Пилсемпе кӗлӗсем

Ҫумӑр чӳк (Ҫерҫи чӳкӗ)

 

329

(...) Етрух. Ҫӑмӑр пулман чухне ҫерҫи чӳкӗ тунӑ. Ҫӑмӑр пулман ҫул чӑвашсем ҫерҫи чӳкӗ тӑваҫҫӗ. Ялта пӗр виҫ ватӑ ҫын пулсан усем мӗнпур ҫамрӑк ачасене пурне те пӗр ҫӗре пухӑнма хушаҫҫӗ, вӑл ачасенчен пӗр ачине хушаҫ килрен киле кӑҫкӑрса ҫӳреме. Вара вӑл ача кӑҫкӑрса ҫӳрет кантӑкран, вот епле кӑҫкӑрать: «Ҫӑмӑр ҫуман пирки ваттисем, Уҫӑп пиччепе Ермулла пичче, ачасене пухӑнма хушрӗҫ; усем ачасене ҫерҫи чӳк тутарас теҫҫӗ». Вара ҫапла кӑҫкӑрсан ҫулленех ялта пӗр ача та юлмасть пухуна кайманни. Унта вара пухура ваттисем калаҫҫӗ: «Ачасем, епле, каплах пулсан, пӗр ҫӑмӑрсӑр пирӗн тырӑ-пулӑ пулмасть, ҫерҫи чӳк тӑвас пулать, ан ӳркенӗр-ха, ҫине тӑрӑр, ӗлӗк ҫерҫи чӳк тусан ҫӑмӑр пулаканччӗ, тырӑ-пулӑ та аван пулаканччӗ, ачасем, епле пулсан та ан ӳркенӗр!» Вара ачасем кӑҫкӑраҫҫӗ: «Ваттисем хушнине мӗн-ма ӳркенес-ха, ҫӑмӑр пулсассӑн хамӑра усӑ пулать, эпир вара хамӑр та выҫӑ вилместпӗр». Ну вара ваттисем калаҫҫӗ: «Эппин, ӳркенмесен, акӑ ҫапла пуҫтарӑр, пӗр ҫиччӗн-саккӑрӑн ҫерҫи чӗппи пуҫтарма кайӑр, килӗрен пуҫтарӑр, камӑн лупас ҫумӗнче, ӑҫта кӗлет ҫунаттисенче пулать, усен сассисем паллӑ: чӑрӑк-чӑрӑк! туни. Акӑ усене пуҫтарса ҫырма хӗрне анӑр, унта усене тасатса пӑтӑ пӗҫерес пулӑть», — тет; ыттисене ҫӑнӑх, кӗрпе, ҫӑв, тӑвар килӗрен пуҫтарма яраҫҫӗ. Ҫав япаласене пурне те пуҫтарса пырсан пӑттине ҫырма хӗрринче пӗҫереҫҫӗ. Пӗҫерсе ҫитерсен, пур хатӗр те ҫитсен вара шыв хӗрне анса ватӑ ҫынсемех чӳклеҫҫӗ. Малтанхи сӑмах:

«Вутӑш, ҫырлах! Вутӑш, ҫырлах!» Карттусне е шӗлепкине хул айне хӗстерет, ачасене пурне те шывалла пӑхса пуҫҫаптарать, вара унтан ҫиме пуҫлаҫҫӗ ҫерҫи чӗппи пӑттине. Ҫисе пӗтерсен кайран ҫав ватти калать: «Ҫырлах, вутӑш, ҫырлах, вутӑш!» — тет, унтан ачасем те ҫавӑн пекех: «Вутӑш, ҫырлах, вутӑш, ҫырлах!» — тесе кӑшкӑраҫҫӗ, вара ҫав ватти калать: «Ӗнтӗ, ачасем, шывпа выляр шыв варӗнче, вара ҫӑмӑр лайӑх пулать», — тет. Унтан ват ҫын киле тавӑрӑнать. Ачасем витресемпе шыв ӑсса пӗр-пӗрне хӑваласа ҫӳресе пуҫ тӑрӑх шыв яраҫҫӗ.

330

(...)Пӑтти пиҫсе ансассӑн Пимулла мучи хура аҫам тӑхӑнса хул айне хура хӑрпуллӑ ҫӗлӗк хӗстерет, пӑтти ҫине виҫӗ пашалу хурать те ҫу куҫӗ хывать. Ачасене малалла пӑхса тӑма хушать, хӑй вара чӳклеме тытӑнать. Вӑл ҫапла каласа чӳклет:

Эй, Аслӑ Пӳлӗх! Ҫырлах пире, пире ан пӑрах, эпир Сана авалхи йӑлапа пӑрахмастпӑр, акӑ пӗр хуран пӑтӑпа, виҫӗ пашалупа, пӑтӑ ҫине ҫу хывса Сана асӑнатпӑр, Сана тархаслатпӑр, чӳк, ҫырлах...

