Калӑм вӗҫӗ
291
Мӑнкун эрни тухнӑ кун, Кӗҫӗн Мӑнкун кунӗ, ялти пур килӗрен те пӗрер витре сӑра, тирӗкпе ҫӑкӑр, ҫӑмартасем илсе мал еннелле таса ҫерем ҫине тухнӑ. Витрине те, тирӗкне те тутӑр витсе тухнӑ. Сӑраллӑ витрисене, ҫӑкӑрлӑ тиркисене умӗсене лартса, хӑйсем чӗркуҫленсе ларса пуҫҫапаҫҫӗ те ак ҫапла кӗлтӑваҫҫӗ:
Эй, Турӑ, ан пӑрах, ырлӑх пар, сывлӑх пар, ҫултан ҫула савӑнӑҫ пар, ҫичӗ тӗрлӗ тыррӑм-пуллӑма асӑнатӑп, тӑррине тутлӑх пар, тӗпне питлӗх пар.
- Кӗлӗ тата пил сӑмахӗсем
- Ӑрӑмлӑ сӑмахлӑх: пилпе халал, тупа, кӗлӗ-сӑрман тата вӗсене каламалли йӗркесем
Шырав
Пайсем
- Харкам сӑвап, сунӑм, тупа
- Тӗнче хӑвачӗсене чыслани
- Ҫурхи тата ҫуллахи уявсемпе чӳк кӗллисем
- Хӗле кӗнӗ йӗркепе калакан кӗлӗсем
- Кил-йышри кулленхи йӑласемпе кӗлӗсем
- Пытару йӗркипе сӑмахлӑхӗ
- Асӑну йӗркипе сӑмахлӑхӗ
- Хресчен ӗҫӗн кӗллисем
- Мӑчавӑрсем халӑха каланинчен