Пилсемпе кӗлӗсем

Сӗрен кӗллисем

 

286

Пӗтӗм яла ҫавӑрӑнса тухсассӑн пуҫтарнӑ чӗрӗ ҫӑмартасене пӗр пӳртре пӗҫереҫҫӗ. Унтан вара Сӗренте ҫӳренӗ пӗтӗм халӑх уя, ял тулашне сӗрен пӑрахма тухаҫҫӗ. Весем уя Сӗренте пуҫтарнӑ икерчӗ-кукӑльсене, ҫӑмартасене тата виҫӗ чӗрес сӑра илсе тухаҫҫӗ. Ялтан пӗртак аяккарах тухсассӑн икерч-кукӑлӗсене пӗр тирӗк ҫине тата ҫӑмартасене тепӗр чӗрес ҫине хурса пӗр тӗмеске ҫине лартаҫҫӗ те, Сӗрен халӑхӗ малалла тӑрса, ҫӗлӗкӗсене сулахай хул хушшине хӗстерсе кӗл кӗллеме тытӑнаҫҫӗ: Унта кӗлтуса тӑраканни пирӗн ялта Йӑвашки ятлӑ ватӑ. Ҫав кӗлӗре вӑл пуринчен ытла Пӳртен теекен ыр-усала кӗлтӑвать. Акӑ унӑн кӗллисем:

Эй, Пӳртен, ан пӑрахсамах пире, сана асӑнатпӑр, сан ҫине пур Сӗрен халӑхӗпе витӗнетпӗр, сана кӗлтӑватпӑр, ҫырлах пире, Пӳртен. Ак Сана, Пӳртен, пур ял-йышпа хисеплесе икерч-кукӑльпе, ҫӑмартапа тата сӑрапа асӑнатпӑр; эсӗ ӗнтӗ ҫакӑн чухлӗ хисепленипе ырӑ пул, ырӑ кун ҫути кӑтарт пире.

Пӳртенӗн Пӳртен амӑшӗ, ҫак ял-йыша чипер, лайӑх ҫураҫтарса лӑпкӑ усра, ҫырлах пире. Эсӗ Пӳртентен те аслӑ, вӗсем Эсӗ ирӗк панипе килеҫҫӗ; эсӗ вӗсене чарса тӑр. Эсир пире, Пӳртен пулкисем, час-часах килсе аптрататӑр хӑвӑр час выҫнипелен. Ҫак икерч-кукӑльпе, ҫӑмартасемпе хӑвӑр килӗрсенче кунӗн лӑпланса пурӑнӑрах килес ҫулччен. Пӳртене виҫӗ икерч, виҫӗ кукӑль, виҫӗ ҫӑмарта паратпӑр.

Ҫапла каласан тирӗк ҫинчен виҫӗ кукӑль, виҫӗ икерчӗ, виҫӗ ҫӑмарта илет те малалла вӑркӑнтарать, Пӳртен илсе кайтӑр тесе калать.

Пӳртен амӑшне те виҫӗ кукӑль, виҫӗ икерч, виҫӗ ҫӑмарта паратпӑр. Тата Пӳртен тӑванӗсене пурне те пӗрле виҫӗ кукӑль, виҫӗ икерч, виҫӗ ҫӑмарта паратпӑр.

Ӑна каласан тирӗк ҫинчен виҫӗ кукӑль, виҫӗ икерчӗ, виҫӗ ҫӑмарта илет те малалла ывӑтса ярать. Пӳртенсене ҫак сӑмахсемпе анчах чӳклеҫҫӗ. Ун хыҫӗнчен вара тӗрлӗ ырӑ Турӑ, Киремет ячӗсене асӑнаҫҫӗ. Мӑчавӑр тирӗк ҫинчи пӗр кукӑльпе пӗр ҫӑмарта илсе: «Чир-чӗр ҫак кукӑльпе, ҫӑмартапала кайтӑр!» — тесе малалла ывӑтать. Сӗрен халӑхӗ Сӗренте ҫӳренӗ пилеш хуллисене вут ҫине ывӑтса ярать. Унтан кӗлтӑвакан ҫыннисем юлашки икерч-кукӑльсене, ҫӑмартисене Сӗренте ҫӳренӗ халӑха валеҫсе параҫҫӗ. Сӗрен халӑхӗ апачӗсене ҫисе пӗтерсен пурте харӑссӑн виҫӗ хутчен: «Сӗрен! Сӗрен! Сӗрен!» — тесе кӑшкӑрать те ҫийӗнчи тумтиррисене хывса чир-чӗр кайтӑр тесе силлет.

287

Хамӑр ялти аслӑ ҫынсем, ак сире пӗр кукӑль, тытӑр уна, хусамӑр пӗлнӗ пек уйӑрса илӗр. Ак Анчӑк Якур, Мӗтӗк старик, Ентӗршке старик, Мишутка пичи, Матӗр Ентӗри, Исаку, Тимухха Ентӗри, Танька, Ярушка, Уртеми, Микуш, Тетер старик вӑй пӗрнийӗ, Шуҫ Яку тата Тинехпи вахтӑр, пурте ывӑнта пулччӑр. Эх, тата Утриван шушчӑка, самай хаяррине, ял ҫинче ҫӳрекенскерне, манса хӑварнӑҫ, эппин, ан ҫиллен-ха, ывӑнта пултӑр. Эппин, пире чипер усрӑр, ак ҫак ачасем сирӗн авалхи йӑлапа усалсене пилеш хулӗпе хӑваласа ҫӳреҫҫӗ, вӗсене чипер ачаллӑ-пӑчаллӑ, ывӑллӑ-хӗрлӗ ту. Ӗнтӗ чипер ӗҫсе-ҫисе кайӑр. Ак сире ҫурта ҫутса кайма, ан ҫухат.

288

Вут урлӑ сикнӗ чухне калаҫҫӗ: «Сӗрен, чир-чӗр кайтӑр!»

Пӗҫернӗ ҫӑмартасенчен пӗрне тухӑҫа, тепӗрне анӑҫа, виҫҫӗмӗшне ҫурҫӗре переҫҫӗ.

Ҫапла калаҫҫӗ:

Хӗвел амӑшне паратпӑр. Уйӑх амӑшне паратпӑр (кӑнтӑралла переҫҫӗ). Пӳлӗхҫине паратпӑр (анӑҫалла). Ҫӗр киремете паратпӑр (ҫурҫӗрелле).

Ытти ҫӑмартасене халӑха салатса параҫҫӗ.

Статьясем

Шырав

Пайсем

Ҫавӑн пекех пӑхӑр