Пилсемпе кӗлӗсем

Калӑм кӗллисем

 

257

Турӑ умне ҫурта ҫутса пурте ура ҫине тӑраҫҫӗ. Кил ватти тирӗкпе ҫӑкӑр йӑтать, ыттисем сӑра тултарса лартнӑ куркисене тытса ак ҫапла сӑмахсем каласа кӗлтумӑ тытӑнаҫҫӗ:

Эй, Турӑ, ан пӑрахсам пире, сана асӑнатпӑр, сан ҫине витӗнетпӗр, сана кӗлтӑватпӑр, ҫырлах пире.

Эй, Турӑ Амӑшӗ, Пӳлӗхҫи Амӑшӗ, сан ҫине анчах шанса тӑратпӑр, пирӗн кил ӑш-чиккине пӗр-пӗринпе чипер лайӑх ҫураҫтарса лӑпкӑ усра тата выльӑх-чӗрлӗхсене лайӑх пӑхса усра.

Ҫил ашшӗпе ҫил амӑшне асӑнатпӑр, ҫырлах пире. Пирӗн ӗмӗтленнӗ ӗмӗте ҫитер, мӗн ыйтнине памасӑр ан хӑвар.

Эй, Турӑ, самана хушшине чипер лӑплантарса усра, курайман тӑшмансенчен, вут-кӑвартан, вӑрӑ-хурахран астуса тӑр, ҫырлах. Эй, Турӑ Амӑшӗ, пире тепӗр ҫак вӑхӑтчен пур усал чиртен сыхласа хӑтарса тӑр, ҫырлах, Турӑ Амӑшӗ. Тата, Турӑ Амӑшӗ, ҫул ҫинче усал ҫын хирӗҫ пулас пулсан вӑл хӑй ҫулӗпе иртсе кайтӑр. Хирӗҫ тӑракан тӑшмансене ҫӗнтерме пар, Эсӗ вӗсене чарса тӑр. Усал тума шухӑшлакан ҫынсене чарса тӑр; тата темӗн тӑвас-тытас пур, ҫын элӗкӗнчен хӑтарса тӑр, ылханакан ҫыннӑн ылханне ан ҫитер, ҫырлах. Ах, Турӑ Амӑшӗ, тата эпӗ Сана калама маннӑ: айван ывӑлийӗн-хӗрийӗн кӗллине илтсе ҫырлах: тыр-пулсем ҫине чипер ырӑ сывлӑмлӑ ҫумӑр яр, хаяр ҫил-тӑвӑлсенчен, тискер пӑрлӑ ҫумӑрсенчен витсе сыхласа тӑр. Пире ӗҫкӗре ӗҫкӗ лайӑх ҫӳресе ирттерме пар, ҫырлах, перекетне пар. Пӗр пӗрчӗ тырӑран ҫитмӗл пилӗк пӗрчӗ пултӑр. Кӗлтине туса ҫыхсан кӗлте перекетне пар, ҫӗмелне тусан ҫӗмел перекетне пар, авӑн картине кӗрсен авӑн перекетне пар, кӗлете кӗртсен кӗлет перекетне пар, салатне тусан салат перекетне пар, сӑрине тусан сӑра перекетне пар, ҫырлах, Турӑ Амӑшӗ.

Эй, Турӑ Амӑшӗ, Мӑн Турӑ. Пӗлни пур, пӗлменни пур, мӗн пӗлнипе каҫар. Ҫуратманнине ҫуратса пар, ҫуратнине пит аллипе пар, тӗпеле кин пар, алӑк патне кӗрӳ пар, ҫырлах. Эпир, айван ывӑл-хӗрсем, нимӗн те пӗлместпӗр, каҫар пире мӗн пӗлнипе. Перекетне пар. Ҫырлах, ҫырлах, ҫырлах.

