Чӳк, ҫырлах, ан пӑрах. Ҫил амӑшӗ, ан пӑрахах. Чӳк, ҫырлах, ан пӑрахах. Чӳк, ҫырлах, ан пӑрах, Пихампар, йыттусене чарах, выльӑх-чӗрлӗхе ватма ан парах, Сана пӗр кӑвакалпа чӳклетпӗр, Чӳк, ҫырлах, ан пӑрах, Сана эпир кӑвакал паратпӑр, йыттусем, ҫак кӑвакал мӗнле чӑмса ҫӳрет, ҫавӑн пекех пирӗн выльӑхсене тивмесӗр иртсе кайччӑр.

Чӳк, ҫырлах, ан пӑрах, Сана эпир кӑвакал паратпӑр, Эсӗ те пирӗн пата пырас йыттуна пирӗн ҫул ҫинчен, кӑвакал шывра чӑмса ҫӳренӗ пек, пирӗн ҫул ҫинчен чӑмтарса яр.

Чӳк, ҫырлах, ан пӑрахах. Ҫил Амӑшӗ, ан пӑрахах.

326

Вутӑш, ҫырлах! Вутӑш, ҫырлах!

Карттусне е шлепкине хул айне хӗстерет, ачасене пурне те шывалла пӑхса пуҫҫаптарать... Ҫисе пӗтерсен кайран ҫав ватӑ ҫынни калать:

Ҫырлах, вутӑш! Вутӑш, ҫырлах!

Унтан ачисем те ҫавӑн пекех: «Вутӑш, ҫырлах! Вутӑш, ҫырлах!» — тесе кӑшкӑраҫҫӗ.

327

Пирӗн чӳке ҫырлах, Турӑ! Турӑ, ҫумӑр пар! Эпир ыйтатпӑр Санран пур ачасемпеле.

328

Эй, Турӑ! Мӗншӗн Ху халӑхна Ху ку тӗрлӗ асаплантаратӑн-ши? Мӗншӗн

ҫумӑрсӑр пӗтӗмпех типӗтсе яратӑн?

Эй, Турӑ! Пӗр-пӗринпе чӗкеҫ пек чӗвӗлтетсе пурӑнма, пӗр пӗрчӗ акса пин пӗрчӗ илме пар!

Хӑмӑлӗ хӑмӑш пек, тӑрри турпас пек пултӑр... Ҫумӑр яр пирӗн хирсем ҫине!

Статьясем

Шырав

Пайсем

Ҫавӑн пекех пӑхӑр