Мӑнкун
247
Ҫак ҫурт тӗлӗшпе, калӑм тӗлӗшне чӳклетпӗр. Пур кил-йыша, Турӑ, ырлӑх-сывлӑх пар. Усалтан-тӗселтен, Турӑ, хӑвах сыхла. Вут-кӑвартан, инкек-синкекрен Эс сыхла. Хамӑртан ытла пулнӑ пулсан, Турӑ, каҫар. Ҫынсен сӑмахне, ял-йыш сӑмахне, Турӑ, Эс сирсе яр пирӗн ҫинчен.
Мӑнкун ячӗпе, ҫул ҫаврӑнӑҫӗпе. Мӑнкун ячӗпе, Калӑм ячӗпе Турра асӑнатпӑр, кӗлтӑватпӑр. Пиҫнӗ ҫимӗҫпе, Юман (хуҫа ятне калаҫҫӗ) ячӗпе. Ырлӑх-сывлӑх пар, ҫуралнӑ чуна канлӗх пар.
Ӑҫта пулсан та, ӑҫта ҫӳресен те Эс сыхла. Ҫил-тӑвӑлтан, вут-кӑвартан сыхла пире. Ял ҫине тухсан кирлӗ маррине ан калаҫтар пире, кирлине кӑна калаҫтар.
Атте! (кам ятне асӑнать, ҫавӑн Ячӗпе ҫурта ҫутать) сан умӑнта пултӑр, ак сан ятна ҫурта ҫутатпӑр. Пехил ту, хӗн-асап ан пар, вӑхӑтлӑ килсе вӑхӑтлӑ кай. Тата ак ҫимӗк ҫитет, унта ҫӑмарта хӑпартса пӗҫерсе хывӑпӑр, унччен кӗт.
248
Турӑ, ҫырлах! Рехмет Сана, Турӑ, пире ҫак аслӑ куна ҫитернӗшӗн. Ҫавӑн пекех тепӗр ҫапла аслӑ куна ҫитер хӑвӑн меслетӳпе.
Эй, Турӑ! Ҫырлах, ан пӑрах, ырлӑх-сывлӑх пар хама та, ачам-пӑчамсене те, выльӑх-чӗрлӗхе те. Аминь. Ҫырлах!
249
Пусап Мӑнкун путекки, ҫуртшӑн Турра чун паратӑп. Пӗтӗм кил-йышӑмпа, выльӑхӑм-чӗрлӗхӗмпе, ачам-пӑчампа асӑнатӑп: ҫырлахтӑр. Турӑ, ырлӑх-сывлӑх парӑсӑнччӗ. Ӑшӑ кӑмӑлӑмпа, тутлӑ чӗлхемпе асӑнатӑп. Тытни-туни ҫырлахтӑрччӗ. Хӗн-асапне ан патӑрччӗ. Ҫырлахтӑрччӗ.
Пӗсмелле, Турӑ, ан пӑрах. Турра валемлӗ пултӑр. Ырӑ Турӑ ҫырлахтӑр. Сана ӑшӑ кӑмӑлпа, тутлӑ чӗлхемпе асӑнатӑп. Пӗтӗм кил-йышпа, ачам-пӑчампа, ҫуртри чунӑмпа, выльӑхӑм-чӗрлӗхӗмпе сана асӑнса чун паратӑп. Иксӗлми ырлӑхна пар, ырлӑх-сывлӑх пар, пур тӗрлӗ инкек-синкекрен хӑтарса тӑр. Ҫырлахтӑр. Ҫырлахтӑр. Тытни-туни вырӑнлӑ пултӑр. Пурнӑҫ хӗн-асапсӑр пултӑр.
Христос тӗнӗ сарӑлнӑ хыҫҫӑн каланӑ кӗлӗ.
250
Эй, Турӑ, ӗнтӗ эпир киввине ӗҫсе ҫирӗмӗр, ҫӗнӗрен ыйтатпӑр Санран. Ҫӳлтен те пар, ҫӗртен те пар. Пӗтӗм ҫӑкӑрпа асӑнатпӑр. Ҫӑмарта пек, тырӑ тутӑ пултӑр.
Таса ҫерем ҫине тухса кӗлтунӑ чухне каланӑ.
- Кӗлӗ тата пил сӑмахӗсем
- Ӑрӑмлӑ сӑмахлӑх: пилпе халал, тупа, кӗлӗ-сӑрман тата вӗсене каламалли йӗркесем
Шырав
Пайсем
- Харкам сӑвап, сунӑм, тупа
- Тӗнче хӑвачӗсене чыслани
- Ҫурхи тата ҫуллахи уявсемпе чӳк кӗллисем
- Хӗле кӗнӗ йӗркепе калакан кӗлӗсем
- Кил-йышри кулленхи йӑласемпе кӗлӗсем
- Пытару йӗркипе сӑмахлӑхӗ
- Асӑну йӗркипе сӑмахлӑхӗ
- Хресчен ӗҫӗн кӗллисем
- Мӑчавӑрсем халӑха каланинчен