Пилсемпе кӗлӗсем

Виҫҫӗмӗш кунӗнче асӑнни (виҫҫӗш)

 

903

Ҫын вилсен ӑна виҫҫӗмӗш кунӗнче асӑнаҫҫӗ, унтан вара кашни эрне каҫ асӑнса хываҫҫӗ. Виҫҫӗмӗш кун асӑнни: виҫҫӗмӗш кун апат тӗлӗнче пӗр сурӑх пусаҫҫӗ (пуянни ват сурӑх, начарри путек е чӑхӑ, анчах автан мар). Ӑна чӳке пуснӑ пек силлентерсе пусмаҫҫӗ, ахаль пусаҫҫӗ. Пусаҫҫӗ ӑрамра, ӑҫта тупӑк тунӑ, ҫав тӗлте. Чӑх пуссан унӑн тӗкӗ-мамӑкӗсене ӑрама, пуснӑ ҫӗрех тӑкса хӑвараҫҫӗ. Каҫ пулсан сурӑха е чӑхха пӗҫереҫҫӗ. Хӑй ҫутнӑ вӑхӑта ӑратнисене, ваттисене, анчах чӗнеҫҫӗ. Ӑратнисем пурте пӗлӗм пӗҫерсе пыраҫҫӗ. Пуҫтарӑнса ҫитсен алӑк патне, хыҫалти стена ҫине, пӗр ҫурта лартаҫҫӗ, вӑл ҫуртана хӑйсем тӑваҫҫӗ: пӗр шит тӑршшӗ йӗтӗн пӗтӗреҫҫӗ те е сурпан варринчен пӗр шит тӑршшӗ лента ҫурса кӑлараҫҫӗ те ӑна шӑратнӑ ӑвӑс ҫине чике-чике кӑларса ҫурта тӑваҫҫӗ. Унтан алӑк патне сӗтел лартаҫҫӗ, сӗтел ҫине ҫимӗҫсем хураҫҫӗ: какай, пӗлӗм, сӑра, эрех. Какайне пӗтӗм сурӑхӗпех е чӑххипех лартмаҫҫӗ, пӗр тарилкке анчах лартаҫҫӗ. Ҫурта умне кутник сакки ҫине вилнӗ ҫынна пӳрнӗ чӗреспе чашкӑ лартаҫҫӗ: вӑл чӗреспе чашкӑна вилнӗ ҫын пытарнӑ чух хывнӑранпа тулта тытаҫҫӗ, вӗсене вилнӗ ҫынна параҫҫӗ, вилнӗ ҫын савӑчӗсем тесе урӑх ҫӗрте тыткаламаҫҫӗ, кашни эрне каҫ хывмассерен вара ҫав савӑтсене илсе кӗрсе вӗсем ҫине хываҫҫӗ. Ҫапла чаплӑн вилнӗ ҫынна — вуникке ҫитнине анчах хываҫҫӗ, ачасене апла мар. Ача ҫине чӑх анчах пусаҫҫӗ е ҫӑмарта пӗҫереҫҫӗ. Ӑна ирттерме ӑратнисене пуҫтармаҫҫӗ. Кил-йышӗсем анчах хывса ирттереҫҫӗ. Ачана пумилкке те тумаҫҫӗ, виҫҫӗмӗш кун ӑна пӗтӗмпех ирттерсе яраҫҫӗ. Ачана ирттернӗ чух стена ҫумне икӗ ҫурта лартаҫҫӗ; пӗр ҫуртине ача ячӗпе, тепӗр ҫуртине ӑратнере пӗр-пӗр вилнӗ ватӑ ҫын ячӗпе. Чӑн малтан ҫав ват ҫынна асӑнса хываҫҫӗ: (ячӗ) пичче, ертсе ҫӳре (ача ячӗ). Унтан ача ятне асӑнса хываҫҫӗ. Ачана та, ҫитӗннӗ ҫын вилсен те ӑна ҫуртри ват ҫын хывать. Малтан пӗр петӗм хӑймалу чашкӑ ҫине хурса хываҫҫӗ, унтан икерчӗ, аш, унтан сӑрапа эрех хываҫҫӗ. Кашни татса пӑрахмассерен е кашни сӑра, эрех кӑшт тӑкмассерен: «Умӑнта пултӑр», — теҫҫӗ. Ват ҫын малтан хӑйшӗн хывать, унтан килти ҫемйисемшӗн хывать: «Ак ҫавӑ (ятне калать) хывать. Ачам, е тете, е аккам, умӑнта пултӑр», — тет. Ун хыҫӗнчен пынӑ ӑратнисем хываҫҫӗ: малтан ватти хӑйшӗн хывать, унтан килӗнчи ҫемйисемшӗн хывать: «Ҫавӑ хывать, умӑнта пултӑр, ҫавӑ хывать, умӑнта пултӑр», — тет. Хывнине вара виҫҫӗн тула илсе тухаҫҫӗ: пӗри чашкӑ илет, тепри чӗрес илет, виҫҫӗмӗшӗ пӗр витре таса шыв илет. Ӑрама, хапха тӑпси патне тухаҫҫӗ те пурне те ҫӗре тӑкаҫҫӗ, тӑкнӑ чух: «Умӑнта пултӑр, сӗт кӳлӗ пултӑр», — тесе тӑкаҫҫӗ. Унтан чӗреспе чашкӑна таса шывпа чӳхесе тӑкса калаҫҫӗ: «Таса шывпа тасалса кай», — теҫҫӗ. Тӑкса кӗрсен алӑк патӗнчи сӗтеле кӗрекене лартаҫҫӗ те ӗҫсе ҫиеҫҫӗ. Сӑра ӗҫеҫҫӗ, эрех те ӗҫеҫҫӗ, анчах та вӑл каҫ нумай лармаҫҫӗ, час саланаҫҫӗ. Хывнӑ савӑчӗсене тӑкса кӗнӗ чух тулах лартса хӑвараҫҫӗ.

