Пилсемпе кӗлӗсем

Виле тытасран калакан кӗлӗсем

Ывӑнсан, чирлесен, мӗн те пулин ыратма пуҫласан ӗҫри ҫыннӑн тӑхтав тума тивет. Тӑхтавра апат ҫисе, ӗҫсе, канса илнӗ чухне «виле тытасран» кӗлӗсем калаҫҫӗ, ҫывӑх тӑвансене аса илеҫҫӗ.

 

895

Чӑвашсем пилӗк ыратсан виле тытрӗ теҫҫӗ. Пилӗк ыратни тӳрлентӗр тесен вилнӗ ҫынсене хываҫҫӗ. Хывма пӗҫернӗ ҫӑкӑр та юрать тата икерчӗ пӗҫерсе те хываҫҫӗ. Чӑваш калать: «Пилӗк ыратать, виле (вилнӗ ҫын) тытрӗ пулӗ», — тет. Пирӗн чӑвашсем ҫапла калаҫҫӗ: «Виле кама юратнӑ, ҫавна тытать, юратман ҫынна вӑл нихҫан та тытмасть», — теҫҫӗ.

Виле хывнӑ чухне калакан сӑмахсем ак ҫаксем:

Атте, умӑнта пултӑр, анне, умӑнта пултӑр, пичче, умӑнта пултӑр, ати, умӑнта пултӑр, ани, умӑнта пултӑр, Михала, умӑнта пултӑр, Ҫимук, умӑнта пултӑр. Ҫак эпӗ хывнипе тутӑ пулӑр, пире хӗн ан кӑтартӑр.

Хывнӑ чухне, умӑнта пултӑр тесе, кашниншӗн пӗрер турам татса пӑрахать. Унтан пурин ятне те каласа пӗрер тумлам шыв тумлатать. Ҫапла тусан вилнӗ ҫынсем тытмаҫҫӗ. Вилнӗ ҫынсем ҫиессисем килсен тытаҫҫӗ; вӗсем тутӑ пулччӑр тесе тутлӑ апатсемпе хываҫҫӗ.

896

Эпӗ пӳрте кӗрсенех асанне манран: «Ку шурӑ чалхасене (лентӑсене) ӑҫта тупрӑн?» — тесе ыйтрӗ. Эпӗ каласа патӑм та, вӑл пӑшӑрханма пуҫларӗ. Вара ҫапла каларӗ: «Ҫакӑн йышши татӑксене нихҫан та илме юрамасть. Вӗсене вилнӗ ҫынсене панӑ. Ахальлӗн вилнӗ ҫынсем пире ҫилленеҫҫӗ те тем-тем туса хума пултараҫҫӗ». Тепӗр кунне ирхине шкула кайнӑ чухне манпа пӗрле асанне те пычӗ. Эпӗ ӑна пир татӑкӗсемпе чӑлхасем вырӑнне кӑтартрӑм. Вӑл унта пычӗ те кӑкӑрне сӑтӑрса илсе ҫапла каларӗ: «Ку парнесене хӑвӑр хушӑра пайлӑр, пире ан тытӑр».

Вӗсене улмуҫҫи ҫине ҫакса ячӗ. Ҫавӑн чухне эпӗ чӳк е асӑну япалисене ҫӗре пӑрахма юраманнине тата кирек мӗнле парне те таса упранмаллине пӗлтӗм.

897

Вилнӗ ҫын ялти ҫынсене кама та пулин час-часах тытса чирлеттерет. Ун чирӗ вилнӗ ҫын тытнинчен пулнине пӗлсен (ӑна пӗр-пӗр юмӑҫ каласа парать), килти ватӑ ҫынсем тӗрлӗ ҫимӗҫ пӗҫерсе пӗр-пӗр эрне каҫ ҫав вилнӗ ҫын килнӗ кайса ӑна хываҫҫӗ:

Мӗншӗн ҫиллентӗн, (ячӗ) пичче, ҫав (ячӗ) ҫине, каҫар ӑна, чирӗнчен. сыват. Акӑ сана эпӗ икерчӗ (е урӑх япала) хыватӑп.

898

Ҫын сӑмахӗ хыҫҫӑн ан кай. Умӑнта пултӑр, ҫӑкӑр хыватӑп. (Вилӗ ҫырлахман чухне (чир ярсан) каланӑ.)

899

Ӑҫти вилӗ пулсан та, каҫар, ҫӑнӑх-кӗрпе вӗҫтеретӗп. (Ҫӗнӗ вилӗ тытнӑ пулсан каланӑ.)

Статьясем

Шырав

Пайсем

Ҫавӑн пекех пӑхӑр