Пилсемпе кӗлӗсем

Асӑнӑва чӗнмелли йӗрке

Вилнӗ ҫынна ятран асӑннӑ чухне ҫичнӗшне, хӗрӗхӗшне, ҫулталӑкне, юпана, виҫӗ ҫулне ирттерме ӑна масар ҫине кайса ятарласа «чӗнсе килнӗ». Ӗлӗк лашапа (ҫуна-урапапа) ларса кайнӑ, ӗҫме-ҫиме илнӗ. Халӗ, паллах, масар ҫине ҫӑмӑл машинӑсемпе ҫӳреҫҫӗ.

Вилнӗ ҫынпа пысӑк е аслӑ асӑнусенче чӗрӗ ҫынпа калаҫнӑ пек калаҫнӑ, сӗтел хушшинче ӑна ятарлӑ вырӑн туса панӑ.

Асӑнӑва чӗнмелли кӗлӗ сӑмахӗсем ансат. Вӗсем чӗрӗ ҫынна хӑнана чӗннӗ пекех янӑраҫҫӗ.

 

884

Вӗсем масар ҫине ҫитсен туртса кӑлараҫҫӗ сӑрапа эрехе те ӗҫе-ӗҫе вилле акӑ ҫапла чӗнеҫҫӗ: «Эй (ячӗ), сана сӑрапа-эрехпе чӗнме килтӗмӗр, айта пумилккене, санӑн туйу валли ҫавна-ҫавна турӑмӑр, ӗҫсе ҫиме пыр», — теҫҫӗ те ӗҫсе ярайман эрех-сӑрана тӑкса хӑварса киле таврӑнаҫҫӗ. Килте вара тин пумилкке пуҫланса каять. Виле ячӗпе пичке пуҫласа тухаҫҫӗ те сӗтел патне каткапа лартаҫҫӗ. Сӗтел ҫине тӗрлӗ ҫимӗҫсем хураҫҫӗ тата сӗтел варрине пӗр тарӑнтарах чашӑк лартаҫҫӗ. Вӑл чашӑк ӑшне кил хуҫи ал туни пек ҫурта лартать, виҫ-тӑват турам: «Пил ту, (ячӗ)», — тесе турать. Вара пумилккене пынӑ ҫынсем ҫавӑ чашӑк хӗрне пыраҫҫӗ. «Эй (ячӗ), пил ту, сана ҫурта лартатпӑр», — тесе ҫурта лартаҫҫӗ. Ҫавсемех чашӑк ҫине те ҫимӗҫ тураҫҫӗ, сӑра-эрех яраҫҫӗ. Вӗсем акӑ ҫапла калаҫҫӗ:

«Эй, (ячӗ)! Пил ту, пиллесе паратпӑр, пиллесе ил, пиллӗхрен пиллӗхе ҫитер. Савса паратпӑр, савса ил, савӑнӑҫран савӑнӑҫа ҫитер. Эй, (ячӗ)! Ҫӑтмахра пул. Эпир мӗн пани санӑн умӑнта пултӑр, эсе мӗн илни Турӑ умӗнче пултӑр, Турӑшӑн тӳрлӗх, патшашӑн ырӑлӑх, аминь!

885

Ӗлӗк эсӗ те юрлаттӑн, ташлаттӑн, шӳт те тӑваттӑн. Эпӗ те шӳт тӑвам. Савӑнса вырт. Йывӑр тӑпру ҫӑмӑл пултӑр. Сӗт кӳл ҫинче пул. Каятпӑр ӗнтӗ, эсӗ те чипер юл. Яшку-ҫӑкру чипер пултӑр.

Статьясем

Шырав

Пайсем

Ҫавӑн пекех пӑхӑр