Ҫурхи чӳк кӗллисем
Хӗвел ҫаврӑннине, кунпа ҫӗр танлашнине пӑхса авал чӑваш ҫулсене хӗлпе ҫу черетленӗвӗпе палӑртнӑ. Хальхи пӗр ҫулталӑк ун чухне икӗ ҫул шутланнӑ.
Ҫӗнӗ ҫул тӗнче чӗрӗлме тытӑнсан пуҫланнӑ. Ку вӑл пуш уйӑхӗн 19—20-мӗшӗсем хыҫҫӑн, кун таврӑнсан (вӑрӑмланма тытӑнсан) килсе ҫитнӗ. Хӗвел ҫӳлерен те ҫӳлерех хӑпарать, юр кайса пӗтет те, ҫерем симӗс тумпа витӗнет. Тӗнче вӑранать. Ҫак вӑхӑтра — пуш уйӑхӗн 21-мӗшӗнче — Ҫӗнӗ ҫул пуҫланать. Ӑна кӑнтӑрти халӑхсем халӗ те анлӑ паллӑ тӑваҫҫӗ. Чӑвашсем те вырӑн-вырӑнпа ӑна манса кайман-ха: пухӑнса пичке пуҫлаҫҫӗ, урапа-ҫуна таврашне тӗрӗслеҫҫӗ.
Ҫапла вара, ҫӑва тухни (кунсен шучӗпе пуш уйӑхӗн 21-мӗшӗнче) пуҫланать. Вӑл кун кӗлӗсем калаҫҫӗ, путек-сурӑха урама кӑларса кӗреҫҫӗ. Ача-пӑча тӑвайккине тухса лапталла вылять.
Халӑхӑмӑр кӑнтӑр енче пурӑннӑ тата ҫулталӑкра 13 уйӑх шутланнӑ чухне нарӑс уявӗ чӑнласах ӑшӑ вӑхӑта лекнӗ. «Навруз» тени «ҫӗнӗ ҫул» тенине пӗлтерет. Нарӑс хыҫҫӑн тепӗр уйӑх вара — ҫулталӑкӑн пуҫламӑш уйӑхӗ. Тӗрӗкле — баш уйӑх,чӑвашла — пуш (пуҫ) уйӑх. Хӑш-пӗр тӗпчевҫӗсем уйӑх ячӗ кӗлетсем пушанса юлнинчен, туй каччи пушӑ пӑрахса хӑварнинчен пулнӑ тени тӗрӗс мар. Пуш, баш, пуҫ уйӑхӗ «пуҫламӑш» уйӑх тенинчен пулни иккӗленмесӗрех паллӑ.
Ҫурхи йӑласене кил-йышпа та, ял-йышпа та ирттернӗ.
Ҫумпайсем
Нарӑс уявӗн йӗркипе кӗллисем (238-240)
Мӑнкун уявӗ
Мӑнкун туни (241-242)
Мӑнкун ҫӑмарти пухни (243)
Ҫӑмартасене панӑ чухне калани (244)
Ҫӑмартапа паттӑрлатни (245)
Кил-ҫурта, пахчана тӗтӗрнӗ чухнехи сӑмах (246)
Мӑнкун (247-250)
Калӑм
Калӑм пӑтти (251)
Калӑм пичӗкине чӳклени (252-255)
Аслӑ калӑм йӗрки (256)
Калӑм кӗллисем (257-262)
Ҫурта кунӗ (263-269)
Сӗрен
Ял ваттин сӑмахӗ (270-271)
Ваттисен пилне хирӗҫ юрламалли юрӑран (272)
Утаман суйлани (273-275)
Утаман (атаман) сӑмахӗ (276-278)
Сӗрен хӑвалакансен такмакӗ-сӑмахӗ (279-281)
Вут урлӑ сикнӗ чух кӑшкӑрни (282-283)
Сӗрен юррисенчен
Упи каҫман ҫырминчен (284-285)
Сӗрен кӗллисем (286-288)
Ҫӑмарта валеҫнӗ чухне калани (289)
Ҫӑпата ҫунтарни (290)
Калӑм вӗҫӗ (291)
Сӗрен вӗҫӗн кӗлли (292)
Хӗр аки
Хӗр акин кӗлли (сыпӑк) (293)
- Кӗлӗ тата пил сӑмахӗсем
- Ӑрӑмлӑ сӑмахлӑх: пилпе халал, тупа, кӗлӗ-сӑрман тата вӗсене каламалли йӗркесем
Шырав
Пайсем
- Харкам сӑвап, сунӑм, тупа
- Тӗнче хӑвачӗсене чыслани
- Ҫурхи тата ҫуллахи уявсемпе чӳк кӗллисем
- Хӗле кӗнӗ йӗркепе калакан кӗлӗсем
- Кил-йышри кулленхи йӑласемпе кӗлӗсем
- Пытару йӗркипе сӑмахлӑхӗ
- Асӑну йӗркипе сӑмахлӑхӗ
- Хресчен ӗҫӗн кӗллисем
- Мӑчавӑрсем халӑха каланинчен