258

Ҫырлах, Калӑм пичӗки! Турра асӑнатпӑр хурӑнташсемпе, пӗлӗш-тантӑшпа ӗҫсе-ҫиме парӑсӑнччӗ. Тутлӑш — Турра, йӳҫҫӗш — пире. Йӳҫӗ ӗҫсе тутлӑ калаҫма парӑсӑнччӗ.

Пӗр пӗрчӗ акса пин пӗрчӗ пулинччӗ. Тӗпӗ хӑмӑш пек, тӑрри чакан пек пулинччӗ. Ывӑҫ туса ывӑҫ перекетне паринччӗ; кӗлте туса кӗлте перекетне паринччӗ; кӗлте туса, пухса, тӗм туса тӗм перекетне паринччӗ; тӗм пӑсса ҫӗмел туса ҫӗмел перекетне паринччӗ; ҫӗмел пӑсса, урапа туса, урапа перекетне туса капан перекетне паринччӗ; капан пӑсса авӑн перекетне паринччӗ. Урапа пӑсса авӑн хурсан, Турӑ, вутунтан-кӑварунтан сыхлинччӗ; ӗҫме-ҫиме хушинччӗ; авӑн пӑсса, сарӑм сарса сарӑм перекетне паринччӗ; сарӑм туса, кӑшӑл туса кӑшӑл перекетне паринччӗ; кӑшӑл пухса лав тиесессӗн лав перекетне паринччӗ. Лав тиесен, пӳлмене хурсан ҫич тӗслӗ тырӑран тӑватӑ валлине пӳлмене хума, виҫӗ валлине сутма парӑсӑнччӗ; ӑшлӑхне-тутлӑхне, перекетне парӑсӑнччӗ.

Ҫичӗ тӗслӗ выльӑхӑм-чӗрлӗхӗм пӗр вӗҫӗ шывра, тепӗр вӗҫӗ картара пулинччӗ. Тӑнӑ ҫӗре теме пулинччӗ, выртнӑ ҫӗре мамӑк пулинччӗ. Тӗпелелле кин паринччӗ, алӑк патне кӗрӳ паринччӗ. Алӑк патне пӑхсассӑн тӗпел вӑтантӑрччӗ, тӗпелтен пӑхсан алӑк патӗнчи вӑтантӑрччӗ. Урай тулли путек-пӑру пулинччӗ; сак ҫи тулли ачи-пӑчи пулинччӗ.

259

Ырӑ Калӑм чысӗпе Ентимӗр асӑнать, витӗнет, тав тӑвать, пуҫҫапать. Пиҫнӗ ҫимӗҫне тунӑ хуҫипе, ачи-пӑчипе, кӳршӗ-аршипе, хурӑнташ-ӑрӑвӗпе тав тӑвать, пуҫҫапать. Ҫырлах! Аминь. Кала пӗлмест тесе ан кала, айван кӗлӗпе хуш курса хапӑл ил, мӗн ӗмӗтленнине ӗмӗте ҫитер, усалӗнчен-тӗселӗнчен, хаярӗнчен-хатарӗнчен Эс сыхла, Эс упра! Виҫ тӗслӗ тыррӑма-пуллӑма уя кӑларса сапсан тӗпне питлӗхне, тӑрне тутлӑхне пар. Хӑмӑлне хӑмӑш пек, пуҫне чакан пек, пӗрчине пӑрҫа пек парӑсинччӗ тесе Ентимӗр асӑнать, витӗнет. Ҫырлах! Ывӑҫласа сапнине ыталаса илес ту. Хӑнӑхланса ӳснӗ чух ирхи тӑмӗнчен, кӑнтӑр шӑрӑхӗнчен, шӑшийӗнчен-шӑрчӑкӗнчен, ҫилӗнчен-тӑвӑлӗнчен, курайман тӑшманӗнчен Эсӗ сыхла, Эсӗ упра. Ҫырлах! Вырса сурат тусан сурат перекетне пар; анкартине кӗртсен анкарти перекетне пар, пӗр вальне кӳршӗм-аршӑмпа, хурӑнташ-ӑрӑвӑмпа, пӗлӗш-тантӑшӑмпа ӗҫмешкӗн-ҫимешкӗн пар. Ҫырлах! Виҫ тӗслӗ выльӑхӑма-чӗрлӗхӗме пӗр вӗҫне шыва, тепӗр вӗҫне — ҫӗре.

