Пилсемпе кӗлӗсем

Утаман (атаман) сӑмахӗ

 

276

Атаман пӳрт алӑкне уҫать те хӑрах урине шала пуҫса, тепӗрне тултах хӑварса ҫапла калать:

— Хуҫа килте-и?

— Килте, килте!

— Сӗрен тума юрать-и?

— Тумалла! Юрать!

— Маттур, ачасем, Сӗрен тӑвӑр!

Кил-ҫурт пӗренисене атаман виҫӗ хутчен хулӑпа ҫапать. Яшсемпе ачасем вӑл вӑхӑтра пӳрте кӗрсе тӑраҫҫӗ. Вӗсем килти япаласене хулӑпа ҫапса тӗрӗслеҫҫӗ. Тусанлӑ япаласене урама кӑларса ывӑтаҫҫӗ.

Атаман ҫав хушӑра кил хуҫисемпе калаҫать:

— Е, саламалик! Авалхи йӑлапа сӗрен туса ҫӳретпӗр. Пӗрре пусатпӑр шыв ҫине, тепре пусатпӑр пылчӑк ҫине. Ура та шӑнать, алӑ та шӑнать.

Хуҫан ӑшӑ пӳрчӗ пулмӗ-ши? Эп каламастӑп, ачасем калаҫҫӗ.

Ытах хуҫан мӗн пулӗ? Хуҫӑк шӗшли, катӑк пуртти пулӗ. Ӑна та ҫаврӑнса пӑхмӑттӑмӑр, ӑшӑ пӳрчӗ пулсан. Эп каламастӑп, ачасем калаҫҫӗ.

Хуҫан 99 урай хӑми пулӗ. Пире тӑххӑрӑш выляма, кулма пулмӗ-ши? Хуҫан 88 сакки пулӗ. Саккӑрӑш пире ларма, тӑма пулмӗ-ши? Пилӗк пус укҫа, пилӗк ҫӑмарта, ҫатма сарлакӑш пӳремечӗ, чике тӑршшӗ хас тата.

Эп каламастӑп, ачасем калаҫҫӗ. Ачасем, Сӗрен тӑвӑр!

277

Чӑвашсем Сӗрен тӑваҫҫӗ. Вӑл Мункун пулать тенӗ чух тапранать. Вара шӑмат кунне халӑх пӗр ҫын патне пухӑнать. Унта ваттисем тӗрлӗрен ӗҫлӗ ҫын уйӑраҫҫӗ: касак, улпут, касначай. Тата унта ачасем те пуҫтарнаҫҫӗ темӗн чул нуммай. Вара касак ачасенчен ыйтать: «Сирӗн хӑнкӑла йӗнни пур-и?» Ачасем пурте шанкӑран «хӑнкӑла йӗнни» туса пыраҫҫӗ. Ӗҫлӗ ҫынсем ачасенчен ыйтаҫҫӗ: «Хӑнкӑла пур-и йӗннисенче?» — теҫҫӗ. Ачасем хӑнкӑласем чикнӗ йӗпписем ҫине кӑтартаҫҫӗ. Ҫав вӑхӑтра ваттисем сӗтел хушшинче сӑра ӗҫсе лараҫҫӗ. Унтан виҫ ҫавра юрӑ юрлаҫҫӗ. Тата ваттисем ачасене вӑт ҫапла кӑшкӑрма хушаҫҫӗ; «Сӗрен!» тата тепре: «Хӑнкӑла!» тесе кӑшкӑраҫҫӗ. «Хӑнкӑлана хӑнкӑла ҫиет, таракана таракан ҫиет», — теҫҫӗ ачисем. Унтан шӑпӑр калаҫҫӗ, ташлаҫҫӗ.

Касакӑн аллинче улӑмран тунӑ нухайкка пур, ҫав нухайккапа кил хуҫисене виҫшер ҫапать, ӑна вӑл чир-чӗр кайтӑр тесе ҫапать. Унтан ачисем пурте ӳксе пуҫҫапаҫҫӗ кил хуҫине: «Каҫар», — тесе.

Ачисем вара кашни пӳртрен ҫу, ҫӑмарта, кӗрпе пуҫтарса ҫӳреҫҫӗ. Ваттисем хушнӑ тӑрӑх, ялӗпех ҫапла ҫӳресе пӗтереҫҫӗ. Ваттисем кашни пӳртре сӗтел хушшинче лараҫҫӗ. Вара ҫав каҫах ял тулашӗнчи ҫырмана кайса пуҫтарнӑ кӗрпепе пӑтӑ пӗҫерсе ҫияҫҫӗ пурте.

Ҫамрӑк ачасем пухӑнаҫҫӗ те килӗрен киле кӗрсе ҫӳреҫҫӗ. Вӗсен ушкӑнӗнче пӗри асли пулать, ӑна Хӑрпан теҫҫӗ. Хӑрпанӗ вара кашни киле кӗрсен ҫапла такмакласа калать:

Эй, хуҫасем, мӗн паратӑр? Кӗренке ҫурӑ тапак, витре ҫурӑ кӑмӑс, ҫавра ҫурӑ чӑкӑт, теҫетке ҫурӑ ҫӑмарта! Ӑна памасан Сире сӑвап пулмӗ, кил-ҫуртӑра Хӗрт-сурт юлмӗ!

278

Килтен киле кӗрсе тухса ҫӳренӗ чухне ҫамрӑксем ҫӑмарта пуҫтараҫҫӗ, такмаксем калаҫҫӗ:

 

Чӑкӑт ҫурӑ чӑкӑт,

Чӗрпат тӑвар, 25 ҫӑмарта.

Эпир ыйтмастпӑр, ачасем ыйтаҫҫӗ!

 

Халӗ паян Мункун пулать,

Мункун пӑтти ҫиетпӗр,

Ыран яшка ҫиетпӗр.

Чир-чӗрсене тартрӑмӑр,

Халӗ таса пурнатпӑр.

Вирӗм! Вирӗм!

Чир-чӗр кайтӑр.

Вирӗм чупатпӑр.

Вирӗм амӑш, ҫи!

 

Вирӗм, вирӗм терӗмӗр,

Вирӗм ҫитсе иртсе кайрӗ.

 

Сӗрен! Сӗрен,

Чир-чӗр кайтӑр!

Чир-чӗр кайтӑр,

Сӗрен хӑваласа кӑларатпӑр.

Ыр-усал кайтӑр.

Статьясем

Шырав

Пайсем

Ҫавӑн пекех пӑхӑр