Пилсемпе кӗлӗсем

Эрне каҫсенче хывни

 

909

Виҫҫӗмӗш кун иртсен ҫӗнӗ вилнӗ ҫынна пумилкке тӑвичченех кашни эрне каҫ хываҫҫӗ. Ӑна килти ҫемйисем анчах хываҫҫӗ, хӑш чух ырӑ сунакан ӑратнисем те пыркалаҫҫӗ. Эрне каҫ выльӑх пусмаҫҫӗ: пӗҫереҫҫӗ пӗлӗм, яшка. Пӗлӗм пулмасан яшкапа хываҫҫӗ е хӑймаллӑ турӑхпа, е ҫӑмарта хӑпартнипе хываҫҫӗ. Алӑк патне сӗтел лартаҫҫӗ, стена ҫумне хӑйсем тунӑ пӗр кӗске ҫурта ҫутса лартаҫҫӗ.

910

Эпир сире вӑхӑтран-вӑхӑта асӑнатпӑр, эсир пире вӑхӑтсӑр ан асӑнӑр, ан кӗтӗр. Умӑрсенче пултӑр. Ӳпкелесе ан кайӑр.

Эрне кун каҫ хывнӑ чухне каланӑ.

911

Ирхине пӗҫереҫҫӗ икерчӗ (пӗлӗм). Хапха тӑпси патне кайса ваттисене асӑнса пусаҫҫӗ автан. Тӗкӗсене, ӑш-чиккине кӑларса пӑрахаҫҫӗ урама. Икерчине пӗҫернӗ чухне алӑк патне лартнӑ чашкӑ ҫине икерчӗ икӗ енне ҫу сӗрсе, ячӗсене асӑнса: «Умӑрта пултӑр», — тесе тата-тата пӑрахаҫҫӗ. Ун ҫинех сӑра та хываҫҫӗ. Хывса чарӑнсан чӑхӑ пуснӑ ҫӗрех, хапха тӑпси патне, кӑларса тӑкаҫҫӗ: «Умӑрта пултӑр», — тесе.

Каҫ пулсан илсе килеҫҫӗ ҫурта, кашни ҫуртине уйӑраҫҫӗ ик пая. Пӗҫерсе лартаҫҫӗ алӑк патне лартнӑ сӗтел ҫине пӑтӑ, вакласа лартаҫҫӗ ир пӗҫернӗ автана, лартаҫҫӗ пӗр сӑра чашкипе сӑра, ҫурта ҫутаҫҫӗ ячӗсене асӑнса умӑнта пултӑр тесе. Алӑк патӗнчи стена ҫине миҫе ҫын вилнӗ, ҫавӑн чухлӗ ҫурта ҫутаҫҫӗ. Ҫутнӑ чухне: «Эпир сире вӑхӑтран вӑхӑта асӑнатпӑр, эсир пире вӑхӑтсӑр ан асӑнӑр, ан кӗтӗр», — теҫҫӗ.

Тата кил юпи тесе вуҫа юпи тӑрне пӗр ҫурта ҫутса лартаҫҫӗ. Унтан вара кашнийӗ ваттисене асӑнса «умӑнта пултӑр» тесе пӑттине, ашне, икерчине, сӑрине хываҫҫӗ. Унтан пурте асӑнса ҫиеҫҫӗ. Ҫисе тӑрансан шӑммисене, татӑкӗсене — пурне те пӗрре те хӑвармасӑр хывакан алтӑр ҫине асӑнса пӑрахаҫҫӗ. Ҫуртисем ҫунса пӗтиччен асӑнса сӑрасем ӗҫкелесе тӑраҫҫӗ. Камӑн ҫурти маларах пӗтет, ӑна: «Васкаса килет», — теҫҫӗ. Ҫуртисене ҫунса пӗтмессерен икерчӗпе сӑтӑрса илсе: «Асӑнта пултӑр», — тесе алтӑра пӑрахаҫҫӗ. Унтан вара хапха тӑпсине кӑларса: «Умӑрсенче пултӑр», — тесе тӑкаҫҫӗ. Ун ҫине чи юлашкинчен пусӑран ӑсса пӗр витре шыв такаҫҫӗ: «Умӑрсенче пултӑр, ӳпкелесе ан кайӑр», — тесе пӳрте кӗрсе каяҫҫӗ.

912

Ваттисене кӗҫнерни кун асӑнаҫҫӗ. Кӗҫнерни кун ир ҫинче икерчӗ пӗҫереҫҫӗ, чӑхӑсем пусаҫҫӗ. Каҫ пулсан яшкисене антарса алӑк патне лартаҫҫӗ. Вара унта хӑйсен хурӑнташӗсене асӑнса сӑра ҫине икерчӗ татса яраҫҫӗ. Пур хурӑнташсемшӗн пӗрер ҫыншӑн тата-тата пӑрахаҫҫӗ. Асӑнса пӗтерсен вара яшкисене, сӑрисене тухса тӑкаҫҫӗ. Унта кайнӑ чухне тата пӗри куркапа шыв йӑтса пырать. Тата тепӗр икерчӗ алтӑр ҫине хурса кайса тӑкаҫҫӗ. Тӑкнӑ чухне хӑшне тимен ӑна паратӑп тесе тӑкаҫҫӗ. Мӗншӗн тесен вӗсем эпир ҫинӗ чухне вилнисем пирӗнпе пӗрле ларса ҫиеҫҫӗ тесе шухӑшлаҫҫӗ. Хӑшӗ кайран килнисем кӗримен пулӗ тесе тула кайса параҫҫӗ. Тата Мункунта асӑннӑ чухне алӑк аяккипе пӗрене ҫине тата кӑмака ҫӑвӑнчи (ҫумӗнчи) шкаф ҫине ҫуртасем ҫутса лартаҫҫӗ те ҫавна ыттисем пек тӑваҫҫӗ. Алӑк панчи ҫуртасене икерчи ҫинчех, сӑри ҫине яраҫҫӗ, шкаф ҫӑвӑнчисене вучаха ярса ҫунтарса яраҫҫӗ.

913

Хывас умӗн тӑватӑ ҫурта ҫутаҫҫӗ. Виҫӗ ҫуртине сӗтел умне лартаҫҫӗ, пӗрне, кил ҫурти тесе, алӑк патне лартаҫҫӗ. Пӗр ватти сӗтел хушшине минтер ҫине кӗрсе ларать, ыттисем пурте ура ҫинче тӑраҫҫӗ. Унран вара вӑл ӑшӗнче Турра кӗлтуса икерчӗ хуҫса илет те: «Атте, умӑнта пултӑр, анне, умӑнта пултӑр», — тесе чашӑк ҫине хурать; вара эрехне черкке ҫине ярать те: «Пӗрле ӗҫсе-ҫисе савӑшса кайӑр», — тесе чашӑк ҫине тӑкать; унтан тата сӑрине курка ҫине ярать те: «Ҫын сӑмахӗ хыҫҫӑн ан кайӑр. Эпир сире праҫникрен праҫнике анчах пиллештеретпӗр, эпир сире асӑнатпӑр, эсир пире ан асӑнӑр, пехил туса кайӑр», — тесе ҫав чашӑк ҫинех тӑкать.

Статьясем

Шырав

Пайсем

Ҫавӑн пекех пӑхӑр