Эй, пӗсмелле, ырӑ Турӑ. Ырӑ Турра асӑнатпӑр Калӑм ячӗпелен, Атам аттен ячӗпеле асӑнатпӑр, пиҫнӗ ҫимӗҫпелен, тунӑ хурҫӑпа, ҫичӗ тӗслӗ тырӑ-пулӑ шерпечӗпе, кӳршӗ-аршӑпа, пӗлӗш-тантӑшпа, хурӑнташ-ӑрупа. Ырӑ Турӑ, тайӑлатпӑр, пуҫҫапатпӑр. Аминь. Ырӑ Турӑ, Санӑн сывлӑхна сӑнатпӑр. Каҫ выртма канлӗх пар, ир тӑма ҫӑмӑллӑх пар, усал-тӗселтен, усал-синкертен, Турӑ, сыхла. Курайман тӑшманран, усал чиртен, ырӑ Турӑ, Эс сыхласӑнччӗ. Вутран-кӑвартан, ырӑ Турӑ, Эсӗ сыхласа упрасӑнччӗ. Аминь.

Эй, ырӑ Турӑ! Ҫичӗ тӗслӗ тырра-пулла уя кӑларса акнӑ вӑхӑтра уй перекетне парӑсӑнччӗ, тӗпне — питлӗхне, пуҫне — тутлӑхне, хӑмӑлне хӑмӑш пек, пуҫне чакан пек, пӗрчӗшне пӑрҫа пек те пулин парӑсӑнччӗ. Аминь, Турӑ. Ҫичӗ тӗслӗ тырра-пулла ывӑҫласа сапнине ытамласа пухма парӑсӑнччӗ. Пӗр пӗрчӗ акса пин пӗрчӗ илме парӑсӑнччӗ. Аминь. Вӑл ҫичӗ тӗслӗ тырра-пулла тӗм ҫине тӗм, сурат ҫине сурат, ҫӗмел ҫине ҫӗмел лартма парӑсӑнччӗ. Аминь, Турӑ. Вӑл капансене салатса йӗтем ҫинче ӗҫленӗ вӑхӑтра йӗтем перекетне парӑсӑнччӗ. Аминь, Турӑ. Виҫӗ пайран икӗ пайне пӳлмере тытма парӑсӑнччӗ; пӗр пайне хурӑнташ-ӑрупа, ял-йышпа, килнӗ хӑна-вӗрлепе, пӗлӗш-тантӑшпа ӗҫмешкӗн-ҫимешкӗн парӑсӑнччӗ. Аминь, Турӑ. Выҫса килекене тӑрантса яма, шӑнса килекене ӑшӑтса яма пар, панӑ ҫӗрте ан палӑртӑр, илнӗ ҫӗрте ан иксӗлтӗр. Иксӗлми тивлетне парӑсӑнччӗ. Аминь, Турӑ. Виҫӗ тӗслӗ выльӑха-чӗрлӗхе виҫ картара тытма парӑсӑнччӗ. Пӗр вӗҫӗ картара, тепӗр вӗҫӗ шывра пулинччӗ. Лаша хыҫҫӑн тиха ертме парӑсӑнччӗ, ӗне хыҫҫӑн пӑру ертме парӑсӑнччӗ, сурӑх хыҫҫӑн путек ертме парӑсӑнччӗ. Аҫа хыҫҫӑн ывӑл ертме, ама хыҫҫӑн хӗр ертме парӑсӑнччӗ. Аминь, Турӑ. Мӑнтӑртан мӑнтӑр кӳлме парӑсӑнччӗ, мӑнтӑртан мӑнтӑр сума парӑсӑнччӗ. Аминь, Турӑ. Урай тулли путек-сурӑх парӑсӑнччӗ, сак ҫинче ачасем парӑсӑнччӗ. Алӑк патне кӗрӳ, тӗпеле кин парӑсӑнччӗ. Аминь, Турӑ. Инҫе ҫула кайса ҫывӑх ҫавӑрӑнса килме парӑсӑнччӗ; тайлӑк кӗперӗнчен, путхах шывӗнчен, курас инкекрен сыхласа упрасӑнччӗ. Аминь, Турӑ. Сутас тавара хакла сутма пар, илес тавара йӳнпе илме парӑсӑнччӗ. Аминь, Турӑ. Ырӑ ҫын умне тӑрсан ырӑ пит, тутлӑ чӗлхе, юси-юсли пил парӑсӑнччӗ. Аминь, Турӑ. Ҫухалатса тум тытма, хӑймалатса мул тытма, чӗреслетсе ҫу тытма, луткаласа пыл тытма парӑсӑнччӗ. Аминь, Турӑ.

