Пилсемпе кӗлӗсем

Ҫиччӗмӗш кунӗнче асӑнни (ҫиччӗш)

 

914

Ҫын вилсессӗн ҫичӗ кунтан ҫиччӗш тӑваҫҫӗ. Унччен малтан сӑра туса хатӗрлеҫҫӗ. Ҫиччӗшне ак ҫапла тӑваҫҫӗ: ирхине сурӑхпа пӗр чӑх пусса пӗҫереҫҫӗ тата куймаксем пӗҫереҫҫӗ. Пур хатӗрне те хатӗрлесе пӗтерсен пур хурӑнташсене те чӗнеҫҫӗ. Хурӑнташсем пынӑ чухне хӑйсемпе пӗрле ӗҫме-ҫиме илсе пыраҫҫӗ. Пурте пухӑнса ҫитсессӗн, пӗр сӗтел алӑк патне лартса ун ҫине тирӗксемпе ӗҫме-ҫиме лартаҫҫӗ тата ик чӗрес сӗтел айне лартаҫҫӗ. Тиркисем йӗри-тавра килте миҫе, ҫавӑн чухлӗ ҫуртасем лартса ҫутаҫҫӗ. Вара пурне те лартса пӗтерсессӗн ак ҫапла каласа кашни пырса кӗреҫҫӗ: «Пехилле, выртнӑ вырӑну мамӑк пултӑр, сӗт кӳлли пултӑр, тутӑ пул, эпир сана асӑнатпӑр, эс пире ан асӑн», — тесе кашни пӗр чӗресси ҫине сӑра яраҫҫӗ, теприн ҫине куймаксем татса яраҫҫӗ. Унтан вара ик чӗресне те тула илсе тухса ак ҫапла каласа тӑкаҫҫӗ: «Савӑнса килсе, выляса ташласа кайӑр», — теҫҫӗ. Вара пӳрте кӗрсе ӗҫсе ҫисен пурте харпӑр хӑй килне таврӑнаҫҫӗ.

915

Вилни ҫичӗ кун иртсен, пӗтӗм ӑратни пуҫтарӑнать те пӗрене ҫумне ваттисен ячӗпе ҫуртасем ҫутаҫҫӗ, унтан тата вара куймаксем хывма тытӑнаҫҫӗ, сӑра хываҫҫӗ, чей ҫине сахӑр яраҫҫӗ, чей хывма тытӑнаҫҫӗ. Ҫуртисене ҫутнӑ чухне вилнӗ ҫынсен ячӗсене кала-кала ҫутаҫҫӗ, ҫурти ирӗлсе ҫунсан калаҫҫӗ: «Ку пит макӑрать», — теҫҫӗ. Тата унтан пуҫне масар пуҫлӑхне хываҫҫӗ. Хывнӑ чухне ак ҫак сӑмахсене каласа хываҫҫӗ: «Умӑнта пултӑр, сӗкӗл ту, пӗр турамӗ пӗр ҫӑк пултӑр, ертсе ҫӳрекеннине те тивтӗр, ӑҫтӑмахра вырт, эпир асӑнӑпӑр, эс ан асӑн пире, ача-пӑчана ан хӑрат». Унтан вара ертсе ҫӳрекеннине ак ҫапла каласа хываҫҫӗ: «Ҫемйӗне ан тустарса ҫӳре, акӑ сана та тивлет паратпӑр мӗнпур пеккипе, ан ӳпкелесе кай, лайӑх ӗҫсе-ҫисе кай, лайӑх вырӑнта выртӑр».

