Калӑм пичӗкине чӳклени
252
Мӑнкун каҫхине пӗр-пӗр киле пуҫтарӑнса сӑра пичӗкине уҫса ҫапла каланӑ:
Тав сана, ташлама, калӑм пичӗки пуҫлатпӑр. Ҫӳлти ҫутӑ Турӑ, санӑн ҫут ҫанталӑку лайӑх пултӑр. Ку ҫыннӑн килти пуянлӑхӗ пурте хуҫан, сана, Пӳлӗх, Хӗрт-сурт, сире асӑнса ӗҫетпӗр.
Пурте курка ҫине сӑра тултарса ӗҫеҫҫӗ те сӗтел ҫине шалт лартаҫҫӗ. Ҫапла пилӗк хутчен ӗҫеҫҫӗ.
253
Ҫырлах, калӑм пичӗки. Турра асӑнатпӑр хурӑнташсемпе, тӑвансемпе, ҫырлахтар Турра кӳршӗм-аршӑмпа, калӑм пичӗки.
Ял-йышӑмпа, пӗлӗш-тантӑшпа ӗҫсе ҫиме парӑсӑнччӗ, тутлӑш — Турра, йӳҫҫӗш — пире. Ӗҫсе-ҫисе тутлӑ калаҫма парӑсӑнччӗ.
Аминь, Турра.
254
Калӑм кунӗ. Пичке пуҫлаҫҫӗ, пӑтӑ пӗҫереҫҫӗ пӗр хуран. Чашкӑ ӑшне антаратпӑр та пӗр ватти пӑтӑ тиркине ҫӗклет, виҫ курка сӑрапалан тата виҫҫӗн тытаҫҫӗ, тӑваттӑн пулаҫҫӗ. Ҫырлахтӑр тесе кӗлтӑваҫҫӗ Турра.
Ҫырлах, Турӑ! Турӑ Амӑшӗ, Пӳлӗхҫӗ, Пӳлӗхҫӗ Амӑшӗ, аслӑ Киремет, ҫырлах, Хӗрлӗ ҫыр, Ҫӳрен ыр, ҫырлах, — теҫҫӗ. Хура Тӑванта выртан, ҫырлах! — теҫҫӗ. Пур ҫемьепе выльӑхӑм-чӗрлӗхӗмпе, тыррӑм-пуллӑмпа асӑнатӑп.
Унтан сӑрана ӗҫетпӗр, пуҫҫапатпӑр ватсене, унтан юрласа ӗҫетпӗр, хӗрлӗ ҫӑмарта ҫиетпӗр. Тепӗр кунне вилнисене асӑнса ҫурта ҫутатпӑр, икерчӗ пӗҫерсе ҫиетпӗр, умӗнче пултӑр эпир ҫинисем, тутӑ пулччӑр вилнӗ ҫынсем тесе.
255
Ҫулталӑк ҫитнӗ йӗркепе. Ҫул ҫаврӑнӑшӗпе. Пур кил-йыша та, Турӑ, сывлӑх пар. Хурӑнташ-ӑрупа. Тепӗр ҫулччен савӑнса ӗҫсе-ҫисе пурӑнмалла пултӑр. Урай тулли путек, сак тулли ача-пӑча пултӑр. Пӗр вӗҫӗ картара та, пӗр вӗҫӗ шывра пултӑр.
- Кӗлӗ тата пил сӑмахӗсем
- Ӑрӑмлӑ сӑмахлӑх: пилпе халал, тупа, кӗлӗ-сӑрман тата вӗсене каламалли йӗркесем
Шырав
Пайсем
- Харкам сӑвап, сунӑм, тупа
- Тӗнче хӑвачӗсене чыслани
- Ҫурхи тата ҫуллахи уявсемпе чӳк кӗллисем
- Хӗле кӗнӗ йӗркепе калакан кӗлӗсем
- Кил-йышри кулленхи йӑласемпе кӗлӗсем
- Пытару йӗркипе сӑмахлӑхӗ
- Асӑну йӗркипе сӑмахлӑхӗ
- Хресчен ӗҫӗн кӗллисем
- Мӑчавӑрсем халӑха каланинчен