904

Умӗнче пултӑр! (Така пуснӑ чухне каланӑ.)

Умӑнта пултӑр, пеххил ту, ҫавӑн вӗҫне юлтӑн. Ҫӑккӑр хыватӑп, умӑнта пултӑр, аш хыватӑп, умӑнта пултӑр. Ак кучченеҫ кӳнӗ, пашалу хыватӑп. Умӑнта пултӑр. Ҫӑмарта хыватӑп, умӑнта пултӑр. Сӑра хыватӑп, умӑнта пултӑр. Эрех хыватӑп, умӑнта пултӑр. (Асӑнса хывнӑ чухне каланӑ.)

Умӑнта пултӑр, пеххил ту, ӗҫсе-ҫисе кай. (Хывнӑ ҫимӗҫсене кӑларса тӑкнӑ чухне каланӑ.)

Умӑнта пултӑр, ҫурта ҫутатпӑр. Ҫаккӑн ҫутипе ҫӳре, ҫаккӑн ҫутипе пыр.

(Вил тӑпри ҫинче ҫурта ҫутса асӑннӑ чухне каланӑ.)

905

Ҫӑтмахра вырттӑр. (Пытарма кайсан хывнӑ чухне каланӑ.)

906

Пил ту, умӑнта пултӑр, ҫакӑмпа ӗҫсе-ҫисе кай. Эпӗр пӗр турам пани сана пӗр ҫӑк пултӑр. Масар пуҫлӑхин те умӗнче пултӑр, ертсе ҫӳрекеннин те умӗнче пултӑр; пил ту, ӗҫсе ҫи те кай.

Пытарса килсен хывнӑ чухне каланӑ.

907

Ак сан валли чӑх пусатпӑр, пилле. Сан умӑнта пултӑр. Ҫиме кил. Санӑн умӑнта пултӑр. Пилле. Сана асӑнса ҫиетпӗр.

Чикнӗ кун чӑхпа хывнӑ чухне каланӑ.

908

Хӑнасем килсен чи малтан икерчӗсемпе, ҫӳхӳсемпе хурӗҫ. Хайхи тиха ашне пӗҫерсе, киле йӑтса таврӑнчӗҫ те хурантан ашне туртса кӑларса пурте пӗрер хут пӗчик чашӑк ҫине хурӗҫ. Унччен те пулмарӗ, кӑнтӑрла пӗҫернӗ сурӑх ашне, чӑх ашне, така ашне чашӑкпа сӗтел ҫине лартса, ҫав пӳртре миҫе ҫын пур, ҫавӑн чул валӗ турӗҫ. Пӗри алӑк патне, пӗр пушӑ сӑра хуран лартса, ун ҫумне пичке пуҫласа ӑсса килнӗ сӑрана шӑпанпа лартрӗ. Ыттисем вара ҫав хурана харпӑр хӑй аш пайне таткаласа сӑрапа пӗрле пурте хурӗҫ.(...)

Санӑн ӑвӑнта пултӑр, ӗҫ те ҫи, эпир сана асӑнӑпӑр, эсӗ пире ан асӑн. Мӗн панине илмесӗр пӑшӑрханса ан тӑр. Ыррине ҫавӑрса кил, усала карта хыҫне ҫавӑрса яр.

Статьясем

Шырав

Пайсем

Ҫавӑн пекех пӑхӑр