Ку сӑмахсене каласа пӗтерсен мӗнпурне пӗр ҫӗре хываҫҫӗ. Ӑна хывнӑ чухне вара ҫуртасем хушшинчен вӑта ҫӗртен пӗрне илеҫҫӗ те кӑмака ҫумне ҫыпӑҫтарса хураҫҫӗ, вӑл ҫуртине акӑ мӗншӗн ҫутатпӑр теҫҫӗ, ҫак ҫурта ҫути тӑрӑх ҫӳрӗҫ теҫҫӗ. Унтан вара ӑна хывнине пӗтӗмпех кӑларса тӑкаҫҫӗ, ӑна хывнӑ чухне акӑ ҫак сӑмахсене каллех каласа хываҫҫӗ: «Умӑнта пултӑр, ӑҫтӑмахра вырт», — теҫҫӗ. Ҫапла вара ҫиччӗмӗш кунне хывни те пӗтӗмпех пӗтет, ӑна вара кайран кашни эрне каҫ хываҫҫӗ.

916

Ҫын вилсен ӑна пытараҫҫӗ те ҫичӗ кунччен масар ҫине ҫичӗ хут кайса килеҫҫӗ, ҫичӗ хут масар ҫине кайса килнӗрен пумилккине те ҫиччӗш теҫҫӗ. Унта хывма тесе ҫимӗҫсем, сӑрасем, эрехсем илсе каяҫҫӗ. Кайнӑ чухне шӑнкӑрав ҫакаҫҫӗ те юрласа анчах каяҫҫӗ. Вӗсен хыҫӗнчен пӗри юлан утпа купӑс каласа пырать. Масар ҫине ҫитсессӗн, [...] вут чӗртеҫҫӗ те йӗри-тавра ларса хыва пуҫлаҫҫӗ. Хывнӑ чухне ҫапла каласа хываҫҫӗ: «Пил ту (ячӗ), ачам, сана асӑнса килтӗмӗр, пурӑр та пил тӑвӑр. Ватти-вӗтти, пурӑр та (ячӗ) туйне пырӑр, пымасӑр пӗри те ан юлӑр».

Вӗсем тата нумай сӑмах каласа хываҫҫӗ, анчах эпӗ пӗлместӗп ҫавӑ. Ҫапла ташласа хывсан-тусан килелле таврӑнаҫҫӗ. Киле кӗрсен ҫыннисем пӳрте кӗреҫҫӗ те харӑс юрласа уласа яраҫҫӗ. Вӗсем ҫапла тусан пӳртри усал тухса тарать тет. Вара ҫутӑличченех ӗҫсе ҫиеҫҫӗ.

917

Пытарни виҫӗ кун иртсессӗн ҫиччӗшне тӑваҫҫӗ. Ҫиччӗшне тунӑ ҫӗре сурӑх пусаҫҫӗ, ҫук ҫынсем чӑхӑ пусаҫҫӗ, вӑл ашӗсене ҫав каҫах ҫисе ярайманнине тӑкаҫҫӗ. Унтан вара юпине ҫитиччен кашни эрне каҫ хываҫҫӗ. Ӑна хывма пӗр чӗрес, пӗр чашкӑ, пӗр сӑра курки тата тепӗр кашӑк (вӑсана вайен савӑт-сапи теҫҫӗ), ун ҫинче хываҫҫӗ, хывнине йытӑ умне кӑларса тӑкаҫҫӗ, ӑна ҫинӗ чухне йытта ҫапмаҫҫӗ, вилнӗ ҫынни йытӑ пулса килсе ҫиет теҫҫӗ. Унтан тата юпа тӑвиччен лӗпӗше вӗлермеҫҫӗ, вилнӗ ҫын лӗпӗш пулса килсе ҫурта пӑхса ҫӳрет теҫҫӗ.

918

Эпир асӑнатпӑр, эсӗ ан асӑн, пехиллесе кай. (Ҫӗнӗ вилене масар пуҫне ертсе ҫӳрекене хывни.)

Умӑнта пултӑр, сӗт кӳлӗ пултӑр. (Хывнӑ ҫимӗҫӗсене урама тӑкма тухсан.)

Таса шыв пек тасалса кай. (Савӑчӗсене таса шывпа чӳхенӗ чухне.)

Статьясем

Шырав

Пайсем

Ҫавӑн пекех пӑхӑр