Пилсемпе кӗлӗсем

Нарӑс уявӗн йӗркипе кӗллисем

 

238

Чӑваш ҫынни чӑн малтан чӳк тӑвас умӗн харкам хӑй ҫемйипе мунча хутса кӗрсе, сӑвӑнса, тасалса тухать. Тепӗр кун е ҫав мунча кӗрсе тухнӑ куннех хӗрарӑмсем чӳк тума тесе ҫатма ҫимӗҫсем пӗҫермешкӗн ҫур тырри ҫӑнӑхӗсем аласа, чусталаса лартаҫҫӗ, унтан тата пӑтӑ пӗҫерме кӗрпе авӑсса хатӗрлесе хураҫҫӗ. Тепӗр кун ирхине ирех килти хӗрарӑмсенчен пӗри пысӑк кӑмакине чӗртсе вут хута пуҫлать. Килте ытти хӗрарӑмсем пушӑ пулсан ҫӗркӗ ҫӑрса лартнӑ чустасенчен ҫатма ҫимӗҫсем пӗҫерме тытӑнаҫҫӗ: хӑшӗ йӑвачасем, хӑшӗ тата юсмансем. Ҫапла туса ӗлкӗртнине пӗр кӑмака умӗнче хӗрарӑмӗ ҫав ҫимӗҫсене ҫатма ҫинче пӗҫерсе сарӑ ҫупа ҫуласа пӗр пушӑ савӑт ҫине хурса пуҫтарса лартать. Ҫав вӑхӑта чӳк пӑтти пӗҫермелли хуранне те ҫуса ҫакаҫҫӗ. Юсмансене, йӑвачисене хӑйсене ҫителӗклӗ пӗҫерсе ҫитерсен, ҫав пысӑк кӑмакинех кӑмрӑкпа кӗлсенчен чипер кӑна шӑлса тасатсан, пӗр пашалу пӗҫереҫҫӗ. Ӑна пилӗк сӑмсаллӑ унтан тата варрине йӗтӗр вӗҫӗпе пусса шӑтӑк тӑваҫҫӗ. Ҫав шӑтӑкне пирӗн чӑвашсем пашалу кӑвапи теҫҫӗ. Пӑттипе пашалӑвӗ те ӗлкӗрсен чӳк тума хатӗрлене пуҫлаҫҫӗ: пиҫнӗ пӑттине пӗр кӗҫӗн хуран ҫине антарсан варрине куҫ туса ирӗлнӗ сар ҫу тултараҫҫӗ, пӗр кашӑк хураҫҫӗ. Унтан тата тепӗр пушӑ тирӗк ҫине пилӗк сӑмсаллӑ пиҫнӗ пашалу, пӗр ҫӗҫӗ хурӑҫҫӗ. Вӑл вӑхӑтра чӳк тума тухмалли ватти питне супӑньпе ҫуса шурӑ ал шӑллипе шӑлса тасатать. Иккӗн тухма тусан юлташӗпе ҫапла питне ҫуса тасатса типӗтеҫҫӗ. Хӗрарӑмсем те кусене чӳк тунӑ ҫӗре илсе тухмалли япалисене пурне те хатӗрлесен, ҫав арҫыннисемех, питне ҫунисем, ҫине е кӗрӗк, е сӑхман тӑхӑнсан, пуҫӗсене ҫӗлӗксем те тӑхӑнсан, хай хатӗрлесе хунӑ хуранта пиҫнӗ пӑттипе леш пашалӑвӗ тиркипе, ҫӗҫҫипе пӗрле, иккӗшӗ пӳртрен йӑтса тухса, кӑшт варрине (ҫуллен чӳк тӑвакан ҫӗре) кайса, хуранӗпе тиркине хӑйсем умне лартса, хӗвеле хирӗҫ юнашар тӑрса, асли сылтӑм енне, кӗҫӗнни сулахай енне тӑрса, ҫӗлӗкӗсене хывса сулахай хул айне хӗстерсен, иккӗшӗнчен пӗри, хӑшӗ аслӑраххи (пӗлсен — иккӗшӗ те) Турра ак ҫапла кӗлтӑва пуҫлаҫҫӗ:

