Пилсемпе кӗлӗсем

Ҫурта кунӗ

 

263

Ҫурта кунне Мӑнкун пуҫлансан тепӗр кунне ирттернӗ. Ҫурта ҫунса тӑнӑ ҫӗре, алӑк патӗнчи урлӑ сак ҫине, икӗ алтӑр е икӗ чашӑк ҫине лартса хывма пуҫлаҫҫӗ. Вӗсем хывнӑ чухне пӗрерӗн-пӗрерӗн икерчӗ-кукӑле вилнӗ ҫын ятне асӑнса: «Ачам, умӑнта пултӑр», — тесе пӗр алтӑрри ҫине татса пӑрахаҫҫӗ. Унтан, пур вилнӗ ҫынсене асӑнса икерчӗ-кукӑльпе хывса пӗтерсен, тепӗр алтӑрри ҫине пӗрер курка сӑра ярса хываҫҫӗ.

Хывнӑ чухне хӑшин ачи-пӑчи анчах вилнӗ пулсан калаҫҫӗ:

Ах, ачам-пӑчамсем! Пире усал ан тӑвӑрах тата выльӑх-чӗрлӗхсене те кӳпӗнтерсе ан вӗлерӗрех. Пехил, халав тӑвӑр пире.

Ашшӗ-амӑшӗ вилнӗ пулсан е урӑх тӑванӗ вилнӗ пулсан вӗсене ҫапла калаҫҫӗ:

Атте, анне, пичче! Сире кунта мӗнпур пеккине ӗҫсе-ҫимешкӗн вӑй ҫитнине пӗтӗмпех паратпӑр, эсир пӗр-пӗринпе хӗпӗртесе ӗҫсе-ҫийӗрех.

Кама астумасӑр хывмасӑр хӑвартӑмӑр пуль, эсир ыттисенчен шырӑр.

Пӳртре мӗнпур ҫын хывса пӗтерсен, вилнӗ ҫынсен ячӗсене асӑнса апат ҫисе ӗҫкелесен хайхи алтӑр ҫинчи апатсене кил карти хапха юпи кутне пӗр ҫынна кӑларса тӑктараҫҫӗ. Тата камалсӑрсем валли (камалсӑр тесе ача-пӑча ҫуралман ҫынна калаҫҫӗ) пӗр курка сӑра, виҫӗ икерчӗ илсе тухса пӑрахаҫҫӗ:

Арҫын камалсӑр, хӗрарӑм камалсӑр, хӗр камалсӑр. Умӑнта пултӑр.

264

Ак, асатте, эп сана асӑнатӑп, пирӗн ҫӑкӑр-тӑвар сан умӑнта пултӑр. Ак, асанне, эп сана асӑнатӑп, пирӗн ҫӑкӑр-тӑвар сан умӑнта пултӑр.

265

Атте, умӑнта пултӑр, анне, умӑнта пултӑр. Пӗрле ӗҫсе-ҫисе савӑшса кайӑр — ҫын сӑмахӗ хыҫҫӑн ан кайар. Эпир сире праҫникрен праҫнике анчах пиллештеретпӗр, эпир сире асӑнатпӑр, эсир пире ан асӑнӑр, пехил туса кайӑр.

266

Асатте, умӑнта пултӑр, ҫурта ҫутатӑп. Асанне, умӑнта пултӑр, сана та ҫурта ҫутатӑл. Атте, умӑнта пултӑр, сана та ҫурта ҫутатӑп. Анне, умӑнта пултӑр, сана та ҫурта ҫутатӑп...

Кил ҫурти ҫутатӑп, килӗмпе, Хӗртӗм-суртӑмпа ырлӑха-сывлӑха пар Хӗрт-сурт ячӗпе.

Камалсӑрсем, умӑнта пултӑр, акӑ сире икерчӗ, ӗҫсе-ҫисе кайӑр.

267

Ҫӑкӑр-тӑвара перекетне пар! Тӑванӑмӑр, пехил ту, ырӑ вырӑнта, канлӗ вырӑнта пул. Вӑхӑтлӑ асӑнатпӑр, вӑхӑтсӑр ан аптӑрат. Тирпейлӗ кай. Санран юлнӑ ҫурт, санран юлнӑ тупра, ҫав тупрасене тытма канлӗх пар. Эпир сире вӑхӑтлӑ кӗтсе илсе вӑхӑтлӑ асӑнатпӑр.

268

Эпир Мункун тӑватпӑр, эсӗр те Мункун тӑвӑр. Ҫӑмарта хӑпартнипе, пӑтӑпа, пӑтӑ куҫ туса, сӗтпе, сарӑ ҫӑмартапа. Асатте, асанне, атте, анне, Кепе, пил ту.

Эсир мана ҫуратрӑр, эсир те тӗнчере пурӑнтӑр, пире асӑнса пил тӑвӑр, пӗр турам пӗр ҫӑк пултӑр. Сӗт кӳл ҫинче пултӑр, мамӑк минтер ҫинче.

Пил тӑвӑр ӗнтӗ, эппин, пире хӗн-асап ан парӑр.

269

Пехил ту, хӗн-асап ан пар, вӑхӑтлӑ килсе вӑхӑтлӑ кай. Тата ак ҫимӗк ҫитет, унта ҫӑмарта хӑпартса пӗҫерсе хывӑпӑр, унччен кӗтӗр.

Статьясем

Шырав

Пайсем

Ҫавӑн пекех пӑхӑр