Улта ураллӑ хурта уя кӑларнӑ вӑхӑтра пӗр вӗҫӗ кӑчкӑра, тепӗр вӗҫӗ вӗллере пулинччӗ. Шерпечӗ — сана, йӳҫҫӗшӗ — пире. Йӳҫӗ ӗҫсе тутлӑ калаҫма парӑсӑнччӗ. Аминь, Турӑ. Кала пӗлместӗн, кӗлле пӗлместӗн темесӗнччӗ. Пирӗн айван ывӑл-хӗрӗн виҫ сӑмахран пӗр сӑмахне хуш хурса хапӑл тӑвӑсӑнччӗ. Аминь, Турӑ. Шӑрт — кас, тӗрен — хӑпарт, янавара хӑват пар. Ырӑ кӗлле хапӑл тӑвӑсӑнччӗ. Аминь, Турӑ.

Ҫӳлти Турӑ, ҫӳлти патша! Тур, Тур Амӑшӗ, ҫак куркасене, пур ҫӑкӑра-тӑвара та пиллесе пӑрах! Шерпечӗ — сире, йуҫҫи — пире! Ҫич-ҫич кӗлет, ҫич кӗлетре ҫич пӳлме, ҫич пӳлмере вун ик пай, виҫ пайӗ сире, пӗр пайӗ — ҫынна, юлашки — пире. Ҫӗр пуҫ сурӑх, пӗр кӗтӳ, пӗр пуҫ — шывра, тепӗр пуҫ — картара, акнӑ тырри хулӑм пултӑр, пӗр пӗрчӗрен пин пӗрчӗ пултӑр. Пур усал тӑшмантан та хӑтарса тӑр. Вӑрӑран-хурахран, аҫаран-ҫиҫӗмрен, вутран-хӗмрен, шывран-шуртан — пуринчен те ҫӑлса тӑр! Чипер чӗкеҫ пек чӗвӗлтетсе, шӑкӑлчи пек шӗкӗлтетсе пурӑнма пар! Сивӗре шӑнакана ӑшӑтса яма, выҫса килекене тӑрантарса яма пар! Тур, Тур Амӑш, пӑхса тӑрах!

