Пилсемпе кӗлӗсем

Сӗрен

Сӗрен — Мӑнкун эрнинчи виҫҫӗмӗш пысӑк уяв, эрне вӗҫӗ. Вирьялсем сӗрене «ҫуллахи вирӗм» теҫҫӗ.

«Серен», «сӗр» сӑмах авалхи тӗрӗк, уйгур, казах, кӑркӑс, узбек, тутар тата ытти нумай чӗлхесенче ҫар чӗнӗвне пӗлтерет. Вӑл «Мала!» , «Ура!», «Тревога!» пӗлтерӗшӗсене ҫывӑх. Сӗренре ҫар йӗркеленӗвӗ паянчченех упранса юлнӑ. Яш-кӗрӗме ертсе ҫӳреме атаман, унӑн сыхлавҫисене (алӑк янахӗсене), хыпарҫисене суйлаҫҫӗ, нукерсене йӗрке (строй) витӗр кӑлараҫҫӗ. Йӗкӗтсемпе ачасен аллинчи пилеш хуллисемпе ҫӗмренсем, пуленкесенчен тунӑ хӗҫсем — ҫар хатӗрӗсем, вӗсемпе вӑрҫӑ хӗҫ-пӑшалӗ пекех усӑ кураҫҫӗ.

Ҫармӑссен йӑлинче «сюрем» чӳксемпе кӗлӗсене пӗрлештерсе тӑрать. Чӑвашран кӗнӗ пирки вӗсен чӗлхинче «сӗрен» сӑмах пӗлтерӗшӗ тӗксӗмленнӗ (С.К.Кузнецов. Четыре дня у черемис во время Сюрема, 1878).

В.К.Магницкий, Н.И.Ашмарин тата ыттисем ҫырнисенче чӑваш сӗренӗнчи ҫар йӗрӗсем уҫҫӑнах курӑнса пыраҫҫӗ: «Сӗрен полкки килет! 200 ҫӑмарта пар!» (В.К.Магницкий, 1881); «Касак ачисенчен ыйтать: «Сирӗн хӑнкӑла йӗнни пур-и?» Ачасем хӑнкӑла тӑрӑнтарнӑ ухӑ йӗпписене кӑтартса: «Сӗрен!Холлой!Хӑнкӑла!» — тесе кӑшкӑраҫҫӗ» (Л.Харитонов, 1900); «Чӳрече умне тӑрса эртел-эртеллипех виҫӗ хутчен: «Холлой! Холлой! Холлой!» — теҫҫӗ. Вара утаман урам енчи чӳрече витӗр ыйтма тытӑнать» (Кашкӑр Микули, 1938).

Атамана ялан тенӗ пекех салтакран таврӑннӑ ҫынна суйланӑ. Тепӗр япала кӑсӑк: Сӗрен ачисем умне хулӑпа ҫаптарма ватӑ салтаксемпе арҫынсем хӑйсен ирӗкӗпе выртнӑ! Вӗсене Сӗрен ачисем тивӗҫне кура хытӑ е ячӗшӗн ҫапнӑ. Ар хӑй ирӗкӗпе тӑван ывӑл хулли айне выртни Тӑван ҫӗршӗн йывӑрлӑх чӑтма хатӗррине пӗлтернӗ.

Хальхи вӑхӑтра сӗрен ватти-вӗттипе яш-кӗрӗм уявӗ пулса юлнӑ. Вӑл усал-тӗселтен, чир-чӗртен хӑтӑлмашкӑн ирттерекен йӑлана куҫнӑ. Сӗрен йӑлине ирттерме пилеш хуллисем хӗрӗх пӗрререн кая мар касмалла, йӗнӗллӗ ҫӗмренсем хатӗрлемелле: шатӑрма, шӑхлич, купӑс, шӑпӑр, чӑнкӑрти, параппан, питлӗх, ҫава, тун-тун тата ытти хатӗр-хӗтӗр илсе тухмалла.

Сӗрен ирхине те, кӑнтӑрла иртсен те пуҫланма пултарнӑ. Сӗрен халӑхне («Ҫичӗ ҫӗр халӑха») уяв пуҫлама малтан ял ватти (мӑчавӑр, мухтар е урӑх хисеплӗ ҫын) пил сӑмахӗ каласа янӑ. Ял ваттиех атаман суйланӑ чухне йӗрке тытса пынӑ.

Сӗрен ялӑн пӗр вӗҫӗнчен пуҫласа тепӗр вӗҫне ҫити хӗвеле май кил сиктермесӗр ҫаврӑнса пынӑ. Пуян-и, чухӑн-и, сывӑ-и, чирлӗ-и — сӑлтав тупса киле ҫын хӑвармасӑр кайнине сӗрен каҫарман.

Хапха умне ҫитсен ачасем «Сӗрен!» тесе кӑшкӑрнӑ, карта-вӗрлӗк ҫине ҫакнӑ тумтире, вителӗксене хулӑпа ҫапнӑ. Ватӑ ҫынсен япалисене урама илсе тухса «ҫилпе ҫуса» панӑ, кил-ҫурт таврашне тӗрӗсленӗ. Ҫуп-ҫаплӑ, таса мар хуҫалӑх ҫыннисене самаях «ачашласа» хӑварни те пулнӑ.

Сӗрен ачисене йӗркеллӗ пурӑнакан кашни килтех сӗтел лартса хӑналанӑ. Сӗтел хушшинче ҫак килтен тухнӑ салтак ҫыннисем те пӗрле ларнӑн шутланнӑ. Ятарлӑ уйӑрнӑ ачасене мӗнле те пулин кучченеҫ парса янӑ. Кучченеҫ илмессерен яшсем «Ура, ура!», «Чалтан ура!» тесе кӑшкӑрнӑ. Юлан утҫӑ йӗкӗт-нукерсем кучченеҫсене уҫланкӑри, киреметри е чукри ятарлӑ вырӑна кайса панӑ. Вӑл вырӑна кӗҫҫе сарса, саксем туса, апат сӗтелӗ лартса хатӗрленӗ. Унта сӑра чӗресӗсем, алтӑр, курка тата ытти япаласем хатӗрленӗ.

Сӗрен хӑвалакансем ӗҫ пӗтерсе пырсан кӑвайт умне ватӑсем пуҫтарӑннӑ. Кӗлӗ ирттернӗ. Кивӗ ҫӑпата-пушмак ҫунтарнӑ. Яш-кӗрӗм хывӑнса тумтире вут ҫинче силленӗ, шыва кӗнӗ те вут урлӑ сике-сике каҫнӑ.

Пӗрлехи апатлану умӗн несӗл ваттисене (вилнисене) ӑсатнӑ. Хӗҫсемпе пӑшалсене, хулӑ-патака шыва е вута пӑрахнӑ. Пурте пӗрле сӗрен юррисем пуҫланӑ. Вӑрҫӑра вилнисен асӑмне ятарласа «Упи каҫман ҫырминчен...» юрра юрланӑ.

Статьясем

Шырав

Пайсем

Ҫавӑн пекех пӑхӑр