Пилсемпе кӗлӗсем

Аслӑ калӑм йӗрки

 

256

Аслӑ калӑма юн кун тунӑ. Ӑна хаваслӑ ирттернӗ, пурте ҫӗнӗ кӗпе-йӗм тӑхӑннӑ, ӗҫлемен, хӑнана ҫӳренӗ.

Хӑнана-мӗне кайнӑ-килнӗ чух урамра тӗл пулакана: «Калӑм пӗрле пултӑр, уяв хӑтлӑ пултӑр!» — тесе салам панӑ; мӑйӑр, ҫӑмарта, кучченеҫ парса хӑналанӑ.

Хӑна-вӗрлене урамӑн-урамӑн ирттернӗ. Вӑтаҫӗр пӗрмаях малтанхи кун хӑна пуҫтарнӑ. Унтан, пӗр ҫулхине Тукас, тепӗр ҫулхине Малти картиш ылмашса иккӗмӗш кун хӑна пӑхнӑ. Юлашкинчен, тӑваттӑмӗш кунӗнче, Ҫырма картишне кайнӑ. Хӑш урам хӑналать, ҫав урамри ратне-хурӑнташсем патне ҫӳренӗ. Черетпе килӗрен киле кӗрсе тухнӑ. Хӑнасене ратне ватти ертсе ҫӳренӗ.

Кил хуҫисем хӑна-вӗрле пӑхма сӑра лартнӑ, эрех тунӑ, апат-ҫимӗҫ пӗҫерсе хатӗрленӗ.

Хӑна-вӗрлесем палӑртнӑ вӑхӑта пуҫтарӑнса ҫитсен, ратне ватти каланипе, пурте ура ҫине ҫӗкленнӗ, алӑка уҫса алӑк патнелле пӑхса тӑнӑ. Кил хуҫи ратне ваттине тӑватӑ курка сӑра тултарса панӑ, вара ратне ваттине ҫапла каланӑ:

— Ӗнтӗ, ӗмпиччей, аслӑ калӑм чысӗпе Турра асӑнар пуль, — тенӗ.

Вара тин ратне ватти кил хуҫи ячӗпе, асӑну йӗркине пуҫлать.

— Аслӑ Калӑм ячӗпе, ӑшӑ питпе, ӑшӑ чунпа, ҫемҫе кӑмӑлпа, ҫемҫе чӗлхепе хуҫа калать, Турра асӑнать, витӗнет, тав тӑвать, пуҫҫапать. Пиҫнӗ ҫимӗҫӗпе, тунӑ хурҫипе, ачи-пӑчипе, килӗ-йышӗпе, кӳршӗ-кӳпӗпе, хурӑнташ-ӑрӑвӗпе, ӑратни-вӑрлӑхӗпе тав тӑвать, пуҫҫапать, тайӑлать, витӗнет. Ҫырлах!

Вара ыттисем пурте: «Ҫырлах!» — теҫҫӗ, пуҫ таяҫҫӗ. Ратне ватти малалла калать:

— Пӗлни пулать-и, пӗлменни пулать-и, малтан каласси кая юлать-и, кайран каласси малтан пулать-и, калама пӗлмест тесе ан кала, йӗркине пӗлмест тесе ан ятла. Айван кӗллӗме хуш хурса хапӑл ил. Мӗн ӗмӗтленнӗ ӗмӗте ҫитерсе тӑр.

Виҫӗ тӗслӗ тыррӑма-пуллӑма уя кӑларса сапсан тӗпне питлӗхне парӑсӑринччӗ тесе хуҫа асӑнать, витӗнет, тав тӑвать, пуҫҫапать. Ҫырлах. Ыттисем пурте: «Ҫырлах», — теҫҫӗ те алӑк патнелле пуҫ таяҫҫӗ.

Ратне ватти малалла каласа каять:

— Пӗр пӗрчӗ вырӑнне пин пӗрчӗ парӑсӑнччӗ, ывӑҫласа сапнине ытамласа илме парӑсӑнччӗ, акнӑ тыррине хулӑмлӑх парӑсӑнччӗ, ашкӑрса ӳсме нӳрӗк парӑсӑнччӗ. Хӑяхланса ӳснӗ чух ирхи тӑмӗнчен, кӑнтӑрлахи шӑрӑхӗнчен упрасӑнччӗ, касан шӑшийӗнчен, юрӗнчен-пӑрӗнчен сирӗсӗнччӗ; курайман тӑшманӗнчен, ҫаврӑнса каяс ҫавинчен, ҫаврӑнса каяс ҫурлинчен, ал-урана суранласран Эсӗ упраса, Эсӗ сыхласа тӑрӑсӑнччӗ. Ҫырлах!

