Пилсемпе кӗлӗсем

Кӑвайт умӗнхи юрӑсем

 

943

Шурӑмпуҫ килет шуралса,

Шурӑ пир карсан та чарас ҫук;

Хӗвел тухӑҫ килет хӗрелсе,

Хӗрлӗ хӑмач карсан та чарас ҫук;

Телейрен иртекен ҫутӑ тӗнче,

Пирӗнтен те юлӗ-ҫке ҫак тӗнче...

Асаттеҫӗм, асатте

(вилнӗ ҫыннин ятне каланӑ),

Шурӑм пуҫӗ килет шуралса,

Санӑн сӑну ҫук-ҫке.

Чӗкеҫ килӗ — чӗвӗлтетӗ,

Санӑн чӗлхӳ ҫук-ҫке.

Ир тӑрсан та, каҫ выртсан та

Санӑн вырӑну пушӑ-ҫке.

Эпир сана асӑнатпӑр,

Эсӗ пире ан асӑн.

944

Кӗркунне пӗр акнӑ ай уҫӑма

Ҫуркунне пӗр пулмасӑр курас ҫук.

Уйӑрӑлса кайнӑ тӑванӑма

Хамӑр вилмесӗр те курас ҫук.

Тупӑлхаран вӑрман шултра пулмасть,

Ӗҫӗр-ҫийӗр, тӑван, выльӑр-кулӑр,

Вилсен ҫӗр айӗнчен ҫул пулмасть.

945

Эпир ташлатпӑр, юрлатпӑр,

Ӗҫетпӗр, ай-хай ҫиетпӗр.

Эсир ҫапла ӗҫсе ҫийӗр,

Выляса-кулса пурӑнӑр.

Сире эпир асӑнатпӑр,

Эсир пире ан асӑнӑр.

Шурӑм пуҫ килет ай ҫуталса,

Пур кайӑк-кӗшӗк ай хускалса.

Пур кайӑксен сассисем,

Юррисем те ай илтӗнмеҫ —

Эсир кунта ай-хай ҫук.

946

Йӑлтӑр кӑна ай вут ҫути,

Ҫутисем курӑнать, ай ӑшши ҫук.

Ах, аттеҫӗм, аннеҫӗм,

Ятӑрсем пур та — хӑвӑр ҫук.

Ваттисенчен юлнӑ ҫут тӗнче,

Пирӗнтенех юлӗ ҫак тӗнче;

Пӗрне-пӗри, тӑван, хыт ан калӑр,

Ӳкӗнӗҫӗ юлӗ ҫӗр ҫинче.

 

Ҫак юрӑсенех ватӑлса ыр вилӗмпе вилнӗ ҫыннӑн хӗрӗх кун пумилккине тунӑ чухне юрланӑ.

947

Хура чӗкеҫ вӗҫет ҫӳлелле,

Ыт(ла) ҫӳле кайиччен курса юлӑр!

Ҫакӑ тӑванӑн Саватерӗн

Юпи иртсе пырать,

Ытах иртиччен курса юлӑр!

Ураллӑ кӗлетӗн айӗнче

Йӗтенӗн вар пуҫҫи так ҫӗрет.

Хура ҫӗрӗн хушшинче

Пирӗн тӑванӑн Саватерӗн

Ӗмри иртсе карӗ,

Пылпа сахӑр парсан та чарӑнмарӗ.

948

Кук сасси пек сассуччӗ,

Епле санӑн сассунтан уйрӑлас,

Чӗкеҫ чӗлхи пек чӗлхӳччӗ,

Епле санӑн чӗлхӳне манас.

949

Ҫта каян, чӗкеҫ, йӗпенсе,

Ик ҫунат вӗҫне хытарса?

Тӑван, ҫта каян пире пӑрахса,

Пирӗн кӑмӑлсене хӑварса?

950

Хӗвел тухать хӗрелсе

Эпӗр сана ӑсататпӑр.

Эсӗ пире курас ҫук,

Эпӗр сана курас ҫук.

Шурӑмпуҫ килет шуралса,

Шурӑ чатӑр карса чарас ҫук.

Эпӗр, тӑван, сана асӑнатпӑр,

Эпӗр сана тытса чарас ҫук.

 

Вут тавра ҫаврӑннӑ чухне юрланӑ.

