Атан сӑринче асӑнни
Юпа туса ирттернӗ хыҫҫӑн эрнерен е кӑшт каярах, уй-хирти пӗтӗм ӗҫсене вӗҫленӗ хыҫҫӑн, пысӑкран пысӑк уяв — Кӗр сӑри вӑхӑчӗ ҫитет. Кӗр сӑрин йӗркисем Мӑнкунри пекех кӑткӑс. Вӑл ун пекех виҫӗ пысӑк пайран тӑрать. («Кӗрхи уявсем» пайра ҫырнине пӑхӑр.)
Малтан вилнисене пуҫ таяҫҫӗ. Ӑна уйрӑммӑн ятарлӑ вырӑна кайса ирттереҫҫӗ, Атан сӑри теҫҫӗ.
Унтан кӗр ҫурти е вӑрӑм ҫурта каҫӗ пулать, Мӑнкунра ӑна ҫурта кунӗ теҫҫӗ. Сакӑр сыпӑк таран пурне те асӑнса хываҫҫӗ. Ҫав ятпа атан сӑри, вӑкӑр сӑри, така сӑри тата ытти ятлӑ сӑра ӗҫеҫҫӗ те, кӗр сӑри ӗречӗ пуҫланать. Ҫав ӗрете тухнӑ чухне йӑх-ӑрури несӗлсене кашни килте пайрӑммӑн асӑнса чыс тӑваҫҫӗ.
Ҫумпайсем
Ваттисене хывни (965)
963
Кашни килтех сӑра тӑваҫҫӗ, икерчӗ пӗҫереҫҫӗ, автанпа чӑхӑ пусаҫҫӗ. Алӑк патне сӗтел лартаҫҫӗ, стена ҫумне алӑк патне ҫурта ҫутаҫҫӗ. Кил хуҫи сӗтел хушшине кӗрсе ларать, хӑй ҫумне савӑт лартать, сӗтел ҫинче чашӑкпа сӑра, икерчӗ лартать. Унтан чӑх какайне илет те тата-тата пӑрахать савӑт ҫине, сӑрине урӑх савӑт ҫине ярать: «Умӗнче пултӑр», — тет. Унтан вара кама асӑнас тет, ҫавна асӑнсан ҫине тумтир тӑхӑнать те илсе хывнисене кайса тӑкать. Унтан вара пӳрте тӗпеле кӗрсе ларса юрласа ӗҫеҫҫӗ.
964
Умӑнта пултӑр, сӗт кӳлӗ пултӑр; эпир асӑнатпӑр, эсир ан асӑнӑр. Хура халӑх асӑнать ҫичӗ тӗслӗ тыррипе, ачи-пӑчипе, чӳ-ӳк, ҫырлах! Пӳлӗхҫӗ, ҫырлах, пуснӑ шурӑ вӑкӑрӑмпа чӳ-ӳк, ҫырлах! Килӗшпе, ачам-пӑчампа, выльӑхӑм-чӗрлӗхӗмпе Пӳлӗхҫӗ, чӳ-ӳк, ҫырлах! Ырӑ чӳк-кӗлӗ, Пӳлӗхҫӗ, хапӑл ил.
- Кӗлӗ тата пил сӑмахӗсем
- Ӑрӑмлӑ сӑмахлӑх: пилпе халал, тупа, кӗлӗ-сӑрман тата вӗсене каламалли йӗркесем
Шырав
Пайсем
- Харкам сӑвап, сунӑм, тупа
- Тӗнче хӑвачӗсене чыслани
- Ҫурхи тата ҫуллахи уявсемпе чӳк кӗллисем
- Хӗле кӗнӗ йӗркепе калакан кӗлӗсем
- Кил-йышри кулленхи йӑласемпе кӗлӗсем
- Пытару йӗркипе сӑмахлӑхӗ
- Асӑну йӗркипе сӑмахлӑхӗ
- Хресчен ӗҫӗн кӗллисем
- Мӑчавӑрсем халӑха каланинчен