Татах пурте: «Ҫырлах!» — тесе пуҫ таяҫҫӗ. Ватти малалла каласа каять:

— Ывӑҫласа сапнӑ тыррине ывӑҫласа та ытамласа алла илмелӗхне парӑсӑнччӗ. Хӑмӑшланса ӳснӗ, пӑрҫаланса пиҫнӗ тыррине вырса илес тейӗпӗр. Ывӑҫне вырсан ывӑҫ вырӑнне кӗлте ҫыхмалӑхне парӑсӑнччӗ, кӗлте вырӑнне тӗм лартмалӑхне парӑсӑнччӗ, тӗм вырӑнне ҫӗмел лартмалӑхне те, ҫемел вырӑнне капан лартмалӑхне те парӑсӑнччӗ.

Ывӑҫ вырсан ывӑҫ перекетне парӑсӑнччӗ, кӗлте тусан кӗлте перекетне парӑсӑнччӗ, сурат тусан сурат перекетне парӑсӑнччӗ, ҫӗмел тусан ҫӗмел перекетне парӑсӑнччӗ, анкартне кӳртсен анкарти перекетне парӑсӑнччӗ, капана хывсан капан перекетне парӑсӑнччӗ, эречкипе капан лартмалӑхне парӑсӑнччӗ.

Кӗлте тусан кӗлтере вырттараймӑпӑр, ҫӗмел тусан уйра ҫӗмелтех лартаймӑпӑр, анкартине кӳртсен анкартинчех лартаймӑпӑр, капана хывсан та капанлатсах лартаймӑпӑр. Тӗшшине ҫапса илме сарӑм сарӑпӑр.

Сарӑм сарсан сарӑм перекетне парӑсӑнччӗ, кӑшӑл тусан кӑшӑл перекетне парӑсӑнччӗ, пӳлмек-пурана хывсан пӳлмек-пура перекетне парӑсӑнччӗ, ҫичӗ тӗрлӗ тыррӑм-пуллӑма ҫичӗ пӳлме тытма парӑсӑнччӗ, виҫӗ валӗ валеҫме парӑсӑнччӗ. Виҫӗ валӗнчен икӗ валӗне пӳлмене хывма пар, пӗр валӗне кӳршӗм-ӑршӑмпа, хурӑнташ-вӑрлӑхӑмпа, пӗлӗш-тантӑшӑмпа ӗҫме-ҫиме парӑсӑнччӗ. Выҫса килекене тӑрантса ямалӑхне те пулсан, шӑнса килекене ӑшӑтса ямалӑхне те пулсан парӑсӑнччӗ. Ҫырлах!

Вара пурте: «Ҫырлах!» — тесе алӑк патнелле тайӑлаҫҫӗ.

Ратне ватти татах малалла каласа каять:

— Виҫӗ тӗслӗ выльӑхӑм-чӗрлӗхӗмпе сана асӑнатпӑр, витӗнетпӗр, тайӑлатпӑр, пуҫҫапатпӑр, тав тӑватпӑр.

Виҫӗ тӗслӗ выльӑха карта тытмалӑхне парӑсӑнччӗ; кӗсре хыҫҫӑн тиха ертмелӗхне парӑсӑнччӗ, ӗне хыҫҫӑн пушмак ертмелӗхне парӑсӑнччӗ, сурӑх хыҫҫӑн путек ертмелӗхне парӑсӑнччӗ.

Виҫӗ тӗслӗ выльӑхӑма ҫуралмаллине питӗ аллупа парӑсӑнччӗ, ҫуралнине тӗрӗс-тӗкел пӑхса упраса усрасӑнччӗ. Тӗкӗнчен-ҫӳҫӗнчен, тӗк пӗрчинчен тӳлеттерсе пырӑсӑнччӗ, тӳленӗ пӗрин тӳлӗмне пӑхӗнчен-шӑкӗнчен те пулин савӑнтарӑсӑнччӗ.