Ҫурӑм пуҫ килет шуралса,

Шурӑ чатӑр карса чарӑнмас.

Хӗрлӗ хӗвел тухать хӗрелсе,

Хӗрлӗ чатӑр карса чарӑнмас.

Ӗнтӗ ӗмӗр иртет, ӗмӗр иртет,

Ылттӑн, кӗмӗл парса чарӑнмас.

951

Пирӗн тӑван каять ай уйрӑлса,

Ылттӑн-кӗмӗл парса та хӑварас ҫук.

Пирӗн тӑван ай чӑн ҫӗрте,

Ку ҫӗре куҫҫулӗпе йӗрсен те калла килес ҫук.

Вӑл хура ҫӗрпе ай витӗнсе выртать,

Тӑпрапа питӗрӗнсе —

Ку ҫӗре тухас ҫук.

952

Ҫӗр ҫурӑлчӗ, йӗп тухрӗ.

Тӗрлӗ кайӑк килӗ,

Унӑн сассине илтӗпӗр,

Санӑн сассуна илтес ҫук.

Хурӑнташ-ӑруран уйрӑлтӑн,

Тӑванусенчен уйрӑлтӑн.

Пехиллӗхне пар!

Атя, атя кӗҫӗрлӗхе,

Киле, хӑнана —

Сана илме килтӗмӗр.

953

Такана ҫинче шур пӑрҫа -

Шур юр ҫумне ӳксе ҫухалчӗ.

Ах, тӑванӑм, тетӗп, ах, тӑванӑм,

Хура ҫӗр айне пулса ай ҫухалчӗ.

Хураях та хура ай хурлӑхан —

Шыв сулхӑнне епле тӳсет-ши?

Ах, тӑванӑм, тееп те, тӑванӑм,

Ҫӗр сулхӑнне епле тӳсет-ши?

954

Ураллӑ та кӗлетӗн ай айӗнче

Тимӗр татӑк выртать тутӑхса.

Ах, тӑванӑм та тетӗп, ах, тӑванӑм,

Хура ҫӗр айӗнче выртать хурланса.

955

Хура вӑрман варринче

Хурама каска ҫӗрет-ҫке.

Аслӑ масар варринче

Санӑн ӳтӳ ҫӗрет-ҫке.

Ҫеҫен хирӗ варринче

Шӗлпер ӗне килет макӑрса,

Унӑн сӗтне суса сахӑр ту.

 

Вилнӗ ҫынни арҫын пулсан.

Икӗ кӑкру вӑйпе пехил ту!

Вилнӗ ҫынни хӗрарӑм пулсан.

Икӗ кӑкӑру сӗтпе пехил ту!

956

Ман ҫӗр ҫырли ҫиес килет —

Ҫулҫисем хупланӑ ҫырлине.

Ман хамӑр тӑвана курас килет —

Хура тӑпра витнӗ ун ҫине.

Тӗттӗмӗн-тӗттӗмӗн курӑнать —

Хура вӑрман хӗрри пулчӗ пуль.

Мӗскӗнӗн-мӗскӗнӗн туйӑнать. —

Уйрӑлас вӑхӑтсем ҫитрӗҫ пуль.

Шурӑмпуҫпе шӑпчӑкӗ авӑтать,

Мӗн авӑнӗ хурсан юрлӗ-ши?

Пирӗн тӑван пиртен уйрӑлать,

Мӗн юрри юрласан юрӗ-ши?

957

Ҫакӑ тӑван ялан асра тӑрать,

Ман чӗрҫийӗм куҫҫульпе шывланать.

Кайӑк хурсам килеҫ картипе,

Кайри мала тесе ан калӑр.

Эпӗр ӗнтӗ тӑвана ӑсататпӑр,

Пӗтни лайӑх тесе ан калӑр.

Кайӑк хурсем иртеҫ картипе,

Сарӑ сӗлӗ сапса чарас ҫук.

Пире вилӗм килсе ҫитсессӗн

Ылтӑн-кӗмӗл парса юлас ҫук.

Чӗнтерлӗ кӗпер урлӑ каҫнӑ чухне

Таканлӑ ут йӗрсем халь те пур.

Хамӑр тӑванӑмпа калаҫнийӗ

Халь те чӗре варринче сӑмах пур.