Эй, мӗн ырӑ ҫут ҫанталӑка туса тытса тӑракан ҫӳлти Турӑ. Эпир санпа кӗҫӗн ҫӑва тухнӑ йӗркепе, пӗр хуран пиҫнӗ пӑтӑпа, пилӗк сӑмсаллӑ, кӑвапаллӑ пашалупа чӳк туса, ӳксе пуҫҫапатпӑр, тавтапуҫ сана, Турӑҫӑм, Пӳлӗхҫи! Пире ҫемьепе выльӑх-чӗрлӗхе хӗл каҫарса ҫӑва кӑлармашкӑн, ӳлӗмрен те ҫапла хамӑра ҫемьепе, выльӑх-чӗрлӗхпе тырра-пулла чипер усраса тата ҫапла Хӑна мухтаса кӗлтума пӳрччӗ. Пире, ҫылӑхлӑскерсене, ҫылӑхран каҫарса, хӑвӑн мухтавлӑ ятупа усраса пурӑн. Ҫырлах, аминь.

Ҫак сӑмахсемпе асӑнса кӗлтунӑ чухне пуҫсене кӑшт пӗшкӗртсе тайла-тайла илеҫҫӗ. Хутран-ситрен тата ҫӗлӗкӗсене хывса пуҫӗсене хурса виҫӗ хутчен ҫӗре ӳксе пуҫҫапса илеҫҫӗ. Ура ҫине тӑрсан виҫ-тӑват сӑмахпа каласа кӗлтӑваканнисенчен пӗри хуран ай тиркине кӑшт аллипе тытса пӑхать. Тепре ӳксе пуҫҫапсан кайран вара хӑй тирки ҫинчи ҫӗҫҫипе пашалу кӑвапине йӗри-тавра ҫавӑрса касса илсе алӑ валли тӑвать. Пашалӑвне каскаласа татӑк тӑвать, пашалу сӑмсине алӑ валли те туса леш кӑвапипе пӗрле, вӗҫен кайӑксене тесе-и, пӑхса тӑракан еннеллех хуралтӑ ҫинелле ывӑтса ярать. Ытти татӑкӗсене, алӑ валли тунисене, хӑйсем иккӗшӗ пӗрер кашӑк пӑтӑ ӑсса, кӑҫпа пуҫса астивсе ҫисе пӑхаҫҫӗ. Чи юлашкинчен каллех тав туса Турра ӳксе пуҫҫапаҫҫӗ те тӑрсан вара иккӗш те «Ҫырлах!» — тесе, ҫӗлӗкӗсене тӑхӑнса, хӑйсем йӑтса тухнӑ савӑтсене, чӳкленӗ ҫимӗҫсемпе каллех пӳртелле кайма тесе, хӗвел майнелле ҫаврӑнса, кӗлтума тухнӑ чухнехи пек, умлӑ-хыҫлӑ утса йӑтса кӗрсе каяҫҫӗ. Хуранлӑ пӑттипе йӑтса тухнӑ тиркине пӳрте илсе кӗрсен пысӑк кӑмака умне пырса лартать. Хӑй тутансан кайран вара юлашкине хуран ҫумне юнашар лартать. Хӗрарӑмсем унччен вӗсем тултан чӳк туса кӗнӗ ҫӗре, тата ытти урӑх пӗчӗкҫӗ юсман тиркисем ҫине икшер юсман та пӗрер ывҫӑ йӑвача хурса хатӗрлесе хураҫҫӗ.

