Эрне каҫсенчи асӑнусем
Леш тӗнчери несӗлсене чӑваш канмалли кун — эрне кун асӑннӑ. Каярахпа кунлӑх (календарь) йӗрки улшӑннӑ, анчах авалхи тӗне тытса пыракан ялсенче ку чухне те вилнисене эрне каҫ асӑнса ирттереҫҫӗ.
Ҫын вилсен ӑна пытариччен умӗнче лараҫҫӗ, пытарса килсен виҫҫӗшне ирттереҫҫӗ. Ҫакӑн хыҫҫӑн эрнерен ҫиччӗшӗ пулать, вара хӗрӗхӗшӗ е юпа уявӗ ҫитиччен ҫывӑх тӑвансем кашни эрне каҫах асӑнма пухӑнаҫҫӗ. Асӑну йӗрки, пӗтӗмӗшле илсен, пӗр йӗрпех пырать. Эрне каҫ валли яшка пӗҫереҫҫӗ, чӗрес е урӑх савӑт хӗрне ҫурта ҫутса лартаҫҫӗ. Хӗрӗхӗшне ытларах чухне халӗ пумилкке теҫҫӗ.
Ҫумпайсем
Эрне каҫсенче хывни (909-913)
- Кӗлӗ тата пил сӑмахӗсем
- Ӑрӑмлӑ сӑмахлӑх: пилпе халал, тупа, кӗлӗ-сӑрман тата вӗсене каламалли йӗркесем
Шырав
Пайсем
- Харкам сӑвап, сунӑм, тупа
- Тӗнче хӑвачӗсене чыслани
- Ҫурхи тата ҫуллахи уявсемпе чӳк кӗллисем
- Хӗле кӗнӗ йӗркепе калакан кӗлӗсем
- Кил-йышри кулленхи йӑласемпе кӗлӗсем
- Пытару йӗркипе сӑмахлӑхӗ
- Асӑну йӗркипе сӑмахлӑхӗ
- Хресчен ӗҫӗн кӗллисем
- Мӑчавӑрсем халӑха каланинчен