Кӗр ҫурти
888
Вилнӗ ҫынсене юпа уйӑхӗ (октябрь) пӗтнӗ чух кӗркунне кӗр ҫурти тесе хываҫҫӗ. Ӑна сӑра туса, икерчӗ пӗҫерсе, чӑхӑ пусса хываҫҫӗ. Ӑна шӑмат каҫ е тунти каҫ тӑваҫҫӗ. Ӑна алӑк патне ҫурта хываҫҫӗ, килте миҫе вилӗ, ҫавӑн чухлӗ ҫурта ҫутаҫҫӗ. Ҫурта ҫутаҫҫӗ те вара пурте пыра-пыра хываҫҫӗ. Ӑна хывнӑ ҫӗре ӑратнисем пурте пухӑнаҫҫӗ, ӑратнисем те пӗрле тӑваҫҫӗ ӑна. Ак ҫапла хываҫҫӗ:
Эпир сире кӗркунне йӗркипе сӑра туса, эрех илсе, чӑхӑ пусса, икерчӗ пӗҫерсе, пӑтӑ пӗҫерсе хыватпӑр, пил тӑвӑр, чипер вӑхӑтлӑ килсе, вӑхӑтлӑ кайӑр, вӑхӑтсӑр ан ҫӳрӗр; пил тӑвӑр пире, хӗнне-асапне ан парӑр, ак сире пӗрре татса пӑрахни пӗр ут туртӑми пултӑр, сирӗн умра сӗт кӳлли пултӑр, чипер ӗҫӗр-ҫийӗр те — кайӑр.
Пур ҫемйисемпех, пур выльӑх-чӗрлӗхпех хӗнне-асапне ан парӑр.
- Кӗлӗ тата пил сӑмахӗсем
- Ӑрӑмлӑ сӑмахлӑх: пилпе халал, тупа, кӗлӗ-сӑрман тата вӗсене каламалли йӗркесем
Шырав
Пайсем
- Харкам сӑвап, сунӑм, тупа
- Тӗнче хӑвачӗсене чыслани
- Ҫурхи тата ҫуллахи уявсемпе чӳк кӗллисем
- Хӗле кӗнӗ йӗркепе калакан кӗлӗсем
- Кил-йышри кулленхи йӑласемпе кӗлӗсем
- Пытару йӗркипе сӑмахлӑхӗ
- Асӑну йӗркипе сӑмахлӑхӗ
- Хресчен ӗҫӗн кӗллисем
- Мӑчавӑрсем халӑха каланинчен