Пилсемпе кӗлӗсем

Вӑрӑм ҫурта айӗнче ларнӑ каҫ

 

941

Тепӗр ҫӗр, шӑмат ҫӗр, вырӑс эрни каҫ ак ҫапла пуҫласа яраҫҫӗ. Юпа лартса таврӑннӑ ҫӗре ӗҫме-ҫиме хатӗрлесе пӗҫерсе хураҫҫӗ. Вӑл каҫа «вӑрӑм ҫурта айӗнче лармалли каҫ» теҫҫӗ, [...] шӑмат каҫа — «юпа ҫинче лармалли каҫ» теҫҫӗ. Ҫав вӑрӑм ҫурта айӗнче ларма пӗтӗм ялти ҫынсене ялӗпех чӗнсе ҫаврӑнаҫҫӗ. Икӗ ҫын икӗ юлан ут утланаҫҫӗ те, икӗ урапа кӳлеҫҫӗ те ӑрам тӑрӑх кашни ҫурт умне пырса хытӑ сасӑпа, илемсӗррӗн, хаяррӑн кӑшкӑрса калаҫаҫҫӗ: «Эпсӗлем (вилнӗ ҫын ятне калаҫҫӗ) вӑрӑм ҫурти айне ларма пырӑр», — теҫҫӗ. Вӑл сасса илтсен пӗтӗм чӗре темскерле пулса каять. Ҫуртри ҫынсем: «Умӗнче пултӑр», — тесе чӳречерен кӑшкӑрса юлаҫҫӗ. Вара ҫынсем кам ахута тӑвакан, савакан, сӑвап сунакан пурте «кайса асӑнса килес» тесе вилнӗ ҫын килне пуҫтарӑнаҫҫӗ. Пыраканӗ пӗри хӑйсемпе пӗрле эрех илсе пыраҫҫӗ. Ҫӗрле пулсан хуҫисем кӗрекене сӗтел лартаҫҫӗ, сӗтел ҫине чашкӑ лартаҫҫӗ, ун ҫине пуҫламан ҫӑкӑр, ҫӑкӑр ҫине чӑкӑт хураҫҫӗ, чӑкӑт ҫине вӑрӑм ҫурта туса кустӑрма пек ҫавӑрса лартаҫҫӗ. Ӑна акӑ епле тӑваҫҫӗ: сурпан варрине, шурӑ ҫӗрне, пӗр вершока яхӑн лентӑсем чӗрсе кӑлараҫҫӗ, ҫатмапа ӑвӑс шӑратаҫҫӗ те ҫав ҫурса кӑларнӑ сурпана икӗ енчен те сӗрсе ҫурта пек пӗтӗреҫҫӗ те кӑлтӑрмачӑ пек (спиралью) ҫавӑрса пӗр вӗҫне вут тивертсе чӑкӑт ҫине лартаҫҫӗ. Пӗр ҫурти ҫунса пӗтсен тата тӑваҫҫӗ.

Ку каҫ вилнӗ ҫынна хывмаҫҫӗ, ӗҫеҫҫӗ, ҫиеҫҫӗ, купӑс калаҫҫӗ, ташлаҫҫӗ. Ҫӗрӗпех, ҫутӑличченех ҫапла савӑнса ирттереҫҫӗ. Ҫӗр варринче пӗр ҫынна «аҫа курки» ӗҫтерме хушаҫҫӗ. Ӑна пӗр витре сӑра параҫҫӗ, пӗр курка тыттараҫҫӗ, вӑл ҫын вара пӳртри кашни хӑнине пӗрер курка ӗҫтерсе ҫаврӑнать, кашни ӗҫекенни курка ӑшне укҫа ярать, укҫине ӗҫтерекен ҫынни сӑра ӑснӑ чух курка ҫинчен витрене ярать. Кайран пурне те ӗҫтерсе ҫаврӑнсан вӑл укҫасене мӗн чухлӗ ҫитет, ҫавӑн чухлӗ эрех илсе ҫав хӑнисене ӗҫтерсе ярать. Ҫутӑлсан, хӑй пӑрахнӑ-пӑрахман вӑхӑтра, ҫӑкӑра, чӑкӑта тата пӗр витре илсе ӑрама тухаҫҫӗ те пӗр ҫӗклем улӑма вут тивертсе яраҫҫӗ. Ҫавӑнта пур юлашки ҫимӗҫсене те хуранӗпех ҫӗклесе тухаҫҫӗ. Вут чӗртес умӗн илсе тухнӑ ҫимӗҫсене хываҫҫӗ, юлашкисене хуранӗпех хапхи кутне тӑкса хӑвараҫҫӗ, вӑл ҫимӗҫсене кайран ик-виҫ кун пӗтӗм касри анчӑксем тулаша-тулаша ҫиеҫҫӗ. Унтан вара вут чӗртсе вут тавра хӗвеле хирӗҫ виҫӗ хут алӑ ҫупса, купӑс каласа, юрласа, ташласа ҫаврӑнаҫҫӗ те вутне таптаса сӳнтереҫҫӗ, унтан вара хуҫа килне урӑхран кӗмеҫҫӗ, кӳршӗри пӗр-пӗр ҫын пӳртне пуҫтарӑнса кӗрсе сӑра ӗҫеҫҫӗ, эрех пулсан эрех те ӗҫеҫҫӗ те килӗсене таврӑнаҫҫӗ, хуҫисем те вара килне таврӑнаҫҫӗ те ҫуртне-йӗрне, савӑт-сапине тасатма пуҫлаҫҫӗ. Ку ӗҫ вырӑс эрни кун пулать. Сӗтел ҫинчи чашкине, ҫӑкӑрне, чӑкӑтне ыйткалакансене параҫҫӗ е ӑрамах таткаласа пӑрахса хӑвараҫҫӗ.

Статьясем

Шырав

Пайсем

Ҫавӑн пекех пӑхӑр