Сӗрен юррисенчен
Кирек хӑш уяври пекех, Мӑнкунпа Сӗренре тӗрлӗ юрӑ сахал мар янӑрать. Вӗсене «Юрӑсем» томра пичетленӗ. Кунта Сӗрен уявӗпе тачӑ ҫыхӑннӑ икӗ юрӑ тӗслӗхне илсе кӑтартатпӑр.
«Тавтапуҫах ать-апая» юрӑра тӑван ҫӗршыв ҫине салтак куҫӗпе пӑхса шухӑша кайни курӑнать. Пӗтӗм чӑваш ҫӗрӗ умра: Куймас шывӗ кулянса юхать, Илепере илӗрсе хумханать, Ҫавалӗ лӑпкӑн ҫавӑрӑнса выртать. Пурне те паллӑ Ишек ялӗ ытти ялсене аса илтерет. Пуҫ сывӑ пулнӑшӑн юрӑҫӑ ашшӗ-амашне тав тӑвать. «Ой-ой, ой-йо» тесе ахлатни салтак юррисен картнех илсе кӗрет.
«Упи каҫман ҫырминчен» юрӑ шухӑшӗпе, кӗввипе, ытарлӑ вӑрттӑнлӑхӗпе тата пуянрах. Сӑмахӗсене пӑхсан, унта шӳтпе кулӑш тӗп вырӑнта пек. Анчах вӑл апла мар. Юрӑра пысӑк хурлӑх, аса илӳ, калайман шухӑшсем пур.
«Эй, аппа, тус аппа, пире кала-ха...» Чунри йывӑрлӑха, пуҫри хурлӑха сӗрен ачисем, ҫӗршыв хуралӗн салтакӗсем, ҫурма шӳтлӗ пуплевпе, калайман аса илӳсемпе ирттереҫҫӗ.
Ҫумпайсем
Упи каҫман ҫырминчен (284-285)
Сӗрен кӗллисем (286-288)
Ҫӑмарта валеҫнӗ чухне калани (289)
Ҫӑпата ҫунтарни (290)
Калӑм вӗҫӗ (291)
Сӗрен вӗҫӗн кӗлли (292)
- Кӗлӗ тата пил сӑмахӗсем
- Ӑрӑмлӑ сӑмахлӑх: пилпе халал, тупа, кӗлӗ-сӑрман тата вӗсене каламалли йӗркесем
Шырав
Пайсем
- Харкам сӑвап, сунӑм, тупа
- Тӗнче хӑвачӗсене чыслани
- Ҫурхи тата ҫуллахи уявсемпе чӳк кӗллисем
- Хӗле кӗнӗ йӗркепе калакан кӗлӗсем
- Кил-йышри кулленхи йӑласемпе кӗлӗсем
- Пытару йӗркипе сӑмахлӑхӗ
- Асӑну йӗркипе сӑмахлӑхӗ
- Хресчен ӗҫӗн кӗллисем
- Мӑчавӑрсем халӑха каланинчен