Пилсемпе кӗлӗсем

Сӗрен вӗҫӗн кӗлли

 

292

Эй, Сӗрен Турӑшӗ, ҫырлах пире, тепӗр Сӗренччен пурӑнма пар пире.

Ирхине, хӗвел юпа ҫӳлӗш хӑпарсан, таврари ялсенчен яш-кӗрӗмсен ушкӑнӗсем Аслӑ Елчӗке пухӑна пуҫларӗҫ. Эпӗ, халиччен Сӗрен тавраш курманскер, юлташҫ чӗннипе кайса курас терӗм. Аслӑ Елчӗке ҫитеспе пире хирӗҫ ачасем утсемпе чуптарса туха пуҫларӗҫ. Вӗсем лашисене ӑмӑртса чуптарас умӗн уҫӑлтарма тухаҫҫӗ-мӗн Сӗрен курма таврари ялсенчен пурте пухӑнаҫҫӗ пулмалла. Пур енчен те праҫник чухнехи пек тумланнӑ ушкӑнсем иртеҫҫӗ. Яла ҫитсен юлташсемпе шкула кӗтӗмӗр. Унта комсомолсем Сӗрен ирттерме комисси суйларӗҫ. Вӗсем мӗнле йӗркепе Сӗрен ирттересси тата парнесене мӗнле салатасси ҫинчен сӳтсе яврӗҫ. Халӑх пухӑнса ҫитсен комисси пуҫлӑхӗ тухса: «Юлташсем, Сӗрен уйра пулать, Кашкӑр ҫырми патне кайӑр», — терӗ. Халӑх вара Кашкӑр ҫырми патнелле кӗрлесе хускалса кайрӗ. Утпа чупакансем унта малтанах ҫитнӗ, халӑха кӗтсе тӑраҫҫӗ. Лашисем, ӑмӑртса чупасса пӗлнӗ пекех. пуҫӗсене суллакаласа, ташласа кӗтсе тӑраҫҫӗ. Халӑх пухӑнса ҫитсен вӗсен пуҫлӑхӗ пӗр пилӗк ҫухрӑма курӑнми ҫӗрех ертсе кайрӗ. Пурте: «Курӑнмаҫҫӗ-и-ха?» тесе кӗтме пуҫларӗҫ. Ак аякран ҫул ҫинче кусан курӑнса кайрӗ. Ҫынсем куҫӗсене илмесӗр ҫӑварӗсене карса кам лаши малтан чупса ҫитессе кӗтсе тӑраҫҫӗ. Унччен те пулмарӗ — пӗр пӗчӗк ҫивчӗ лаша маларах иртме пуҫларӗ. Пӑртак тӑрсан вӑл хашкаса ҫитрӗ. Кӑтартнӑ чикӗ тӗлне ҫитнӗ-ҫитменех пӗчӗккӗрех ача лашине чарче те тӗк пек сиксе анчӗ. Ӑна лайӑх саттин тутӑр пачӗҫ; тутӑрне лаши ҫилхи ҫумне ҫыхса ячӗ. Иккӗмӗш ҫитекене ал шӑлли пачӗҫ.

Пӑртак тӑрсан ҫуран чупакансем пӗр ҫухрӑма яхӑн кайрӗҫ. Малтан чупса ҫитекенсене виҫҫӗшне те лайӑх тутӑр пачӗҫ. Каярах ҫитекенсене нимӗн те лекмерӗ.

Чупу хыҫҫӑн ҫынсем ял патнелле пычӗҫ. Унччен те пулмарӗ, ыраш пуссинчен трактор кӗрлесе тухрӗ. Ӑна кӳршӗ тутар ялӗнчен хресченсене кӑтартма илсе пынӑ-мӗн...

Кӑнтӑрла иртсен пӗтӗм ялсенчен пухӑннӑ яш-кӗрӗм вӑйӑ выляма тытӑнчӗ. Вӑйӑ салансан ухатаканнисем кӗрешме пуҫларӗҫ. Малтан ачасенчен пуҫларӗҫ. Кӗрешекенсене, ҫӗнекенсене, пӗрер тутӑр пачӗҫ. Ҫапла Сӗрене уяваласа ирттерчӗҫ.

Статьясем

Шырав

Пайсем

Ҫавӑн пекех пӑхӑр