Ваттисен пилне хирӗҫ юрламалли юрӑран
272
Сак айӗнче сакӑр ҫӑмарта,
Саккӑрӑш те сарӑ ҫӑмарта —
Пӗрне ан ил, анне, пурне ил.
Эпир иккӗн-виҫҫӗн пӗртӑван,
Пурсӑмӑр та пӗрех тымартан,
Пӗрне ан сав, атте, пурне сав.
Пахча-пахча шурӑ купӑста,
Ҫулҫине татмасӑр пуҫ пулмӗ.
Эсир ватӑ ӗнтӗ, эпир ҫамрӑк,
Сире пуҫҫапмасан чыс пулмӗ.
- Кӗлӗ тата пил сӑмахӗсем
- Ӑрӑмлӑ сӑмахлӑх: пилпе халал, тупа, кӗлӗ-сӑрман тата вӗсене каламалли йӗркесем
Шырав
Пайсем
- Харкам сӑвап, сунӑм, тупа
- Тӗнче хӑвачӗсене чыслани
- Ҫурхи тата ҫуллахи уявсемпе чӳк кӗллисем
- Хӗле кӗнӗ йӗркепе калакан кӗлӗсем
- Кил-йышри кулленхи йӑласемпе кӗлӗсем
- Пытару йӗркипе сӑмахлӑхӗ
- Асӑну йӗркипе сӑмахлӑхӗ
- Хресчен ӗҫӗн кӗллисем
- Мӑчавӑрсем халӑха каланинчен