Ҫӑпата ҫунтарни
290
Мункунра юлашки кунӗнче пӗр йӑла тӑваҫҫӗ. Ҫав куна вӗсем Кӗҫӗн Калӑм кунӗ е Ҫӑпата ҫунтарнӑ кун теҫҫӗ.
Ҫав кун валли ҫунтарма — ҫӗтӗлнӗ ҫӑпатасене наклӑхах кӑмакана пӑрахса ҫунтармаҫҫӗ — яланах Калӑм кунӗ валли пӗр хӳтӗ ҫӗре пуҫтараҫҫӗ.
...Ҫӑпатана кӑмакара ҫунтарсан таракан пит ӗрчет теҫҫӗ.
...Капӑртмана хӑшӗ юн кунах пӗҫерсе хураҫҫӗ, хӑшӗ кӗҫнерни кун ирех тӑрса пӗҫереҫҫӗ.
Вара асанне сумлӑрах сӗтел ҫиттипеле капӑртма чылай илетчӗ, аттепеле пӗртӑванӗ пӗр кӑкшӑмпа е витрепе сӑра илетчӗҫ те каятчӗҫ. Эпӗ... ҫӑпатасене ҫурӑм ҫине ҫакса вӗтӗртетсе пыраттӑм.
Ҫырмана ҫитсессӗн ҫӑпатасене пӗр ҫӗре купалаҫҫӗ те, вара пӗр ватӑ, вӑл-ку йӑла таврашне ӑста пӗлекен ҫын, кӗлӗ каласа тивретсе ярать.
Пиллеччӗр, ҫырлахчӑр, акӑ асӑнса, хисеплесе эткер пухӑнса хыватпӑр; тек хывмастӑр тесе тытса ан аптӑратӑр. Ҫак тӗрлӗ халӑх пухӑнса, ҫак тӗрлӗ хисепленипелен те лӳк курмасассӑн урӑх вара тӗрлӗ-мерлӗ ыйтса ан аптӑратӑр.
Тата та нумай калать никак та ... ӑна тӑнласах тӑман ... ҫимӗҫсенчен пӗртак тата-тата пӑрахаҫҫӗ. Кайран юрлаҫҫӗ: хӗрарӑмсем хӑнкрав сасси пек сасӑсемпе шӑнкӑртаттараҫҫӗ, ар ҫынсем упа сасси пек сасӑпа хӳнкӗртеттереҫҫӗ. Тата йыттисем те хайхи хывса пӑрахнисене ҫинӗ чухне хӑйсем ... тӗрлӗ ҫӗрте тӗрлӗ сасӑпа харкашса тулашаҫҫӗ.
Таврӑнас умӗн пурте вут урлӑ кӗлӗ каласа каҫаҫҫӗ:
Пиллеччӗр, ҫырлахчӑр, тьфу, тьфу, тьфу! Чир-чӗр вӗҫтӗр! Мана килес ҫула ҫак вӑхӑта ҫитмелле пултӑр, пур хӗн-асапа ҫак вут ҫулӑмӗ илсе кайтӑр.
- Кӗлӗ тата пил сӑмахӗсем
- Ӑрӑмлӑ сӑмахлӑх: пилпе халал, тупа, кӗлӗ-сӑрман тата вӗсене каламалли йӗркесем
Шырав
Пайсем
- Харкам сӑвап, сунӑм, тупа
- Тӗнче хӑвачӗсене чыслани
- Ҫурхи тата ҫуллахи уявсемпе чӳк кӗллисем
- Хӗле кӗнӗ йӗркепе калакан кӗлӗсем
- Кил-йышри кулленхи йӑласемпе кӗлӗсем
- Пытару йӗркипе сӑмахлӑхӗ
- Асӑну йӗркипе сӑмахлӑхӗ
- Хресчен ӗҫӗн кӗллисем
- Мӑчавӑрсем халӑха каланинчен