Пилсемпе кӗлӗсем

Хун чӳкӗ

Пурлӑхлӑ, кил-йышлӑ, йӗркеллӗ пурӑнса ирттернӗ кирек хӑш кил хуҫи хӑй ӗмӗрӗнче пӗрре «хун чӳкӗ» ирттернӗ. Ӑна тума хуҫалӑха нумай усӑ кунӗ чи ватӑ выльӑха — туртайми пулнӑ лашана е шӑлӗсем катӑлса пӗтнӗ ӗнене, вӑкӑра каҫхине йӗтем ҫине илсе тухса пуснӑ. Унӑн пуҫне, урисене (чӗлпӗрпе, йӗвенпе, вӗренпе тирпейлӗ чӗркесе) пуснӑ вырӑнтах алтса пытарнӑ. Тирне ҫемҫетсе вӑй киллине сарса е ҫакса хунӑ.

Чук ӗҫкине хун таврашне, тачӑ тӑван-хурӑнташа чӗннӗ, унта ют ҫынсем пыман. Тыр-пул, сӗт-турӑх, аш-пӑш, пахча ҫимӗҫ апачӗсене пур тӗрли те тулӑх хатӗрленӗ. Уяв эрнене тӑсӑлма пултарнӑ.

Каҫхине чӳкленине кура ку йӑлана В.И.Михайлов «Обряды и обычаи чуваш» тӗпчевӗнче (1891) «каҫхи чӳк» тенӗ.

Ҫумпайсем

Каҫхи чӳк (397)

 

396

Тӑвана, хурӑнташа пухса авалхисен йӗркине тума вӑхӑт тухрӗ. Хамӑра ура ҫине тӑма пулӑшнӑ лашамӑр та ватӑлса ҫитрӗ, канлӗх ыйтать. Вӑл пирӗншӗн хамӑртан та хаклӑ пулчӗ. Ӑна эпир хура ҫӗре пӑрахма пултараймастпӑр, Турра чӳклесе паратпӑр.

Лаша вырӑнне Турӑ пире лаша пачӗ, хӗр вырӑнне Турӑ пире кин пачӗ. Ӑру вырӑнне ӑру патӑр. Эпир тӑрӑшнине тӑхӑмсем те тӑрӑшса туса пыччӑр.

Пурне те кил-йышшӑн, лайӑхшӑн, малашлӑхшӑн тӑватпӑр.

Статьясем

Шырав

Пайсем

Ҫавӑн пекех пӑхӑр