Пилсемпе кӗлӗсем

Калӑм

Аслӑ е Мӑн Калӑм — кивӗ ҫулӑн юлашки эрни. Вӑлах Ҫӗнӗ ҫула кӗтсе илни те. Киввине чыслӑ ӑсатса ҫӗннине пысӑк ӗмӗтсемпе кӗтсе илме малтанах хатӗрленнӗ.

Юн кун ирех, хӗвел тухичченех, урамра кӑвайт чӗртнӗ, вут ҫине ҫӑкӑр касӑкӗ, ҫӑмарта хунӑ, шыв сирпӗтнӗ май кӗлӗ каланӑ. «Ҫут ҫанталӑк тулӑх пултӑр, ваттисем тутӑ ҫӳреччӗр», — тенӗ. Кӑвайт ҫине шӑлса пухнӑ ҫуп-ҫапа кӑна мар, улӑм та хунӑ. Ӑна леш тӗнчери тӑвансене ҫутӑпа ӑшӑ парас тесе ҫунтарнӑ.

Ачасем тӑванӗсем патӗнчен ҫӑмарта улӑштарса тухнй хыҫҫӑн кӑвайт патне пухӑннӑ, пӗр-пӗринпе ҫӑмарта ҫапса «паттӑра» тухнӑ. Вара пурте кӑвайт урлӑ виҫҫӗрен кая мар сике-сике каҫнӑ. Киле каяс умӗн ял илтмелле кӑшкӑрнӑ: «Килӗр! Килӗр, паппайсем! Килӗр, килӗр, ачасем! Мӑнкун тума тухӑр, выляма-кулма пуҫтарӑнӑр!» — тесе саланнӑ.

Килсенче Аслӑ Калӑма кӗтсе апат-ҫимӗҫ хатӗрленӗ, кил-ҫурта капӑрлатнӑ. Хӑнасем киличчен чӑх пусса калӑм пӑтти пӗҫернӗ. Килти е ратнери тӑванӗсемпе пуҫтарӑнса сӗтел хушшине ларнӑ, кӗлӗсем каласа пурте пӗрле апатланнӑ. Унтан урама тухнӑ, кӑвайт патӗнче, тӑвайккире, уҫланкӑра, чуччу анинче курса ҫӳренӗ, ача-пӑчапа яш-кӗрӗм ӑмӑртӑвӗсене пӑхнӑ.

Мӑнкун иккӗмӗш кунӗ — Ҫурта кунӗ. Малтанхи кун ҫут ҫанталӑк ытамӗнче савӑнса-кулса ҫӳренӗ пулсан Ҫурта кунӗнче тӑвансем пурте ваттисене асӑнма тӗп киле пухӑннӑ. Тӗп килте алӑк патне сӗтел лартнӑ. Ҫав сӗтел ҫине чартал вырнаҫтарнӑ, тӑвансенчен кашнин ятне ятарласа каласа пӗрер ҫурта ҫутнӑ. Ку вӑхӑтра ыттисем пурте сӑра астивнӗ, вилнӗ ҫын валли пушӑ савӑта ятарлӑн тумлатнӑ.

Ҫурта кунӗнчен пуҫласа тӑвансен ӗречӗ пуҫланнӑ. Вӗсем пурин патне те йӗркипе ҫитсе хӑналаннӑ. Калаҫнӑ, кама мӗнпе пулӑшмаллине палӑртнӑ, пурри-ҫуккине, ырлӑхне-хурлӑхне пӗрле пайланӑ.

Статьясем

Шырав

Пайсем

Ҫавӑн пекех пӑхӑр