Мӑнкун уявӗ
Ҫӗр ӗҫӗпе пурӑнакан халӑхсен аслӑ уявӗсенчен пӗри — Мӑнкун, Кивӗ ҫула ӑсатса Ҫӗнӗ ҫула хаваслӑн кӗтсе илни. Ӗлӗксенче ӑна кун таврӑнсан чун кӗнӗ кун — юн кун пуҫланӑ та тепӗр юн кунччен палӑртнӑ. Мӑнкуна пуҫланӑ куна Аслӑ Калӑм тӗнӗ, юлашки кунне — Кӗҫӗн Калӑм.
Чӑваш тӗнӗ-йӗрки аслӑ ҫут ҫанталӑкпа несӗл ваттисене пуҫ тайнинчен тӑрать. Мӑнкун эрнинче вӗсене черетпе чысланӑ. Анатри чӑвашсем Мӑнкуна кил-йышпа кӑна ирттернӗ, вирьялсем шилӗке пысӑк кӗлӗ тума пухӑннӑ.
Аслӑ Калӑм кунӗ — ҫут ҫанталӑка хисеплемелли вӑхӑт. Турра пуҫ тайнӑ, пӑтӑпа чӳкленӗ, кӗлӗ туса, пичке пуҫласа савӑш курки ҫӗкленӗ, ӗрет палӑртнӑ. Этем ывӑлӗ-хӑрӗшӗн, выльӑх-чӗрлӗх ӗрчевлӗхӗшӗн, кӑҫал ӳсес тыр-пулшӑн кӗлӗсем каланӑ. «Турра асӑнас та, хамӑрӑн та наян пулас мар, вӑй пухас та вӑр-вар ӗҫлес», — тенӗ хура халӑх.
Вара несӗл ваттисене аса илнӗ, вӗсем вӗрентсе хӑварни вырӑнлӑ пуласса пӗлнӗ.
Ваттисене асӑнмалли куна Ҫурта кунӗ тесех каланӑ. Вӑл Аслӑ Калӑм хыҫҫӑн тепӗр кунне пулса иртнӗ. Ҫапла вара, Мӑнкун эрнинче пӗр вӗҫрен виҫӗ пысӑк уяв пырать: Калӑм, Ҫурта кунӗ, Сӗрен.
Мӑнкун хавасне ача-пӑча тӑванӗсем патне кайса чӑх ҫӑмарти улӑштарнинчен пуҫлать. Ҫӑмарта пӗҫернӗ-пӗветнӗ чухне кил-ҫурта тӗтӗреҫҫӗ, пухнӑ ҫӑмартасене пӗрле ҫинӗ чухне «ҫӑмарта паттӑрне» тухаҫҫӗ.
Ҫумпайсем
Мӑнкун туни (241-242)
Мӑнкун ҫӑмарти пухни (243)
Ҫӑмартасене панӑ чухне калани (244)
Ҫӑмартапа паттӑрлатни (245)
Кил-ҫурта, пахчана тӗтӗрнӗ чухнехи сӑмах (246)
Мӑнкун (247-250)
- Кӗлӗ тата пил сӑмахӗсем
- Ӑрӑмлӑ сӑмахлӑх: пилпе халал, тупа, кӗлӗ-сӑрман тата вӗсене каламалли йӗркесем
Шырав
Пайсем
- Харкам сӑвап, сунӑм, тупа
- Тӗнче хӑвачӗсене чыслани
- Ҫурхи тата ҫуллахи уявсемпе чӳк кӗллисем
- Хӗле кӗнӗ йӗркепе калакан кӗлӗсем
- Кил-йышри кулленхи йӑласемпе кӗлӗсем
- Пытару йӗркипе сӑмахлӑхӗ
- Асӑну йӗркипе сӑмахлӑхӗ
- Хресчен ӗҫӗн кӗллисем
- Мӑчавӑрсем халӑха каланинчен