Пилсемпе кӗлӗсем

Ҫумӑр чӳкӗ

Вӗри те шӑрӑх ҫулсенче ҫимӗкпе уй чӳкӗ хушшинне ҫумӑр (шыв) чӳкӗ ирттернӗ. Ку чӳке ҫерҫи е чӗкеҫ чӳкӗ те тенӗ. Ячӗ ҫав чӳк вӑхӑтӗнче чӗкеҫ е ҫерҫи вӗҫтернӗ пирки пулса кайнӑ.

Ҫумӑр чӳкне ял ҫумӗнчи ҫӑлкуҫ, юхан шыв, пӗве, кӳлӗ патӗчне тунӑ. Чӳклемелли ҫимӗҫсем хушшинче пӑтӑ, сӗт яшки, ҫӑмарта хӑпартни, йӑвачасем пулнӑ. Д. Ф. Филимонов, В. К. Магницкий, Н. И. Ашмарин, А. Можаровский, Н. Р. Романов, С. Н. Юренев, И. А. Петров, В. И. Михайлов, Г.А. Николаев тата ытти нумай сӑмахҫӑ пухнӑ тӗслӗхсем ӗлӗк ҫумӑр чӳкне хура лаша-вӑкӑр, така-путек панине кӑтартаҫҫӗ. XX ӗмӗрте шултра выльӑх парасси учуксемпе аслӑ чӳклемесенче кӑна сыхланса юлнӑ. Ҫумӑр чӳкне йӑвапа, чепчекпе, юсманпа, пӑтӑпа ирттернӗ.

Ҫумӑр кӗллине каланӑ хыҫҫӑн мӑчавӑр чӗкеҫ пуҫне сар ҫупа, ҫерҫи пуҫне таса шывпа сӗрнӗ, ачасем кайӑксене хӗвел тухӑҫнелле вӗҫтерсе янӑ. Кайӑксем хӗвел патнелле вӗҫсе кайни ҫӳлти хӑватсем шыв парнине йышӑннине, ҫумӑр пухӑнасса пӗлтернӗ.

Пухӑннисем калпакӗсене хул айне тытса тӑватӑ еннелле мӑчавӑр хыҫҫӑн пуҫ тайнӑ. Унтан икӗ ретпе шыв хӗррине вырнаҫса ларнӑ, апатланма пуҫланӑ. Апатне пурин те ҫимелле пулнӑ, ӑна ыйтнӑ чухлех антарса панӑ. Паллах, таса та тирпейлӗ пӗҫернӗ апат-ҫимӗҫ чухӑн ача-пӑчашӑн темрен те сиплӗ пулнӑ. Ҫавӑнпа вӗсем чӳк пуҫӗ мӗн хушнине йӑлтах пурнӑҫланӑ: ҫӑлкуҫсене тасатса тирпейленӗ, ҫырмасем урлӑ каҫӑсем хунӑ, шыв валашкисемпе куритисене юсама пулӑшнӑ, пушар пичкисене шыв тултарнӑ, сарӑмсӑр вилнӗ ҫынсен вил тӑприсем ҫине шыв сапнӑ.

Ҫумӑр чӳкӗн апатне ҫинӗ хыҫҫӑн ҫаппа-ҫарамас та, пӗр хывӑнмасӑр та шыва кӗнӗ. Шывпа выляса яла ҫитиех пӗр-пӗрне хӑваланӑ, ватти-вӗттине те йӗпетнӗ, киле питӗрӗнсе ларнисене чӳречерен, мӑрьерен шыв янӑ. Ҫӗнӗ ҫынсене ятарласа йӗпетнӗ. Ҫакӑншӑн пӗри те ятламан, ҫилленмен.

Чӑвашсен ҫумӑрпа шыв ыйтмалли ытти йӗркесем — шыв нимӗрӗ е шыв туйӗ, ҫӗр нимӗрӗ е ҫӗр туйӗ пулнӑ.

Типӗ ҫанталӑк вӑрах тӑнӑ чухне шыв туйне ирттернӗ. Ҫӗр вӑрланӑ пекех, шӳтлӗн выляса «шыв вӑрланӑ» е «шыва качча илнӗ». Пӗр-пӗр ватӑ каччӑна е ӳркенмен урҫана кӗру канни тунӑ. Ун валли вара туй тусах хӗр вырӑнне «шыв вӑрласа» килнӗ. Юхан шывран, пусӑран, кӳлӗрен ҫапла майпа «ӗрчевлӗхе» илсе килнӗ шыва кӳлле янӑ, кулӗри шыва ялти катка-пичкепе турттарнӑ. XIX ӗмӗрте шыв чӳкне чиркӳ ҫыннисем те хутшӑннӑ.

Статьясем

Шырав

Пайсем

Ҫавӑн пекех пӑхӑр