Пилсемпе кӗлӗсем

Упи каҫман ҫырминчен

 

284

Упи каҫман ҫырминчен эпир каҫса килтӗмӗр,

Упи тухман вӑрманчен эпир тухса килтӗмӗр,

 

— Эй, аппа, тус аппа, тус аппа, пире кала-ха:

Ҫӳл пӑлтӑрта вир пӑтти — ҫиейресчӗ ҫупала...

— Йытӑ кулли пултӑрах, йытӑ кулли пултӑрах.

 

— Эй, аппа, тус аппа, тус аппа, пире кала-ха:

Хӗвел анать, каҫ пулать, выляйрасчӗ хӗрпеле...

— Кӗтни харам пултӑрах, кӗтни харам пултӑрах.

 

— Эй, аппа, тус аппа, тус аппа, пире кала-ха:

Ашшӗ хаяр тееҫҫӗ, ашшӗ хаяр тееҫҫӗ...

— Алтӑр тӗпӗ сыв пултӑр, алтӑр тӗпӗ сыв пултӑр.

 

— Эй, аппа, тус аппа, тус аппа, пире кала-ха:

Амӑш хаяр тееҫҫӗ, амӑш хаяр тееҫҫӗ...

— Курка тӗпӗ сыв пултӑр, курка тӗпӗ сыв пултӑр.

 

— Эй, аппа, тус аппа, тус аппа, пире кала-ха:

Инкӗш хаяр тееҫҫӗ, инкӗш хаяр тееҫҫӗ...

— Енчӗк тӗпӗ сыв пултӑр, енчӗк тӗпӗ сыв пултӑр.

 

— Эй, аппа, тус аппа, тус аппа, пире кала-ха...

285

Кулянса пыракан Куймас шывӗ —

Сыпса пӑхсан шерпет калать;

Валем вырӑнне купи ларинччӗ,

Купи вырӑнне капан ларинч(чӗ).

 

Илӗрсе пыракан Илепер шывӗ —

Сыпса пӑхсан шерпет калать;

Валем вырӑнне купи ларинччӗ,

Купи вырӑнне капан ларинч(чӗ).

 

Ҫаврӑнса пыракан Ҫавал шывӗ —

Сыпса пӑхсан шерпет калать;

Валем вырӑнне купи ларинччӗ,

Купи вырӑнне капан ларинч(чӗ).

 

Аслӑ ката, юман ката —

Йывӑҫ вырӑнне кӗлти пултӑр,

 

Кӗлти вырӑнне тӗмми пултӑр

Тӗм вырӑнне ҫӗмел пултӑр.

 

Унтан кӗҫӗн вӑта пус пур,

Хырӑм пӗр тутти ҫав пулмӗ-ши?

Унтан кӗҫӗн, ай, ҫут уй пур,

Ирӗн-каҫӑн тухса кӗретпӗр.

 

Ялшӑм, ялшӑм, ой, Ишекшӗм,

Ял-ял урлӑ, ой, курӑнать.

Ой-йой, йой-йо, ой-йой, йой-йо,

Ой-йой, йой-йо, ой-йой, йой-йо.

 

Ака-суха, ай, шӑрт-тӗрен,

Шӑрчӗ касать, тӗрен ҫаврать.

Тавтапуҫах ать-апая,

Пире ҫут ҫанталӑка, ай, хӑварнӑшӑн.

Статьясем

Шырав

Пайсем

Ҫавӑн пекех пӑхӑр