Пилсемпе кӗлӗсем

Сӗрен хӑвалакансен такмакӗ-сӑмахӗ

 

279

Эй, асаттесем-асаннесем!

Эпир ӗлӗк папайсем каланӑ йӑлапа

Сӗрен хӑваласа ҫӳретпӗр-ха...

Эсир пире хапӑл илетре?

 

Эпир пурте Тӳскел папай йӑлипе

Йӗрке туса ҫӳретпӗр:

Чирлӗ ҫын пулсан —

Чирне хӑваласа кӑларатпӑр,

Хӗрт-сурт писнӗ пулсан —

Ҫавна кӳртетпӗр...

Эсир пире ҫавӑншӑн

Пӗр пилӗк хӗрлӗ ҫӑмарта парӑр;

Пире хисеплесе хапӑл илсен

Турӑ сире тем пек тепӗр

Сӗренччен сывӑ пӑхса усрӗ.

Пӗртен пине ҫиттӗр!

Пӗртен пине ҫиттӗр!

 

Чир-чӗр кайтӑр,

Чир-чӗр кайтӑр!

Турӑ, перекетне пар,

Иксӗлми тивлетне пар!

280

Эй, хуҫа, килте-и?

Ҫапла-ҫапла ҫӳретпӗр,

Авалхи йӑлана пӑрахмастпӑр,

Ҫӗнӗрен йӑла кӑлармастпӑр.

Турчки ҫине мӗн утланать?

Таракана мӗн ҫиет?

Хӑнкӑлана мӗн ҫиет?

Вун ик кукӑль, пӗр чӗрес сӑра!

 

 

Пӗри: Сӗрен! Сӗрен!

Ушкӑнпа: Пире сӑра памасан чир-чӗр тухса ан кайтӑр!

Пӗри: Сӗрен! Сӗрен!

Ушкӑнпа: Пире шерпет памасан чир-чӗр туртса хутлаттӑр!

Пӗри: Сӗрен! Сӗрен!

Ушкӑнпа: Пире укҫа памасан киремечӗ тапӑнтӑр!

Пӗри: Сӗрен! Сӗрен!

Ушкӑнпа: Пире пӑрҫа памасан шӗпӗнпеле аптраттӑр!

Пӗри: Сӗрен, Сӗрен! Пире ҫӑмарта памасан йӗрӗх ҫырлахма ан пӗлтӗр!

Пӗри: Сӗрен! Сӗрен! Пире сӗт-ҫу памасан ӗне сӗтне типӗттӗр!

Пӗри: Сӗрен! Сӗрен! Кӑна эпир ыйтмастпӑр, — пирӗн ачасем ыйтаҫҫӗ.

Пурте: Сӗрен! Сӗрен!

 

Сӗрен те сӗрен тееҫҫӗ,

Ыран та Мункун тееҫҫӗ.

Вун икӗ чӑрӑш пӗр кутран:

Тӑрринчен татас, шан тӑвас,

Ҫурринчен ҫурас, ҫурт тӑвас.

Тӑмана тытрӑм, хуплу турӑм —

Шӑнтарай умне кучченеҫ.

 

 

Тьфу, тьфу! Чир-чӗр вӗҫтӗр, ҫак хулӑсене шыв тӗнче хӗррине ҫӗр тӗпнех илсе кайтӑр, вӗсемпе пӗрле чир-чӗр те, пурте, ҫӑпан-сурансем юхса кайса тӗнче хӗррине ҫитсе ҫӗр тӗпнех анса кайччӑр та пӗрмай аптратаймӗҫӗ. Ой! Ой! Тьфу, тьфу! Чир-чӗр вӗҫтӗр, чир-чӗр вӗҫтӗр! Тунтирсене кураксем пек вӗҫтеретпӗр, чир-чӗр унтан та хытӑ ҫӳлелле ҫавра ҫил пек ҫаврӑнса улӑхса кайтӑр та ҫӑван шӑтӑкнех ҫаврӑнса кайтӑр! Тьфу, тьфу, тьфу! Манӑн чир-чӗре ҫак вут ҫулӑмӗ пӗтӗм ӳт-тиртен явӑнтарса илсе ҫӳле илсе кайтӑр! Вут ҫулӑмӗ илсе кайтӑр! Вут ҫулӑмӗ илсе кайтӑр! Тьфу, тьфу! Мӗнпур чир-чӗр ҫакӑнта юлтӑр ӗнтӗ.

281

Инке, пире ҫӑмарта пар,

Пире ҫӑмарта памасан

Чӑххусене ҫӑхан тытса кайтӑр.

Инке, пире чӑкӑт пар,

Пире чӑкӑт памасан

ӗнӳ хӗсӗр пултӑр.

Ик ҫӑмарта, пӗр кулач!

Ик ҫӑмарта памасан

Чӑххи куҫӗ питрӗнтӗр.

Пӗрҫи кулач памасан

Кӑмаки ҫӑвар ишӗлтӗр.

……………………………………

Таса мартан тасалас!

Эп чир-чӗре парӑнмас!

Статьясем

Шырав

Пайсем

Ҫавӑн пекех пӑхӑр