Асӑну кӗллисем
Пытарупа асӑну йӑлисене ирттернӗ чухне калакан сӑмахсемпе кӗлӗсем, хухлевсемпе юрӑсем пурте пӗр кӗвӗллӗ-шухӑшлӑ, анчах вӗсене хӑй вӑхӑтӗнче тата хӑй вырӑнӗнче калама сӗнеҫҫӗ.
Пытарма е асӑнма пынӑ кашни ҫын каламалли ансат кӗлӗсем, сӑмахсем пур. Вӗсене уйрӑм ҫын хӑй каланӑ чухне улӑштарса, хӑйӗнчен хушса каланине ырлаҫҫӗ. Мӑчавӑр, эптер, апӑс калакан кӑткӑс кӗлӗсене пули-пулми улӑштарни вырӑнлӑ мар. Асӑну йӑлисене ҫирӗпленнӗ йӗркепе тытса пыма тӑрӑшаҫҫӗ. Тӗрлӗ тӗн, халӑх йӑлинче пытарупа асӑну йӗркисем нумай енчен пӗр евӗрлех. Ҫакӑ ӗнтӗ пытару ӗҫӗ-хӗлӗсен авалхи пӗрлӗхӗнчех йӗркеленсе юлнине кӑтартса тӑрать.
894
Асӑннӑ чухне кирек кам та калама тивӗҫлӗ сӑмахсем:
Умӑнта пултӑр, тутлӑхра пурӑн, выҫӑ ан ҫӳре. Пире пил пар, ҫул пар, пуҫланӑ ӗҫсене вӗҫлеме пулӑшса пыр.
Эпир сана асӑнатпӑр. Ача-пӑчашӑн, йӑхшӑн-ӑрушӑн, ҫӗршӗн-шывшӑн, выльӑх-чӗрлӗхшӗн, кайӑк-кӗшӗкшӗн хыватпӑр. Эсӗ пире ан асӑн!
Вилнӗ ҫыннӑн ятне каласа тӗрлӗ сӑмах хускатни пулать:
Еххӗм мучи! Эсӗ пире юратса пӑхаттӑн, вӑрмана, улӑха ертсе каяттӑн. Ҫавна нихҫан та манас ҫук! Леш тӗнчере те ырӑ курса, ҫынсене пулӑшса ҫӳре, пире те хамӑр пурнӑҫа тӳрӗ пурӑнма пулӑш!
Эпӗ сана паракан турам пӗр сӗтел пултӑр, эпӗ сана паракан пӗр тумлам пӗр чӗресе тултӑр...
- Кӗлӗ тата пил сӑмахӗсем
- Ӑрӑмлӑ сӑмахлӑх: пилпе халал, тупа, кӗлӗ-сӑрман тата вӗсене каламалли йӗркесем
Шырав
Пайсем
- Харкам сӑвап, сунӑм, тупа
- Тӗнче хӑвачӗсене чыслани
- Ҫурхи тата ҫуллахи уявсемпе чӳк кӗллисем
- Хӗле кӗнӗ йӗркепе калакан кӗлӗсем
- Кил-йышри кулленхи йӑласемпе кӗлӗсем
- Пытару йӗркипе сӑмахлӑхӗ
- Асӑну йӗркипе сӑмахлӑхӗ
- Хресчен ӗҫӗн кӗллисем
- Мӑчавӑрсем халӑха каланинчен