260

Ҫырлах! Ырӑ кӑмӑл чысӗпе асӑнатӑп, витӗнетӗп, тав тӑватӑп, пуҫҫапатӑп. Тунӑ ӗҫӗмпе, пиҫнӗ хурҫӑмпа (ӗҫкӗм-ҫикӗмпе), ачам-пӑчампа, кӳршӗ-аршӑмпа ҫырлах, Турӑ. Кала пӗлмест тесе ан кала, айван кӗллине хуш курса хапӑл ил. Мӗн ӗмӗтленнӗ ӗмӗте ҫитер. Усалӗнчен-тӗселӗнчен, хаярӗнчен-хатарӗнчен Эс сыхла, Эс упра. Кун кунлама кун пар, ҫул ҫуллама ҫул пар. Пит-куҫа уҫлӑх пар. Шӑм-шакка канлӗх пар, ырлӑх-сывлӑх пар. Виҫ тӗслӗ тыррӑма уя кӑларса сапсассӑн тӗпне питлӗхне, тӑрне тутлӑхне, хӑмӑлне хӑмӑш пек, пуҫне чакан пек, пӗрчӗшне пӑрҫа пек пар. Хӑяхланса ӳснӗ чух ирхи тӑмӗнчен, кӑнтӑр шӑрӑхӗнчен, ҫилӗнчен-тӑвӑлӗнчен Эс сыхласа Эс упра. Вырса сурат тусассӑн сурат перекетне пар, сурат пӑсса анкартне кӳртсессӗн анкарти перекетне пар. Капан пӑсса ӗҫлесен виҫ валлинчен ик валлине пӳлмене хывма пар, пӗр валлине хурӑнташ-ӑрӑвӑмпа, пӗлӗшӗм-тантӑшӑмпа ӗҫмешкӗн-ҫимешкӗн пар, ҫырлах. Виҫӗ тӗслӗ выльӑх-чӗрлӗхӗме пӗр вӗҫне картана пар, пӗр вӗҫне шыва парӑсӑнччӗ. Кӗсре хыҫҫӑн тиха чупас ту, ӗне хыҫҫӑн пӑру ертес ту, сурӑх хыҫҫӑн пуран (путек) ертес ту. Ашшӗ хыҫҫӑн ывӑл чупас ту, амӑш хыҫҫӑн хӗр чупас ту. Алӑк патне кӗрӳ ҫӑкма пар, тӗпеле кин ҫӑкма пар. Ҫӳпҫелесе ҫу тытма пар, луткаласа пыл тытма пар, хӑймаланса мул тытма пар. Панӑ ҫӗрте ан палӑрт, илнӗ ҫӗре ан иксӗт. Выҫса килекенсене тӑрантарса яма пулин пар.

Шӑнса килекенсене ӑшӑтса яма пулин пар, ҫырлах, Турӑ. Уя тухсассӑн ултӑ лаши акара, икӗ кӗсри сӳрере, икӗ тихи хыҫалтан утса пыма пар. Шӑрт кас, тӗрен хӑпарт, янавара (лашана) хӑват пар, анкартине кӗлет пар, пӑтавккине манит пар. Аминь.

Аминь тесе пӳртрисем пурте калаҫҫӗ.

261

Ҫырлах, Турӑ, Турӑ Амӑшӗ, Пӳлӗхҫӗ, Пӳлӗхҫӗ Амашӗ, аслӑ Киремет, ҫырлах. Хӗрлӗ ҫыр, Ҫӳрен ыр, ҫырлах. Хурамалта выртан, ҫырлах. Пур ҫемьепе, выльӑхӑм-чӗрлӗхӗмпе, тыррӑм-пуллӑмпа асӑнатӑп. Умӗнче пултӑр эпир ҫинисем, тутӑ пулччӑр вилнисем.

262

«Хӑш урӑртан тытса тайлам-ши?» юрра юрласан ҫӗнӗ ҫынсем-мӗнсем, ҫамрӑкраххисем кил хуҫисене ураран тытса тайӑлаҫҫӗ те киле тухса кайма хатӗрленеҫҫӗ.

Ҫамрӑксем ураран тытса тайӑлса пӗтерсен ваттисем калаҫҫӗ:

Тӑрӑр, ачамсем. Ӗрехмет ҫемҫе чӗлхӗр-ҫӑварӑрсене. Чӗлхӗр ҫинче пыл пултӑр, ҫӑварӑрта ҫу пултӑр. Лешсем тӑраҫҫӗ. Вара ӗрет тепӗр киле кайиччен пурте ҫапла ӗҫсе-ҫисе, юрласа-ташласа савӑнаҫҫӗ.

Статьясем

Шырав

Пайсем

Ҫавӑн пекех пӑхӑр