958

Ак сан валли кучченеҫ кӳтӗм,

Ҫурта ҫутатӑп, умӑнта пултӑр.

Кучченеҫе пашалу кӳтӗм,

Пашалу хыватӑп, умӑнта пултӑр.

Кучченеҫе чӑкӑт кӳтӗм,

Чӑкӑт хыватӑп, умӑнта пултӑр.

Кучченеҫе сӑра кӳтӗм,

Сӑра хыватӑп, умӑнта пултӑр.

Кучченеҫе эрех кӳтӗм,

Эрех хыватӑп, умӑнта пултӑр.

Пехил ту.

959

Ҫӗнӗ ҫунанӑн тупӑкӗ,

Пурте юман йывӑҫҫи.

Пур-пур тӑван пурте пур,

Эсӗ, пичче (ятӗнчен каласа),

кунта ҫук.

Шурӑмпуҫ килет ҫутӑлса,

Шур чаршав карсан та чарас ҫук.

Санӑн тӗлне вилӗм ҫитрӗ,

Шур лаша парсан та чарас ҫук.

Хӗвел тухать хӗрелсе,

Хӗрлӗ чаршав карсан та чарас ҫук,

Санӑн тӗлне вилӗм ҫитрӗ,

Хӗрлӗ ӗне парсан та чарас ҫук.

 

Вилнӗ ҫынна пумилккене чӗнме каяс умӗн каланӑ.

960

Кӗркунне шӑнтнӑ уҫӑмне

Ҫуркуннесӗр курас ҫук.

Ах, тӑванӑмҫӑм (ҫавӑ) пур,

Хам вилмесӗр курас ҫук.

Ҫуна тупань шӑвать ҫӗр ҫинчен,

Ҫӗлен шӑвать хура ҫӗр айӗнчен.

Ах, тӑванӑмҫӑм (ҫавӑ) пур,

Ҫӗлен пулса шуса тух,

Калта пулса касса тух,

Чупар пулса чупса кил,

Чӗкеҫ пулса вӗҫсе кил.

 

Юпа пуҫланӑ чухне юрланӑ.

961

Чӗкеҫ килӗ чӗлхипе,

Унӑн сассине илтӗпӗр,

Санӑн сассуна илтес ҫук.

Пур-пур шӑрҫи пурте пур,

Сенкер-кӑвак шӑрҫи ҫук;

Пур-пур ҫемье пурте пур,

Тӑван, эсӗ кунта ҫук.

962

Кайӑк-кӗшӗк кӗр каять те ҫур килет,

Эсӗ пӗр кайсан килес ҫук.

Тӳпери ҫӑлтӑр хӑҫан пирӗн ума

Манит пулса анни пур?

Пирӗн тӑван пӗр ҫӗр айне кӗрсен

Хӑҫан арча усламҫи пулса тухни пур?

Калпак ҫуса ҫакрӑм карлӑк ҫине,

Хӗвел ҫӳле кайрӗ, типес ҫук.

Пирӗн тӑван кайрӗ уйӑрӑлса,

Ҫыру ҫырсан ҫыру ҫитес ҫук.

Урама тӑрӑх шур пӳрт лартрӑм,

Чӳречисем ҫумне сат чӗртрӗм.

Пур кайӑксем пурте пухӑнчӗҫ.

Селемин кайӑкин сасси ҫук.

Пур тӑвансем пурте пухӑнчӗҫ,

Манӑн савнийӗн сасси ҫук.

Эремпур ҫулӗ ӑҫтан иртет?

Хӑйӑрлӑ ҫырманӑн пуҫӗнчен.

Пирӗн ҫамрӑк ӗмӗр ӑҫтан иртет?

Хурлӑхпала шухӑш хушшинчен.

Ухмах иккен ула ай куракӗ,

Пӗр туратсӑр йӑва ҫавӑрать.

Ухмах иккен пирӗн атте-анне,

Ӑраскалсӑр ача ҫуратать.

Пӗчӗккӗ ҫырма сиксе юхать,

Шур чаршав карса чарнас ҫук.

Пирӗн тӑван кайрӗ уйӑрӑлса,

Ылтӑн-кӗмӗл парса чарас ҫук.

Статьясем

Шырав

Пайсем

Ҫавӑн пекех пӑхӑр