Кайӑк вӗҫтернӗ чухне каланӑ сӑмах
322
Чипер кайӑк чӗкеҫ! Ҫивӗч ҫӳрен кайӑк ҫерҫи! Ҫӳлти турӑсен патшине, Аслати турра тата Камал кӳркӗҫе каласамӑрччӗ: ун ҫӗрӗ-шывӗ типсе кайнӑ! Ҫӗр ҫинче ҫитӗнекен япаласем пурте типсе ҫитнӗ, сӑрт-тӑвайкки ӗнсе ларнӑ, тусан йӑсӑрланать, ҫӗр ҫурӑлать тесе калӑр. Ырӑ ҫумӑр парӑр, пӑрпа тӑвӑлран упрӑр тесе калӑр. Хӑйсен халӑхне манса кайнӑ-им? Пирӗн чӳкпе ҫырлахмасан ҫитессинче чӳклемӗпӗр. Хӗрсен кантӑрӗсем кӑкӑр таран ӳсмесен, каччӑсен урхамахӗсем хырӑм таран курӑк ҫинче ҫӳремесен, хирти тыр-пул кашласа хӑпармасан кам чыслӗ вӗсене, ҫӳлти ырӑсене, тесе ыйтӑр.
Вӗҫтерсе ярӑр, ачасем, ирӗклӗ кайӑксене ҫумӑр пӗлӗчӗсем патне!
- Кӗлӗ тата пил сӑмахӗсем
- Ӑрӑмлӑ сӑмахлӑх: пилпе халал, тупа, кӗлӗ-сӑрман тата вӗсене каламалли йӗркесем
Шырав
Пайсем
- Харкам сӑвап, сунӑм, тупа
- Тӗнче хӑвачӗсене чыслани
- Ҫурхи тата ҫуллахи уявсемпе чӳк кӗллисем
- Хӗле кӗнӗ йӗркепе калакан кӗлӗсем
- Кил-йышри кулленхи йӑласемпе кӗлӗсем
- Пытару йӗркипе сӑмахлӑхӗ
- Асӑну йӗркипе сӑмахлӑхӗ
- Хресчен ӗҫӗн кӗллисем
- Мӑчавӑрсем халӑха каланинчен