Ҫерҫи учукӗ
335
Эй, пӗсмелле, Пӳлӗхҫӗм, Турӑҫӑм! Эпир кӑҫал ҫур тыррисене чипер акса пӗтертӗмӗр, ҫав йӗркепе Сана тав туса, пуҫҫапса Санран йӑлӑнса ыйтатпӑр, Эсӗ ҫав акнӑ тыррӑмӑрсене чипер ӳстерсе, аван ҫумӑрсем парса аван ӗлкӗрт, пӗр пӗрчӗрен пин пӗрчӗ ту. Тырри чакан пек пысӑк пултӑр, ҫулҫи хӑмӑш пек, тӗшши ҫӑмарта пек тутӑ пултӑр, ҫуллен-ҫул ҫапла хӑвна чӳк тума хуш! Акнӑ тыррӑмӑрсене тутӑ ту та чипер алла илме пӳрме хуш. Ҫырлах, аминь!
Ку чӳк пӑттине ҫерҫи учук пӑтти теҫҫӗ, мӗншӗн тесен чӳк пӑттине пӗҫернӗ чухне пӗр ҫерҫи тытса пырса ӑна шыва чӑмтарса кӑларса вӗҫтерсе яраҫҫӗ. Хӗвел тухӑҫнелле (чӳк тунӑ енне) вӗҫсе кайсан тырӑ аван пулать имӗш, урӑх ҫӗрелле вӗҫсе кайсан питех ырах пулмасть. Унтан тата хӗвел тухӑҫ еннелле вӗҫсе кайсан: «Кӗлтунӑ кӗллӗмер Турра ҫитрӗ», — теҫҫӗ. Ҫерҫи учукне кирек хӑҫан та Турӑран ҫумӑр ыйтса тӑваҫҫӗ.
336
Ҫырлах, ҫӗнӗ тырӑ пӑттипе ҫерҫи чӳкӗ чӳклетпӗр. Ҫырлахсан — ҫырлах, ҫырлахмасан — килес ҫул чӳклемӗпӗр. Ҫерҫи чӳкне килне хӗрсен йӗтӗнӗсем кӑкӑр таран ӳсчӗр, пусисем мӑй таран пулччӑр, кантӑрӗсем пуҫ тӳпинчен пулччӑр, хӑйсем качча кайса пӗтчӗр, качча кайсан сак тулли ачисем пулччӑр. Ачисем ҫерҫи чӳкне килччӗр ҫерҫипеле.
- Кӗлӗ тата пил сӑмахӗсем
- Ӑрӑмлӑ сӑмахлӑх: пилпе халал, тупа, кӗлӗ-сӑрман тата вӗсене каламалли йӗркесем
Шырав
Пайсем
- Харкам сӑвап, сунӑм, тупа
- Тӗнче хӑвачӗсене чыслани
- Ҫурхи тата ҫуллахи уявсемпе чӳк кӗллисем
- Хӗле кӗнӗ йӗркепе калакан кӗлӗсем
- Кил-йышри кулленхи йӑласемпе кӗлӗсем
- Пытару йӗркипе сӑмахлӑхӗ
- Асӑну йӗркипе сӑмахлӑхӗ
- Хресчен ӗҫӗн кӗллисем
- Мӑчавӑрсем халӑха каланинчен