Пилсемпе кӗлӗсем

Мӑнкун туни

 

241

Мӑнкун ҫитнӗ чух пӗр эрнерен чӑвашсем пурте сӑра тӑваҫҫӗ. Мӑнкун кунӗ икерчӗ пӗҫереҫҫӗ те чашӑкпа ҫӗтел ҫине лартаҫҫӗ тата кӳршисене чӗнеҫҫӗ. Пӗр ватӑ ҫынни чашӑкри пӑтӑ ҫине кашӑксем тӑрӑнтарса хурать, кашӑксем ҫине пуҫламан ҫӑкӑр хурать те ура ҫине тӑрса ҫав пӑтӑпа, сӑрапа чӳклеҫҫӗ. Вара унта тата ҫӑмарта нумай пӗҫереҫҫӗ. Вӑл ҫӑмартисене кӗлтуса пӗтерсен ҫынсерен валеҫеҫҫӗ те пӗр-пӗринпе ҫапӑҫтараҫҫӗ. Хӑшин ҫӑмарти ванмасть, вӑл ҫынна вара сӗтел хушшине лартса пуҫҫапаҫҫӗ. Вӑл ҫын паттӑр пулать вара.

Тепӗр кун вара сӗтпе ҫӑмарта яшки пӗҫереҫҫӗ, икерчӗ пӗҫерсе, алӑк патне сӗтел лартса ҫурта ҫутаҫҫӗ, алӑк патӗнчи стена ҫумне икӗ е виҫӗ кунтан сӑрипе ҫӑмарта яшкине, икерчине витре ҫине тураса хываҫҫӗ. Малалли кун ахаль кӑна ӗҫеҫҫӗ.

242

Эпӗ астӑвасса пирӗн ялта ак ҫапла праҫниксене уявлатчӗҫ: Мӑнкун, Ҫимӗк, Ака-туй, Ҫинҫе, Кӗр сӑри (тепӗр тӗрлӗ Чӑх сӑри), Сурхури, Кӗшерни, Ҫӑварни. Кашни эрнере — Эрне кун. Чи аслӑ праҫник Мӑнкунччӗ. Ӑна пит чаплӑ тӑватчӗҫ. Пӳртсене ҫуса тасататчӗҫ. Ыран Мӑнкун тенӗ чух мунча хутса кӗретчӗҫ, чи лайӑх тумтирсене тӑхӑнатчӗҫ, атӑ пуррисем урана атӑ тӑхӑнатчӗҫ, атӑ ҫуккисем ҫӗнӗ ҫӑпата тӑхӑнатчӗҫ. Ӗҫме-ҫиме тутлӑрах апатсем хатӗрлетчӗҫ, виҫӗ-тӑватӑ пичке сӑра тӑватчӗҫ, эрех сахал илетчӗҫ, чей ӗҫекен ялта та пӗр ҫын ҫукчӗ.

Пирӗн аттесем ҫамрӑк чухне Мӑнкуна юн кун (хӑрушӑ эрнере) пуҫлатчӗҫ тет. Эпӗ астӑвасса Мӑнкун пирӗн ялта, хальхи пекех, вырсарни кун пуҫланатчӗ. Малтанхи кунне «Калӑм кунӗ» тетчӗҫ. Вӑл кун хамӑр ӑрурисем-ратнесем пуҫтарӑнса (мӗн пурӗ виҫӗ кил анчахчӗ) килтен пичке пуҫласа калӑм пӑтти ҫисе ҫӳретчӗҫ.

Кашни килте пичке пуҫласа ӗҫетчӗҫ, пӑтӑ чӳклесе ҫиетчӗҫ. Ратнере пӗр ватти, кӗлӗсене пӗлекенни, кӗлтӑватчӗ. Кашни килтех ӗҫетчӗҫ, ҫиетчӗҫ. Ҫамрӑк хӗрарӑмсем (кинӗсем) ваттисене (хуняшшӗпе хунямӑшне) пуҫҫапса салам паратчӗҫ, пӗр-икӗ ҫавра юрӑ юрласа илетчӗҫ, вара тепӗр киле тухса каятчӗҫ. Калӑм кун кирек кам патне пырсан та «калӑм пӑтти тутлӑ пултӑр» тесе чӗнетчӗҫ. Ҫамрӑккисем выльӑх пӑхатчӗҫ, урама кайса ҫӳретчӗҫ, мӑйӑр ҫиетчӗҫ, алпа мӑйӑрсене чӑмӑртаса тытса пӗрне-пӗри «ыттӗкел» тетчӗҫ. Ял варне чуччи ярӑнмалли тӑватчӗҫ, унта ҫамрӑксем ярӑнма тухатчӗҫ. Чӑвашсем Калӑм кун тӑвакан кӗлӗсене эпӗ Кив Шешкелӗнче ҫырса илнӗччӗ.