Хуран пӑттипе тула чӳклеме тухаканнисенчен пӗри, ватӑраххи, чӳкленӗ ҫимӗҫсене пӳрте вучах умне кӳртсе лартсан, кайран вара пушансан, ҫав хатӗрлесе хунӑ тиркӗсене хӗрарӑмсенӗн аллинчен илсе каллех ҫапла Турра кӗлтума (ку ҫулӑн кирек хӑҫан хӑй пӗтичченех) пӑлтӑра йӑтса тухса, хӗвел тухӑҫ еннелле пӑхса тӑрса, юсман тиркине аллинче тытса Турра кӗлтӑва пуҫлать. Пуҫне тӑхӑннӑ ҫӗлӗкне, паҫӑрхи пек, сулахай хул айне хӗстерсе тайла-тайла пуҫҫапать. Пӑлтӑрта кӗлтунӑ чухне ҫӗре ӳксе пуҫҫапни ҫук. Сӑхсӑхса вӑл-ку чӑвашӑн тӗнче йӑли пӗртте ҫук. Малтан йӑтса тухнӑ тиркине ҫут ҫанталӑка туса тытса тӑракан ҫӳлти Туррӑн ашшӗне асӑнать, ун хыҫӗнчен ытти тиркисемпе ыттисен ячӗсене асӑнса кӗлтӑва-кӗлтӑва пуҫҫапать. Ҫӑва тухнӑ е хӗле кӗнӗ йӗркепе Чапӑрлӑ ялӗнчен пулса кайнӑ ялсем ак ҫапла кӗлтӑваҫҫӗ: 1. Тур ашшӗне. 2. Тур амӑшне. 3. Пӳлӗхҫе. 4. Кепене. 5. Пихампара. 6. Пирӗштие. 7. Хӗрлӗ ҫыра. 8. Ҫӗрти патшана. 9. Вулӑра выртан ырӑсене.

Кӑсене ҫапла юсмансемпе, йӑвачасемпе уйрӑм-уйрӑм асӑнаҫҫӗ.

239

Турӑ! Тӗнче тытса тӑран Хӑват! Каҫар пире!

Турӑ, пире (мана) йывӑрлӑха ан хӑвар. Телейлӗ пурӑнмалли ҫанталӑк пар!

Пире нумай ывӑлпа хӗр парнеле, Турӑ! Пире пурӑнмалӑх тыр-пула пултар, йӗтемсемпе кӗлетсене пушӑлла ан тӑраттар!

Турӑ! Пире (мана) ҫӑкӑр-тӑвар, пыл, ӗҫме-ҫиме, канлӗхпе сывлӑх ҫителӗклӗ пар! Турӑ! Пирӗн картишне туллиех лаша, ӗне выльӑх, сурӑх, качака тӑмалӑхне пар.

Турӑ! Пирӗн кил-ҫурта пилле, килен-каякана тивӗҫлӗ йышӑнмалӑхне, тӑрантарса, ӑшӑтса кантармалӑхне пар! Турӑҫӑм! Ҫӗре тытса тӑракана пиллӗх пар!

240

Эй, мӗн ырӑ ҫут ҫанталӑка туса тытса тӑракан ҫӳлти Турӑ!

Эпир Сана, кӑҫал ҫӑва тухнӑ йӗркепе, пӗр хуран пиҫнӗ пӑтӑпа, пилӗк сӑмсаллӑ-кӑвапаллӑ пашалупа чӳк туса, тав туса ӳксе пуҫҫапатпӑр; тавтапуҫ сана, Турӑҫӑм, Пӳлӗхҫӗм; пире ҫемьепе, выльӑх-чӗрлӗхпе хӗле чипер каҫарса ҫӑва кӑларнӑшӑн. Ӳлӗмрен те ҫапла хамӑра, ҫемьене, выльӑх-чӗрлӗхе, тырра-пулла чипер усраса тата Хӑвна ҫапла мухтаса кӗлтума пӳртер. Пире, ҫылӑхлӑскерсене, ҫылӑхран каҫарса хӑвӑн мухтавлӑ ятӑра усраса пурӑн. Усал тӑшмансенчен, вут-кӑвартан пире упраса пурӑн. Ҫырлах, аминь!

Статьясем

Шырав

Пайсем

Ҫавӑн пекех пӑхӑр