Ҫуллахи чӳклеме
Ҫуллахи чӳклеме (Мӑн чук) виҫӗ, тӑхӑр, вун икӗ ҫултан пӗрре ҫаврӑнса ҫитет. Ӑна элменпе виҫӗ эптер (хутлӑха кӗрекен ытти Аслӑ Киремет ертӳҫисем) тата ҫав тӑрӑхри кашни ялтан килнӗ мӑчавӑрсем виҫӗ картпа икӗ карчӑк йӗркеленӗ. Чӳклеме кунне вӗсем палӑртнӑ. Ӑна час-часах акатуй умӗн ирттернӗ.
Кӗрхи Чӳклемери пекех, малтан Аслӑ Киремете кучченеҫ панӑ, унтан ҫулти турӑсене, ырӑсене, вырӑнти ыр-хаяра, халӑх паттӑрӗсене ятран асӑнса сӑрман (вӑрӑм кӗлӗ) каланӑ.
Виҫӗ тӗрлӗ выльӑха пуснӑ чухне карта кӗлли, шыв ӑснӑ чухне ҫӑл кӗлли, вучах чӗртнӗ чухне вут кӗлли, ҫӑмарта кустарнӑ чухне хӗрлӗ ҫыр кӗлли каланӑ. Пичке пуҫласан «Алран кайми аки-сухи» юрӑ янӑранӑ.
Ҫуллахи чӳклеме акатуй, пухӑ, уяв ыран тенӗ чухне каҫ кулӗм е ҫав кунах ир кӳлӗм пулса иртет. Яш-кӗрӗм вӑл вӑхӑтра вӑййа хатӗрленет.
Киремет картине (кӗлӗ каланӑ, апат-ҫимӗҫ пӗҫернӗ ҫӗре) ача-пӑчана тата курма пынӑ ҫынсене кӗртмен, анчах чӳклемери пӗрлӗх апатне пурне те ҫитернӗ, пилсемпе сӑрмансене, юрӑсемпе кӗлӗсене итлеме, юрлама хутшӑнтарнӑ.
Ҫумпайсем
Аслӑ Киремете чӗнсе калани (312)
Чӳк вӑкӑрӗ умӗнчи сӑмах (313)
Мӑн чӳк кӗлли (314)
Утӑ ҫулма каяс умӗн калакан кӗлӗ (315)
Аслӑ (мӑн) чӳк кӗллисем (316-320)
Киремете тав туни (321)
- Кӗлӗ тата пил сӑмахӗсем
- Ӑрӑмлӑ сӑмахлӑх: пилпе халал, тупа, кӗлӗ-сӑрман тата вӗсене каламалли йӗркесем
Шырав
Пайсем
- Харкам сӑвап, сунӑм, тупа
- Тӗнче хӑвачӗсене чыслани
- Ҫурхи тата ҫуллахи уявсемпе чӳк кӗллисем
- Хӗле кӗнӗ йӗркепе калакан кӗлӗсем
- Кил-йышри кулленхи йӑласемпе кӗлӗсем
- Пытару йӗркипе сӑмахлӑхӗ
- Асӑну йӗркипе сӑмахлӑхӗ
- Хресчен ӗҫӗн кӗллисем
- Мӑчавӑрсем халӑха каланинчен