Мӑнкунӑн иккӗмӗш кунӗнче ваттисене (вилнисене) асӑнӑтчӗҫ. Вӗсене асӑнма чӑхӑ пусса пӗҫеретчӗҫ, пӑтӑ, хӑпартусем, кулачӑсем пӗҫеретчӗҫ. Ваттисене асӑннине пирӗн «вил хыв» тетчӗҫ. Мӑнкун чух вилӗсене ак ҫапла хыватчӗҫ: хӗвел каҫ енне кайсан алӑк патне сӗтел лартатчӗҫ, сӗтел ҫине чӑх яшки, пӑтӑ антарса лартатчӗҫ, кулачсем, хӑпартусем хуратчӗҫ, пӗр витре сӑра ӑсса лартатчӗҫ. Вӑрӑм сак ҫине пӗр пысӑк алтӑр тата пӗр пысӑк чара лартатчӗҫ. Вӑрӑм сак тӗлне ҫӳлерех пӗр пуччушши (пушӑт йывӑҫҫи) ҫапса ҫыпӑҫтаратчӗҫ, ун ҫумне ҫуртасем ҫутса ҫыпӑҫтарса лартатчӗҫ, кашни вилӗ ячӗпе пӗрер ҫурта лартатчӗҫ. Ҫуртисене эпир килте ӑвӑсран хамӑр тӑваттӑмӑр, варрине сӳс хурса алпа йӑваласа тӑваттӑмӑр. Ӗҫмелли-ҫимеллисене хатӗрлесе ҫитерсен ҫуртисене ҫутатчӗҫ те хывма тапрататчӗҫ. Чи малтан атте хыватчӗ, ун хыҫӗнчен анне, унтан вара эпир аслисенчен пуҫласа кӗҫӗннине ҫитиччен черет тӑрӑх пыра-пыра хываттӑмӑр. Хывнӑ чухне кашни виле ятне каласа асӑнаттӑмӑр, пӗрер татӑк аш, пӗрер татӑк ҫӑкӑр тата-тата чара ҫине «умӗнче пултӑр» тесе пӑрахаттӑмӑр. Унтан куркапа сӑра ӑсса асӑнаттӑмӑр, вилнисен ячӗсене каламассерен курка ҫинчи сӑрана пӑртаккӑн юхтарса алтӑра яраттӑмӑр. Аслӑ аттесене, вилнӗ тӑвансене ҫапла асӑнса пӗтерсен чари те, алтӑрӗ те туллиех тулатчӗҫ, ҫуртисем те ҫунса пӗтетчӗҫ. Ҫурта тӗпӗсене пуччушши ҫумӗнчен хӑйпӑтса илсе чара ҫине пӑрахатчӗҫ те сӳнтеретчӗҫ, унтан вара вилесене асӑнса панӑ (хывнӑ) татӑксене, сӑрине те тула илсе тухса пӳрт хыҫне кайса тӑкатчӗҫ. Унта йытӑсем пырса мӗн кӑларса тӑкнине пӗтӗмпех ҫисе яратчӗҫ.

Мӑнкун виҫҫӗмӗш кунӗнче халӑх йӗрки пуҫланатчӗ. Пирӗн ялта халӑх йӗркине икӗ ушкӑнпа тӑватчӗҫ: малти ушкӑн, кайри ушкӑн. Кашни кун тӑват-пилӗк киле кӗрсе ӗҫетчӗҫ. Пуянсем те, чухӑннисем те пӗрле ҫӳретчӗҫ, юрлатчӗҫ, ташлатчӗҫ, сӑмахлатчӗҫ; чӳклесси, кӗлтӑвасси ҫукчӗ. Мӑнкун эрни тухнӑ ҫӗре халӑх йӗрки те пӗтетчӗ.

Аттесем каланӑ тӑрӑх, ӗлӗк пирӗн ялта Мӑнкун эрнинче Сӗрен тунӑ тет. Эпӗ астӑвасса вӑл йӑла ҫукчӗ; Самар кӗпӗрнинчи чӑвашсем ӑна халӗ те тумасӑр хӑвармаҫҫӗ.

Статьясем

Шырав

Пайсем

Ҫавӑн пекех пӑхӑр