Виҫӗ тӗслӗ выльӑхӑм-чӗрлӗхӗме картарах усраймӑпӑр, ҫӑва тухсан ирӗке ярас тейӗпӗр. Ҫуркунне ытӑ кӑларса ярса кӗркунне тӗрӗс-тӗкел киле-ҫурта кӳртмелӗхне парӑсӑнччӗ. Йывӑр ҫумӑрӗнчен, пӑрлӑ тӑвӑлӗнчен упрасӑнччӗ, сыхласӑнччӗ. Путках ҫыранӗнчен, тайлан кӗперӗнчен упрасӑнччӗ, сыхласӑнччӗ; мурӗнчен-хаярӗнчен, чирӗнчен-чӗрӗнчен упрасӑнччӗ, сыхласӑнччӗ. Усал пир тукмакӗнчен, хура тункатинчен аяккалла сирӗсӗнччӗ. Вӑйлӑ ҫил-тӑвӑлупа, тумак пӑру-ҫумӑрупа хӗнесе-ҫапса, хуҫса ан пӑраха хурӑсӑнччӗ.

Ҫухалатса кӗрӗк тӑхӑнмалӑх та пулин парӑсӑнччӗ, хайманлатса мул тытмалӑх та пулин парӑсӑнччӗ. Чӳклӗх те пулин, кӗлӗлӗх те пулин парӑсӑнччӗ. Пӗр вӗҫне картара тытмалӑхне парӑсӑнччӗ, тепӗр вӗҫне шыв кутӗнче тытмалӑхне парӑсӑнччӗ. Ҫултан шӑнса килекене ӑшӑтса ямалӑхне те пулин, выҫса килекене тӑрантса ямалӑхне те пулин парӑсӑнччӗ. Тӗкӗнчен туртсан та, ҫӑмӗнчен туртсан та ҫу тухас тӑвӑсӑнччӗ, ҫӳпҫелетсе ҫу тытас тӑвӑсӑнччӗ.

Уя тухсан ултӑ лашапа акӑрса ака тӑвасне парӑсӑнччӗ, икӗ кӗсрепе сӳре сӳремелӗхне парӑсӑнччӗ, икӗ тиха хыҫалтан выляса утса-чупса ҫӳресне парӑсӑнччӗ, янавара вӑй парӑсӑнччӗ, хӑват парӑсӑнччӗ.

Ырӑ хуҫа асӑнать, витӗнет, тав тӑвать, пуҫҫапать. Тӑван-пӗтенпе, хурӑнташ-вӑрлӑхпа, кӳршӗ-кӳппе, тантӑш-пӗлӗшӗмпе, килӗм-йышӑмпа ӗҫсе-ҫимелӗхне те парӑсӑнччӗ. Ҫырлах!

Каллах пурте: «Ҫырлах!» тесе пуҫ таяҫҫӗ. Вара ватти кил-йышшӑн калама пуҫлать:

— Килӗм-вутӑма та, хурӑнташ-вӑрлӑхӑма та, кӳршӗм-кӳппӗме те ырлӑхне-сывлӑхне парӑсӑнччӗ, кӑвак хуппи пӗр уҫӑлса кайнӑ ҫӗре тӑва парӑсӑнччӗ, ҫырлаха парӑсӑнччӗ. Телее хирӗҫ тӑва парӑсӑнччӗ, ырра хирӗҫ тӑва парӑсӑнччӗ, усал-тӗселе тӳртенлӗ тӑва парӑсӑнччӗ; ырӑ кун-ҫул тӗлне тӑвӑсӑнччӗ, умран уҫса пырӑсӑнччӗ, хыҫран пуҫтарса пырӑсӑнччӗ. Каҫ выртсан шӑм-шак канӑҫлӑхне парӑсӑнччӗ, ир тӑрсан шӑм-шак ҫӑмӑллӑхне парӑсӑнччӗ. Малалла пӑхсан вӑтанмалла ан тӑва парӑсӑнччӗ, каялла пӑхсан хӑрамалла ан тӑва парӑсӑнччӗ.

