Пилсемпе кӗлӗсем

Ӑсату сӑмахӗсем

 

307

Эпир сире асӑнатпӑр, тутлӑ ӗҫме-ҫиме паратпӑр, мӗн пуррине пӗрле пайлатпӑр. Аслӑ турӑсене, ырӑсене кӗлтӑватпӑр, тархаслатпӑр, витӗнетпӗр. Кӗске ӗмӗрӗмӗрсене сирӗн пекех чыслӑ ирттерме тупа тӑватпӑр. Несӗл ятне ҫӗртекене кун ан парӑр, тӑван ятне ҫӗклекене сӑвап ярӑр. Ӗнтӗ эсир те тӑнӑҫ тӑрӑр, ан хирӗҫӗр, ан ятлаҫӑр. Тавлашу тухсан ӑспа сӳтсе явӑр. Сирӗн ӑшӑ кӑмӑлӑрсем тӑванлӑха упраччӑр.

Масар ҫинчен киле таврӑннӑ чухне вилнӗ ҫынсене ячӗсенчен калаҫҫӗ:

... [вилнӗ ҫынсен ячӗсем], халӗ сире асӑнма килтӗмӗр, тепӗр ҫулччен ан тухӑр, пире, пирӗн ача-пӑчамӑрсене хӗн-асап парса ан ҫӳрӗр, выльӑха-чӗрлӗхе хӗн-асап ан парӑр.

Статьясем

Шырав

Пайсем

Ҫавӑн пекех пӑхӑр