Эй, Аслӑ Пӳлӗх! Сана ҫак хура халӑх ачисем асӑнса витӗнеҫҫӗ, Сана пӑхӑнаҫҫӗ, вӗсенӗн кӗллисене те пулин Эсӗ хапӑл илсем, чӳк, ҫырлах...

Эй, Аслӑ Пӳлӗх! Аслӑ Пӳлӗх Амӑшӗ! Пире ҫырлахса тырӑ-пулсем ҫине чипер тӳлеклӗ, сиплӗхлӗ ҫӑмӑрна пар, усал ҫил-тӑвӑлтан, пӑрлӑ ҫӑмӑрсенчен витсе сыхласа тӑр. Акнӑ тырра-пулла чипер алла илмелӗхне пӳр; авӑн картине кӳртсен итем тулли искӗртне пар, кӗлете кӳртсессӗн тӳперен тӑтӑр. Ҫынна парсан ан иксӗлтӗр, сивӗ шӑнса килекене ӑшӑтса ямалӑхне пар, илес тавар йӳне килтӗр, каяс тавар хакла кайтӑр; вут-кӑвартан, вӑрӑ-хурахран, курайман тӑшмантан, муртан, терлӗ чиртен, инкекрен пӑхса усра. Выльӑх-чӗрлӗхе ӑнтарса пыр, пӗр вӗҫӗ картара, тепӗр вӗҫӗ шывра пултӑр, ача-пӑчасемпе чипер выляса-кулса, шакӑлтатса пурӑнмалӑхне пар, чӳк, ҫырлах...

Эй, Аслӑ Пӳлӗх! Аслӑ Пӳлӗх Амӑшӗ! Шӑпӑр-шӑпӑр ҫӑмӑрна пар, ырӑ сывлӑмна яр. Хаяр ҫил-тӑвӑлтан, пӑрлӑ ҫӑмӑртан витсе сыхласа тӑр. Акнӑ тырӑсенӗн хӑмӑлне хӑмӑш пек пар, пуҫне турпас пек пар, тырри пулса

ҫитсессӗн шыв пек юхса тӑтӑр, чӳк, ҫырлах... Эй, Пӳлӗх! Пӳлӗх Амӑшӗ! Тепӗр ҫак вӑхӑтчен чипер пӑхса усра; усалтан-чиртен, инкекрен, курайман тӑшмантан пӑхса усра, чӳк, ҫырлах...

331

Эй, пӗсмелле, ҫырлах, асӑнатпӑр, витӗнетпӗр, Сана тав тӑватпӑр, пуҫҫапатпӑр, чӳк, ҫырлах, аминь.

Эй, Турӑ, Турӑ Амӑшӗ, Пӳлӗхҫӗ, Пӳлӗхҫӗ Амӑшӗ, акнӑ тырра-пулла алла илме пар, вӗсем ҫине ӑшӑ сипетлӗ ҫӑмӑр пар. Хиртине киле курме пар, килтине килтен тухма ан пар. Айван ашак пуҫӑмӑрпа йӑлӑнатпӑр, чӳк, ҫырлах, аминь. Курайман тӑшмантан, ҫилпе иртсе ҫӳрекен тӑшмантан хӑтар; иккӗн выртса виҫҫӗн тӑмалла ту, этем йӑхне, выльӑх йӑхне ҫӗр ҫине тултарма пар, ҫукран пур пултӑр, пурри ҫумне ҫыпҫӑнтарма патӑр, чӳк, ҫырлах, аминь.

Эй, пӗсмелле, Валӗм хуҫа. Сана та асӑнатпӑр, витӗнетпӗр, эсӗ хӑвӑн ывӑлусене хура халӑха тивме ан пар. Малти мала кайтӑр, кайри тата мала кайтӑр. Сана асӑнса чӳк тӑватпӑр, пире ҫӑмӑр парӑсӑнччӗ. Сан валли пӑтӑ, ҫӑмарта пӗҫертӗмӗр, хуть халь астивсе кай. Эй, пӗсмелле, чӳк, ҫырлах, аминь. Тав тӑватпӑр, пуҫҫапатпӑр, чӳк, ҫырлах, аминь.

Статьясем

Шырав

Пайсем

Ҫавӑн пекех пӑхӑр