Пилсемпе кӗлӗсем

Акатуй чӳкӗн кӗллисем

Ҫурхи ака-суха ӗҫӗпе ҫыхӑннӑ пысӑк уявсенчен пӗри — акатуй, ака пуҫӗпе ҫӗр мӑшӑрланнине палӑртса ирттерекен аслӑ уяв. Тӗрлӗ ҫӗрте тата тӗрлӗ вӑхӑтсенче акатуй пӗлтерӗшлӗ уява сапантуй, сухату, тапӑ, пухӑ, кушар теҫҫӗ. Вӗсем пӗр-пӗринчен кӑштах уйрӑлса тӑраҫҫӗ пулсан та шухӑшӗпе, йӗркипе, мешехипе пӗр евӗрлӗрех. Уявсен ятӗнче вӗсем мӗнле сӑлтавпа пулса кайни палӑрса юлнӑ. Пухӑ — халӑх ҫӗр ыйтӑвне татса пама пухӑнни. Пушӑ юлнӑ ҫӗрсене кама парасси, утӑ улӑхӗсене мӗнле пайласси ҫулленех татса памалли ыйту пулнӑ. Ҫавна халӑхпа улӑх-ҫарана анса е пусӑ хирне тухса татса панӑ. «Тапӑ» пӗлтерӗшӗ яш-кӗрӗм вӑййипе, ял халӑхӗ эрнесерен пухӑнса вӑрлӑх, улма-ҫырла калчи сутнипе ҫыхӑннӑ. Мӑнкунпа ҫимӗк хушшинче тапӑсем 4—5хут та пухӑннӑ (Е. Ермакова ҫырни, ЧПГӐИ ӐА, 1, 619, 141 с). Кушар та ҫав йӗркепех пулса иртнӗ.

Авал акатуй, сапантуй, сухату икӗ тапхӑрпа иртнӗ. Акана тухас умӗн кил-йышпа, хурӑнташсемпе ана чӳкӗсем ирттернӗ. Ҫурхи ӗҫ-пуҫ вӗҫленнӗ хыҫҫӑн вара пӗтӗм ялсен халӑхӗпе, ҫӗрлӗх ушкӑнӗпе (15—20 ял таран) пӗрле ҫумахи чӳклемене пысӑк акатуй ирттернӗ.

Акатуйӑн малтанхи пайӗ — ваттисен чук йӗрки. Кил-йышпа ирттернӗ чухне те, ҫӗр йышпа пухӑнсан та йӗркене мӑчавӑр, килте чухне кил е ял ватти тытса пынӑ. Ҫӗр амӑшӗпе ашшӗне, ҫӗр йышне ятран асӑнса кӗлӗ каланӑ, илсе тухнӑ юр-варпа хӑналаннӑ, ваттисене хывнӑ. Ӗлӗксенче лаша е вӑкӑр пуссах чӳкленӗ, халӗ така пуснипех ҫырлахаҫҫӗ. Ку йӗрке кӗрхи чӳклемери пекех иртнӗ.

Ӗҫрен пушаннӑ ҫӗр ҫынни акатуйне капӑрланса, тӗплӗ хатӗрленсе пухӑннӑ. Каччӑсем юлан утсемпе, хӗрсем капӑр тумсемпе ҫӳренӗ. Кил хуҫисем ватти-вӗттине урапапа лартса тухнӑ. Ӗҫми-ҫимине ҫителӗклӗ илнӗ, мӗншӗн тесен акатуй хӗрринчех тӑвансене пухса ӗҫсе-ҫисе, калаҫса ларнӑ.

Аслӑ акатуй ялан тенӗ пекех малтанах ҫирӗплетнӗ хитре те ирӗклӗ вырӑнта иртнӗ. Унта ӗлӗкренпех ут янӑ, вӑй виҫнӗ, сикнӗ, чупнӑ, тӗрлӗ майлӑ ӑмӑртнӑ, кӗрешнӗ. Пур йышши ӑмӑртӑвӑн та малалла ӳсме, ҫитӗнме, аталанма пулӑшакан пӗлтерӗшӗ курӑнса тӑнӑ. Тӗнче чӗрӗ, ӳсен-тӑранпа выльӑх-чӗрлӗх чӗрӗ, эппин, вӗсене талпӑнса вӑйланма этемӗн тӗслӗх памалла пулнӑ. Кам ҫӳлерех сикнӗ, кам инҫерех ывӑтнӑ, ҫавсене мухтанӑ. Тыр-пул та ҫапла вӑйлӑ ӳстӗр тенӗ. Камӑн юлан учӗ мала тухнӑ — ӑна сӗлкӗ, сурпан, така тивнӗ.

Ӑмӑртусем вӗҫленнӗ хыҫҫӑн яш-кӗрӗмпе хӗр упраҫ вӑйӑ-ташӑ картисем ҫавӑрнӑ. Акатуйӑн чи паллӑ енӗ — юрӑ карти йӗркелени. Юрӑ карти — вӑйӑ картин чи пысӑк тӗсӗ. Унта хӗрсемпе каччӑсем тӑватӑ-ултӑ ҫын пӗр ретпе тӑрса рет хыҫҫӑн рет утса пыраҫҫӗ, юрлаҫҫӗ, калаҫаҫҫӗ. Ташӑ ӑстисем утнӑ майӑнах ретсем хушшинче ташша ҫапаҫҫӗ. Пысӑк акатуйра ункӑланнӑ юрӑ карти (колонна) темиҫе пин-пин ҫынна пӗрлештерсе тӑрать. Ял-ял ҫамрӑкӗсем хӗвел ансан юрӑ картинченех ретӗн утса кӳршӗ ялсен вӑйӑ вырӑнӗсене саланаҫҫӗ. Акатуйра хӗр пӑхнӑ, хӗр вӑрланӑ, хӗр кӗртнӗ.

Акатуй вырӑнне мӑчавӑрсем тасаттараҫҫӗ, юлашки кӗлӗ каласа кӑвайта сӳнтерсе хӑвараҫҫӗ. Хӗвел аннӑ ҫӗре акатуй майтанӗ шӑпланса юлать.

Статьясем

Шырав

Пайсем

Ҫавӑн пекех пӑхӑр