Хӗр аки
Хӗр аки — чӑвашсемпе парссен пурнӑҫӗнче кӑна тӗл пулакан чи авалхи йӑла. Тӑван ҫӗре, ял-хулана, халӑх йышне усал-тӗселтен, чир-чӗртен, хаяр тӑшманран упраса хӑварас тӗллевпе ирттернӗ ӑна.
«Хӗр аки» тесе ар хутшӑнӑвне кӗмен хӗрсем хӗвел тухнӑ вӑхӑтра ҫаппа-ҫарамасланса, суха пуҫӗ тытса ял тавра йӗр туса тухнине каланӑ. Вӗсем ял-хула тавра хӗвеле май ҫаврӑнса тухнӑ.
Хӗр акине хутшӑнакан, анчах суха пуҫне кӳлӗнмен хӗрсем яла кӗрсе кил-ҫурт тӗрӗслеме, ҫӑлсенчен шыв ӗҫме пултарнӑ. Ку вӑхӑтра ялта ют ял, ют халӑх ҫыннисем никам та пулмалла мар, ахальлӗн вӗсене те, кил хуҫисене те хӗнеме, кил вырӑнне ылханса хулӑ пӑрахса хӑварма пултарнӑ.
Хӗр аки тӑвакансен тӗрлӗрен ӗрет, хисеп шайӗ ҫӳллӗ пулнӑ. Хӗр аки тӑвакансен йышне илнӗ хӗре никам та сӑмах тӗртсе, вӑл «таса хӗр мар» тесе калама пултарайман. Ун пек калама пултаракан ар ҫыннӑн ҫав хӗре качча илмелле, курнӑ хӗрарӑмӑн хӑтармалла пулнӑ. Ахальлӗн вӗсем ултавҫӑ е элекҫӗ пулса тухаҫҫӗ. Ака хӗрӗсем ултавҫӑсене ҫапса пӑрахма пултарнӑ. «Тип шар» саккунӗ вӑхӑтӗнче сӑмах тивме пултаракан хӗр акана хутшӑнни тантӑшӗсем унӑн чысне хӳтӗлени шутланнӑ. Ҫакӑ хӗр упраҫшӑн питӗ пысӑк пӗлтерӗшлӗ пулнӑ.
Хӗр акин кӗллисене ертуҫӗ хӗр каланӑ. Чӳклемери тӗп кӗлӗсӗр пуҫне хӗр акин хӑйӗн вӑрттӑн кӗллисем пулнӑ. Вӗсене туллин ҫырса илмен.
Ҫумпайсем
Хӗр акин кӗлли (сыпӑк) (293)
- Кӗлӗ тата пил сӑмахӗсем
- Ӑрӑмлӑ сӑмахлӑх: пилпе халал, тупа, кӗлӗ-сӑрман тата вӗсене каламалли йӗркесем
Шырав
Пайсем
- Харкам сӑвап, сунӑм, тупа
- Тӗнче хӑвачӗсене чыслани
- Ҫурхи тата ҫуллахи уявсемпе чӳк кӗллисем
- Хӗле кӗнӗ йӗркепе калакан кӗлӗсем
- Кил-йышри кулленхи йӑласемпе кӗлӗсем
- Пытару йӗркипе сӑмахлӑхӗ
- Асӑну йӗркипе сӑмахлӑхӗ
- Хресчен ӗҫӗн кӗллисем
- Мӑчавӑрсем халӑха каланинчен