Юпа (асӑну) юррисем
942
Чӑвашсен пытарупа асӑну йӗркинчи авалхи юрӑсем икӗ тӗрлӗ пулаҫҫӗ: пӗрисене вилнӗ ҫын юрланӑ пек хывнӑ, теприсене вилнӗ ҫынна асӑнса юрланӑ. Ӑна та, кӑна та вилнӗ ҫыннӑн ҫывӑх тӑванӗсем юрланӑ, сайра хутра ятарлӑ хӳхлевҫӗсене чӗннӗ. Акӑ вилнӗ ҫын хӑй юрланӑ пек илтӗнекен юрӑсен пӗр тӗслӗхӗ:
Ҫӗрти ҫырла пиҫнӗ чух
Ҫӗртен-шывран уйрӑлтӑм.
Хурӑн ҫырли пиҫнӗ чух
Хурӑнташсенчен уйрӑлтӑм.
Манӑн вӑхӑт ҫитрӗ,
Кӗрекерен ӑсатрӗҫ.
Хам пилӗкри пиҫиххине
Йӑрхаха ҫакса хӑварап.
Ман кӗрекене илсе тухнӑ,
Йӑвантарӑр ярӑр!
Йытта парӑр,
Кушака ан парӑр!
- Кӗлӗ тата пил сӑмахӗсем
- Ӑрӑмлӑ сӑмахлӑх: пилпе халал, тупа, кӗлӗ-сӑрман тата вӗсене каламалли йӗркесем
Шырав
Пайсем
- Харкам сӑвап, сунӑм, тупа
- Тӗнче хӑвачӗсене чыслани
- Ҫурхи тата ҫуллахи уявсемпе чӳк кӗллисем
- Хӗле кӗнӗ йӗркепе калакан кӗлӗсем
- Кил-йышри кулленхи йӑласемпе кӗлӗсем
- Пытару йӗркипе сӑмахлӑхӗ
- Асӑну йӗркипе сӑмахлӑхӗ
- Хресчен ӗҫӗн кӗллисем
- Мӑчавӑрсем халӑха каланинчен