Ашшӗ хыҫҫӑн ывӑл чупмалӑхне те тӑва парӑсӑнччӗ. Амӑшӗ хыҫҫӑн хӗр чупмалӑхне те тӑва парӑсӑнччӗ. Ака йӑранне тытмалӑх ал пултӑринччӗ. Алӑк патне кӗрӳ ҫӑкмалӑхне парӑсӑнччӗ, тӗпел кукӑрне кин ҫӑкмалӑхне те парӑсӑнччӗ; сак ҫи тулли ача-пӑча парӑсӑнччӗ, урай тулли путек парӑсӑнччӗ.

Усалтан-тӗселтен, чирӗнтен-чӗрӗнтен, хаяр куҫран, тытан амакран, вутран-кӑвартан, вӑрӑран-хурахран эсӗ сыхласа-упраса тӑрӑсӑнччӗ, тӗрлӗ инкеке, усал-тӗселе аяккалла сирсе тӑрӑсӑнччӗ; ырлӑх-сывлӑхӑмпа пурӑнса ирттермелӗхне, килӗм-вутӑмпа пурӑнса ирттермелӗхне, ачам-пӑчампа савӑнса, ӑшӑнса пурӑнса ирттермелле тӑвӑсӑнччӗ, парӑсӑнччӗ. Ватӑличчен пурӑнмалӑхне, йӳтиччен ӑс тытмалӑхне парӑсӑнччӗ, шур сухаллӑ, шур ҫӳҫлӗ пулса пурӑнмалӑхне пӳрсе парӑсӑнччӗ, сарӑ шӑллӑ пулса пурӑнмалӑхне парӑсӑнччӗ.

Тӳре-шехер умне тӑрсан тутлӑ чӗлхепе, ӑшӑ питӗмпе, ӑслӑ пуҫпа лайӑх калаҫма та парӑсӑнччӗ.

Ялӑм-йышӑма, хурӑнташ-вӑрлӑхӑма, тӑван-пӗтенӗме, кӳршӗм-кӳппӗме, килӗм-йышӑма юравлӑ пулса пурӑнмалла тӑвӑсӑнччӗ.

Шӑрт, кас, тӗрен, хӑпарт, янавара хӑват пар, анкартине кӑлат пар, пӑтавккапа манит пар, хайманлатса мул пар, пичкелетсе пыл пар, ҫӳпҫелетсе ҫу тытмалӑхне пар. Ҫырлах!

Пӗлни пулчӗ пуль, пӗлменни пулчӗ пуль; кайра тӑрасси мала пулчӗ пуль, малта пуласси кая кайса юлчӗ пуль. Йӑлине-йӗркине пӗлмест тесе ан ятла, айван чӗлхемӗрсене каҫара хурса тӑрӑсӑнччӗ. Мӗн ытла калани пур пуль, ҫырлаха хурӑсӑнччӗ, мӗн сахал калани пур пуль, ҫитере хурӑсӑнччӗ. Эпир хамӑр кӗллӗмӗре алӑран алла тыттараймӑпӑр, мӗн тупса каланине ху пӗлсе ху суйласа ил. Айван кӗллӗме хуш курса хапӑл ту! Ҫырлах!

Вара пурте: «Ҫырлах!» — тесе пуҫҫапаҫҫӗ. Кашни-пӗри хӑй куркине ӗҫсе парать. Вара пурте лараҫҫӗ, виҫшер стакан ҫавӑраҫҫӗ. Ларнӑ чухне хӗрарӑмсем тӗпелти сак ҫине, арҫынсем алӑк енчи стена ҫумӗнчи сак ҫине ларса тухаҫҫӗ.

Унтан, виҫшер курка ӗҫсе ҫисен, ратне ваттине тепӗр курка параҫҫӗ. Вара вӑл тӑрать те ҫапла пуҫласа ярать:

— Ҫӳлти Турра асӑнтӑмӑр, халь тата ҫӗрти Турра асӑнар.

Вара каллех пурте ура ҫине тӑраҫҫӗ те ҫӗрти Турра асӑнса кӗлтума пуҫлаҫҫӗ. Кӗлли ҫав паҫӑрхи майлах. Вара ҫак йӗркепе кӗлтуса пӗтерсен ытти турӑсене кӗлтуса пӗтереҫҫӗ те ятлӑ курка пуҫласа яраҫҫӗ.

Статьясем

Шырав

Пайсем

Ҫавӑн пекех пӑхӑр